Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Георгий хăйăвĕ

Георгий хăйăвĕн хура-сарă тĕсĕсен тата ăна паян валеçнин пĕлтерĕшĕ мĕнре?

Юлашки çулсенче Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн хура-сарă йăрăмлă хăюсене – Георгий лентисене – салатасси йăлана кĕнĕ. Çавна май Георгий Победоносецçинчен, унăн ячĕпе хисепленекен хĕресе (ордена) хăш çулсенче тата кам хушнипе çирĕплетнĕ? Хĕрес хăйăвĕн хура-сарă тĕсĕсен тата ăна паян валеçнин пĕлтерĕшĕ мĕнре?
„Георгий хăйăвĕ” акци 2005 çулта пуçланнă. Мероприятие „РИА Новости” ĕçченĕ Наталья Лосева шухăшласа кăларнă. Ун чухне массăллă информаци хатĕрĕсем Гварди хăйăвне „Георгий” ят панă. Георгий хăйăвне Çĕнтерÿ кунĕ умĕн тĕнчери нумай çĕршывра тÿлевсĕр параççĕ. Ăна çакса çÿрени çын Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи аслашшĕсемпе кукашшĕсен паттăр ĕçĕсемпе мухтаннине пĕлтерет.
Çветтуй Георгий Победоносец орденне 1796 çулта Кĕтерне патша хушăвĕпе çирĕплетнĕ. Унăн тытăмĕнче хальхи вăхăтрине аса илтерекен хăю та пулнă. Орденпа вăрçă вăхăтĕнчи паттăр ĕçсемшĕн чысланă. Вăл çар награди шутланнă. Георгий хăйăвĕн хура-хĕрлĕрех сарă тĕсĕ Российăра паттăрлăх тата мухтав палли пулса тăнă.

Çулсерен ноябрĕн 26-мĕшĕнче Георгий хĕресĕн кавалерĕсен кунне паллă тунă. Тĕп уяв II Екатерина вăхăтĕнчен пуçласа Хĕллехи керменте (Зимний дворец) иртнĕ. Юлашки хут орден уявне 1916 çулта палăртнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче вырăс çарĕн йăли-йĕркине тĕпе хурса 1943 çулхи ноябрĕн 8-мĕшĕнче виçĕ степеньлĕ Мухтав орденне çирĕплетнĕ. Унăн статусĕ Георгий хĕресне çывăх тăнă. Каярахпа Георгий хăйăвĕпе ытти медальпе значока илемлетме пуçланă. Унтан СССРта Çветтуй Георгий Победоносец орденăн хăйăвне аса илтерекен Гварди хăйăвĕ тухнă. Унпа салтаксене Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн чысланă. Çак хăюпа Мухтав орденĕн колодкине сăрнă. 1992 çулхи мартăн 2-мĕшĕнче РСФСР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Указĕпе Георгий орденне тата Георгий хĕресне чĕртсе тăратма йышăннă.
Çĕнтерÿ кунĕ умĕн валеçекен Георгий хăйăвне Гварди хăйăвĕ тесен тĕрĕсрех-тĕр, мĕншĕн тесен вăл хĕрлĕрех сарă тĕслĕ. Хура тата ылтăн тĕссем, Çветтуй Георгий орденĕн хăйăвĕн тĕсĕсем Россия Геральдикинче Георгий Победоносец патне çывăха та пымаççĕ. Мускавăн авалхи гербĕ çинче ăна, кăвак плащ тăхăннăскере, шурă лаша утланнăскере хĕрлĕ уйра сăнланă. Россия триколорĕ ĕнтĕ шăпах Çветтуй Георгийĕн Геральдика тĕсĕсем. Паянхи хăю хура тата хĕрлĕ сарă тĕслĕ. Хĕрлĕ сарă тĕс – вут-çулăм, хура – тĕтĕм паллисем. Икĕ çак тĕс пĕрле çарти паттăрлăха тата мухтава пĕлтерет.
Массăллă информаци хатĕрĕсен материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: