Григорьев Василий Андреевич 1912 çулта Меселпуç ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Унăн ашшĕ Григорьев Андрей 1904-1905 çулсенче вырăс-япун вăрçинче пулнă. 1937 çулта Ваççука çар хĕсметне илнĕ. Вăл Корея пымакĕнче (перешеек) пограничникра службăра тăнă чухне 1939 çулхи май уйăхĕнче япун самурайĕсем Совет çĕршывĕн чик¬кине тапăнса кĕнĕ. Пирĕн ентеш 12 кун çак çапăçусенче япун салтакĕсемпе кĕрешнĕ.
Кайран ăна Совет Союзĕпе Финлянди чиккине куçарнă. Кунта та пограничникра службăра тăнă. Малтан финсемпе питĕ туслă пурăннă, сигаретсем те улăштарса туртнă. Финн вăрçи пуçлансан (1939 çулхи ноябрьтен пуçласа 1940 çулхи март уйăхĕччен) Маннергейм лини енчи тĕп çул-йĕрĕнчи çапăçусенче пулать. Разведчиксен взвод командирĕн çумĕ пулса темиçе хут фронт линийĕ урлă каçать.
Пĕррехинче разведка кайсан çырма урлă пăр çийĕпе каçса финсен штабне аркатса тăкса, хаклă документсем илсе килнĕ. Разведка кайнă чухне вĕсем виççĕн пулнă: Василий Андреевич тата Асавпуç чăвашĕсем иккĕн. Анчах та пирĕн ентеш документсене пĕчченех илсе килсе çитернĕ, юлташĕсем пуç хунă. Çак паттăрлăхшăн ăна Верховнăй Совет Президиумĕн 1940 çулхи апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчи указĕпе „Хăюлăхшăн” медаль памалла тунă.
1940 çулхи мартăн 12-мĕшĕнче В.А. Григорьева разведкăран таврăннă чух финн снайперĕ персе амантнă. Госпитальте сывалса тухнă хыççăн 1941 çулхи март уйăхĕнче ăна Кремльте М.И. Калинин тивĕçлĕ медальпе наградăланă. Ку вăл Пушкăрт республикинчи салтаксене панă пĕрремĕш медаль пулнă.
Финн вăрçинчен таврăнсан Шланлăри МТСра бригадир пулса ĕçлеме пуçлать. 1941 çулта бригадир çумĕ пулса ĕçленĕ чухне вăл вăрçă пуçланни çинчен пĕлет. Ку июнĕн 22-мĕш кунĕ пулнă. Çав çул июлĕн 5-мĕшĕнче Меселпуç ял Советĕнчен 96 çынна мобилизаципе вăрçа илнĕ. Ноябрь уйăхĕччен вăл Алкино лагерĕнче 27-мĕш полкăн взвод командирĕ пулнă. Унта вăрçă ĕçне 12 çынна вĕрентсе вăрçа ăсатса тата 12 çынна йышăнса тата вĕрентнĕ. 1941 çулхи ноябрь уйăхĕнче Ваçилине тата 17 салтака Уфана ултă уйăхлăх çар курсне лейтенанта вĕренме янă, анчах унта вĕренсе пĕтереймен.
1942 çулхи март уйăхĕнче Сталин приказĕпе курсантсене фронта ăсатнă. Малалла вăл 1-мĕш Украина фронтĕнче Хĕрлĕ ялавлă Ленин орденлă Богдан Хмельницкий ячĕллĕ 205-мĕш полкра Киева илессишĕн пынă çапăçусене хутшăнать. Пирĕн ентеш асаилĕвĕсенчен: „Мана Киева илнисем аса килеççĕ. Хулана илме эпир ноябрĕн 3-мĕшĕнче çапăçу пуçларăмăр. Манăн ушкăнра 380 салтакчĕ, атака хыççăн 12 салтак тăрса юлчĕ. Ыттисене çапăçу хирĕнче çухатрăмăр. Тăшман питĕ вăйлă хирĕç тăчĕ, контратакăсене кайрĕ, пирĕн флангсене вĕçĕмсĕр танксен чаçĕсене атака ячĕ, начар вырăнсене шырарĕ, пирĕн чаçсене хĕскĕчче илмешкĕн тăрăшрĕ. Мĕнле тăрăшсан та тапăнса пыракан пирĕн паттăр совет салтакĕсене фашист тытса чараймарĕ. 1943 çулхи ноябрĕн 6-мĕшĕнче иккĕмĕш наступление кайсан Киева ярса илтĕмĕр. Малалла эпĕ çапăçусемпе Винница, Каменецк-Подольск, Сирет (Румыни), Клиж, Бар хулисем витĕр тухрăм. Бар хули патĕнче мана кăкăртан амантрĕç.
Сакăр уйăх Киевра госпитальте выртнă хыççăн мана Кавказа, Кировобад хулине, сывалса çитме ячĕç. 1944 çулта мана, иккĕмĕш группăри инвалида, киле ячĕç. Манăн сулахай алă ĕçлеместчĕ. Ялта колхоз председательне уйăрса лартрĕç. Питĕ йывăрччĕ ĕçлеме: лашасем çитмеççĕ, вăйпитти арçынсем пурте вăрçăра. Вăрçă пĕтсен 1945-49 çулсенче председатель çумĕ пултăм, 1949-55 çулсенче - ревком председателĕ”.
Малалла Ваçук пичче тимĕрçĕре те, 60-мĕш çулсенче суту-илÿ ĕçĕнче те ĕçленĕ. Тăван çĕршыв вăрçă ветеранне Василий Андреевича инвалидлăхпа пенси илме ирĕк парсан, вăл пенси валли документсем туса та паман. „Мана юнлă укçа кирлĕ мар”, - тенĕ. Çапла вăл инвалидлăхпа пĕр уйăхшăн та пенси илсе курман. Вăрах та мар чирлесе выртнă хыççăн 1974-мĕш çул Ваççук пичче вилсе каять. Унăн ашшĕ те 1904-05 çулсенче япун вăрçинче, хăй те 1939 çулта Халхин-Гол çырми патĕнче япун милитарисчĕсене хирĕç çапăçнă пирки ăна ялта ĕмĕр тăршшĕпех „Япун Ваççукĕ” тенĕ. Çак ят вара унăн ачисене те куçнă: вĕсене пурне те „Япун Кинки”, „Япун Шурки”, „Япун Юрки”, „Япун Хĕвечи”, „Яппун Мишши” тата хĕрне те „Япун Юли” тетчĕç. Вĕсем паянхи кунччен çак мухтавлă ята тивĕçлĕн илсе пыраççĕ.