Пур хыпар та

Паллă мар салтаксен ячĕсене тавăрĕç

Пĕтĕм Российăри халăх фрончĕ (ОНФ) аургазăсене Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче çухалнă çывăх çыннисене шырама пулăшĕ.

Аслă Отечественнăй вăрçă Российăри кашни çемьене килсе çапнă, шел пулин те, пирĕн ентешсенчен нумайăшĕ фронта кайса çапăçу хирĕсенчен таврăнман хăйсен тăванĕсен шăписем çинчен халĕ те нимĕн те пĕлмест.
Мĕнпур регионсенчи шыравçăсем патне пĕтĕм çĕршывран тата чикĕ леш енчен те çынсем çыраççĕ, вĕсем хăйсен тăван çынни ăçта вилнине, ăна ăçта пытарнине пĕлесшĕн, унăн çар çулне çĕнетесшĕн.
Пĕтĕм Российăри „Салтак шăпи” проект йĕркипе ОНФ регион уйрăмĕ Пушкăртстан Республикинче вăхăтлăха обществăлла приемнăй йĕркеленĕ, ун урлă регионта пурăнакан çынсем Аслă Отечественнăй вăрçă фрончĕсенче çухалнă хăйсен тăванĕсене шырама заявка пама пултараççĕ.
Сире 10.00 сехетрен пуçласа 17.00 сехетчен çак адреспа кĕтетпĕр: Уфа хули, Киров урамĕ, 1, 139-мĕш офис е заявкăна [email protected] электронлă почтăпа ярса парăр.
И. ЗАГИДУЛЛИНА.
Читайте нас: