Пур хыпар та

Салтак званипе мăнаçланнă

Çĕнтерÿ салтакĕсем. Андрей Ефтеевич Ефимов.

Вăл çуралнă çемьере сакăр ача - хĕрача тата çичĕ ывăл - пулнă. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан ывăлĕсем пĕрин хыççăн тепри фронта кайнă: пĕрремĕш – асли, Лукьян, унтан Ванюш, Энтрук (Андрей) тата Илюш.

Андрей çичĕ çул вĕренмелли шкул пĕтернĕ. Çав вăхăтра çакă лайăх пĕлÿ шутланнă. Вăл техника патне туртăннă. Колхозниксем плугсене, сÿресене акана хатĕрленĕ чухне вĕсем хушшинче явăнса çÿренĕ, канашсем пама хăтланнă, вĕсем вара час-часах вырăнлă пулса тухнă. Кăштах ялта ĕçленĕ, унтан Стерлитамак хулине тухса кайнă, унта малтан электрика вĕреннĕ, ун хыççăн – шофера.
1940 çулхи сентябрьте вунтăхăр çулхи яша Хĕрлĕ Çара илнĕ. Службăна Карелинче пуçланă. Финсен çар кампанийĕнче çапăçусене хутшăннă. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан ăна разведка батальонĕн бронемашина водительне куçарнă. Вăл çапла каласа панă: „Питĕ йывăрччĕ, кĕркунне тата çуркунне уйрăмах. Пульăсен тата осколоксен „хура тăхлан çумăрĕ” айĕнче пылчăк тăраниччен çăртăмăр”.
Ăна уринчен амантнă. Эвакогоспиталь хыççăн тата радистсен пĕр уйăхлăх курсне иртсен 39-мĕш мотострелковăй бригадăра радиотелеграф станцийĕн начальникĕ пулса тăнă. Вăрçă вăрçах ĕнтĕ: вăл каллех аманнă. Хальхинче аякĕнчен тата çурăмĕнчен. Сипленсе строя тăнă. 4-мĕш Украина фрончĕн çыхăну батальонне лекнĕ. Польшăна тата Чехословакине ирĕке кăларма хутшăннă. 1945 çулхи январьте вĕсен чаçне Япони чиккине ăсатнă.
Сахалинта связной пулнă, пĕр штабран тепĕр штаба донесенисене, приказсене, вăрттăн пакетсене йĕлтĕрпе çÿресе çитернĕ. „Çул çук вырăнта, çула компаспа палăртса, кунне 60 километр таран иртме тиветчĕ. Вăйлă çил-тăман тата сивĕсем пулатчĕç, енчен те спорт тĕлĕшĕнчен пиçĕхмен тата çаврăнăçуллă пулман пулсан, çавăнта, тĕнче хĕрринче, выртса юлăттăм”, - аса илетчĕ салтак. Вăрçăччен вăл ялта чи лайăх йĕлтĕрçĕ пулнă. Район ăмăртăвĕсене нумай хут кайса çÿренĕ, унта призлă вырăнсем йышăннă. Уфара та Пушкăрт АССР кубокĕшĕн ăмăртăва хутшăннă, унта иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Фронтовик килне сержант званийĕнче 1947 çулхи июль уйăхĕнче çеç таврăннă. Унăн кăкăрĕ çинче наградăсем – „Хăюлăхшăн”, „Заполярйине ирĕке кăларнăшăн”, „1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн” тата „Японие çĕнтернĕшĕн” медальсем – йăлтăртатса тăнă.
Амăшне, Елизавета Павловнăна, питĕ ăннă: тăватă ывăлĕ те вăрçăран сывă таврăннă.

Андрей Ефтеевич малтанхи вăхăтра Стерлитамакра ĕçлесе пурăннă. Ашшĕ-амăш çуртĕнче пурте шăнăçайман, çĕнĕ çурт туса лартма укçа та, строитель¬ство материалĕ те пулман. Вăрçă вĕçленнĕ, анчах çаплах хура-шур тата выçлăх тÿсме тÿр килнĕ.
Хулара ăна, паха специалиста, хваттер панă. Алĕçĕ тăвакана тата юрăçăна, илемлĕ Федорăна качча илнĕ. Вăл вăрçă асапĕсене тÿссе ирттернĕ, тылра çĕнтерÿ туптанă хĕрсенчен пĕри пулнă. Хĕвел тухса анса лариччен ĕçленĕ, курăк, шăннă çĕрулми çисе пурăннă. Хĕллехи вăрăм каçсенче фронта валли алсиш, нуски çыхнă, çĕрулми типĕтнĕ. Çĕнтерÿ валли мĕнпурне те тунă.
Анчах инкек сиксе тухнă: Федора Петровнан амăшĕ суккăрланнă, пĕччен пурăнма пултарайман. Яла таврăнма шут тытнă. Виçĕ ачапа хунямăшĕн çуртне пурăнма куçнă.
Колхозра ăна тÿрех ЗИС-5 машина шанса панă. Йăрă, ĕçчен, вăтам пÿллĕ, вăл пур çĕрте те ĕлкĕрнĕ. Ăçта йывăр, ăна çавăнта янă. Пушар дружининче те ĕçленĕ. Пĕррехинче колхоза Уфаран списать тунă автокран илсе килнĕ. Андрей Ефтеевич ăна юсама пултарнă, хуçалăхра унпа вăрахчен усă курнă.
Вăл тата пултаруллă çын пулнă. Çурт туса лартнă, ялта пуçласа хапхине тата чÿрече хупписене кăткăс эрешсемпе илемлетнĕ, скважина чавнă, кухнине шыв кĕртнĕ. Унăн пĕтĕм çурт-йĕрĕ тирпейлĕ пулнă, нумай çыншăн тĕслĕх пулса тăнă.
Çар медалĕсем çумне ĕçшĕн наградăсем те хушăннă. Ăна „Красная Башкирия” колхозăн тава тивĕçлĕ колхозникĕ ят панă.
Андрей Ефтеевичпа Федора Петровна çичĕ ача çуратса ÿстернĕ. Вĕсем пурте пурнăçра вырăн тупнă. Аслă Отечественнăй вăрçă салтакĕ хисепе тивĕçлĕ пурăннă, хăйĕн хыççăн тивĕçлĕ ăру хăварнă.
Э. АРХИПОВА.

Çĕнĕ Федоровка ялĕ.
Читайте нас: