Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

ВУТЛĂ ПĔКĔРЕ Е 54 КУН ВУТ-ÇУЛĂМ АЙĔНЧЕ (Вĕçĕ).

А. Федоровăн Курск патĕнчи çапăçу çинчен асаилĕвĕсем (Вĕçĕ).

Кашни ир, çурăм хыçне термос çакса, эпĕ ирхи апат илме Крутой Лога пирĕн оборонщиксем таптаса такăрлатнă сукмакпа васкаттăмччĕ. Плацдармра эпир 12 çынччĕ. Çавăнпа манăн çăк пысăк та мар: çурăм хыçĕнче термос, сулахай алăра сумка, унта сахăр, çăкăр, хăшпĕр чухне Америкăра тунă сысна тушенкиллĕ консерв банки те пулатчĕ, сылтăм алăра - автомат. Пилĕкри пиçиххи çинче - пĕр-икĕ Ф-1 граната.
Виçĕ километр çывăх хушă, çавăнпа каялла чупнă пекех пыратăн. Лайăх курăнма пуçличчен траншейăна чăмас пулать, вăл пĕр виççĕр метр тăсăлса выртать, унтан чăнкă çыранран сылтăмалла пăрăнса каçмалли вырăна тÿрĕ анать. Çак ăшăх вырăнта тарăнăшĕ 30-40 сантиметртан иртмест. Çу каçипе Донец хытă ăшăхланнă.
Каçхине вара тĕттĕм вăхăтра эпĕ каçхи апат илме каяттăмччĕ. Мĕнле-тĕр пĕррехинче каçхине çĕнĕ капитан пирĕн плацдармпа паллашас тесе Донецăн сылтăм çыранне каçса курма шутланă. Хÿтлĕх вырăнтан тухнă та тÿрленсе тăрса кĕпер патнелле утнă, унăн варрине çитсен ăна нимĕçсен снайперĕ персе лектернĕ. Тĕттĕм пуласса кĕтмесĕр Суров икĕ салтака офицер ÿтне илсе тухса командирсен пунктне леçме приказ пачĕ. Анчах та икĕ салтака та капитанăнни пекех шăпа тиврĕ. Халĕ ĕнтĕ капитанăн романтикăллă ĕçĕн айăпне пула вилнĕ виçĕ салтака илсе тухмаллаччĕ. Чĕрĕ юлас тесен, тăрса çÿреме мар, пластунла шума тиветчĕ. Тепĕр ушкăнĕ урăхларах турĕ: кĕпер патне пилĕк таран шывра пычĕ, вилнисен ÿчĕсене те çырана çав çулпах илсе тухрĕ.
Пирĕн окопсем сылтăм çыранран 10-15 метрта, вăйлă ÿснĕ курăксен чăтлăхĕнче вырнаçнă. Эпĕ Сакимназаровпа юнашар окопа йышăнтăм. Вăл хăй Казахстанранччĕ. Унăн сарлака шăмăллă пичĕ çинче яланлăхах вырнаçнă ырăлăха çырса хунăнах туйăнатчĕ. Вăл манран вунă çул аслă, суту-илÿре ĕçленĕ. Вăтам пÿрен лутрарах, кирлĕ чухне - пите правур, йăрă. Çапăçусенче кăтартнă паттăрлăхшăн ăна тăватă çар орденĕпе наградăланă... Унăннипе манăн окопсем хушшинче пĕр метр çурă çеçчĕ. Начар мар пытантăмăр пек ĕнтĕ - тăшманăн куçне курăнмастпăр. Анчах вăл çапла пулманнине ăнланаттăмăрччĕ. Эпир вырнаçнă çырана фашистсем куç илмесĕр сăнаççĕ пулĕ, нимĕнле активлăх кăтартмасан та. Çакна тепĕр хут курса ĕнентĕмĕр. Пирĕн ачасенчен тахăшĕ пĕшкĕнсе чăтлăх витĕр курăк тăррисене силлентерсе хăйĕн окопĕнчен кăшт аяккарах кайнă кăна, манăн тата взводнăйăн окопĕсем хушшине тăшман мини килсе сирпĕнчĕ те эпир шыв ярса лартнă витре взрывпа çÿлелле çĕкленчĕ, унтан кĕçĕн лейтенантăн пуçĕ çине персе анчĕ. Лайăх-ха вăл каскăпаччĕ.
- Пăх-ха, Федоров, асăрхарĕç, - хуллен чĕнчĕ вăл. - Эсĕ ура çине тăмарăн-и?
- Шутламан та.
Пирĕн задача çăмăлах мар: хамăр кунта пуррине систерме юрамасть, тăшман чакма пуçласан, ăна хăваламалла. Çав кунах çĕрле мĕн-тĕр е кам-тăр шавлăн шыва шаплатрĕ. Эпир хăвăрт çыран патне пытăмăр. Тĕттĕмре шыв çине тинкерсе пăхса шыратпăр, анчах нимĕн те тупмарăмăр, шыв пĕр виçеллĕн шăнкăртатса юхнине çеç илтрĕмĕр. Çав вăхăтра нимĕç пулеметран персе илчĕ. Пульăсем манăн автоматăн прикладне лексе çурчĕç, телогрейкăн сылтăм çаннине çурчĕç, хама нимĕн те пулмарĕ.
- Эсĕ, Александр, кĕпепе çуралнă, миçемĕш хут ĕнтĕ аманмасăр юлатăн, - çурма сасăпа калать Сакимназаров. - Кам-тăр саншăн Турра кĕлтăвать. Аннÿ, ахăртнех. Ыран тыла кайăн, автомата улăштарăн.
Тепĕр кун маншăн инкексемсĕр иртет. Тылра пултăм, рота старшини патĕнче автомата улăштартăм. Каçпа каçхи апат илсе таврăнтăм, çул çинче мана КПна чĕнсе илчĕç, унта раципе Мускава итлетчĕç. Тĕп хула августăн 5-мĕшĕнче Орел тата Белгород хулисене ирĕке кăларнă çарсене чысласа салют парать. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пынă вăхăтра пĕрремĕш артиллери салючĕ пулчĕ.
Хамăрăн ачасем патне çитрĕм, вĕсене каçхи апат парса, Орел тата Белгород хулисене ирĕке кăларни çинчен каласа патăм. Тата Мускаври салют çинчен.
- Апла пулсан, нимĕçсем çĕрле кунтан каяççĕ, халех ĕнтĕ малти линие хăварма ĕлкĕрмен пулсан, - шухăшлать Сакимназаров. - Сыхă пулăпăр.
Тăшманăн малти линийĕнче çĕрле çын чĕрене çурасла кăшкăрнине илтсе, çÿçенсе илетĕп. Питĕ çывăхра. Эпир пенине те илтмерĕмĕр. Те пирĕн разведчиксем çĕçĕ-хĕçпе тăшмана пырса чикрĕç, те таçтан вĕçсе килнĕ пуля ăна вилмеллех амантрĕ, тен, пирĕн тыткăна лекнĕ мĕскĕне фашистсем вĕлерчĕç.
Вилмелле аманнă салтак, пирĕн е нимĕçсен пулсан та, кăшкăрнине е йынăшнине илтсен, кашнинчех çÿçенсе илетĕн. Çавсене ниепле те хăнăхма çук. Çавăн пек тĕслĕхсенче çемçе кăмăллă пулма юрамасть, яланах хăвăрт вăйсăрлăха çĕнме тăрăшмалла. Хăранине парăнмалла мар. Ĕлĕк çапла калатчĕç: вутра пулнă салтакшăн вунă çĕнĕ салтак параççĕ. Хăшпĕр салтаксем хăйсене паян вĕлереççех тесе каланисене те илтнĕ эпĕ. Нумай чухне çапла пулатчĕ те: вилĕм хăйне шыракана тупатчĕ.
Таçта эпĕ вăрçăра вилĕм закон йĕркипе пулать, чĕрĕ юласси - ăнсăртлăх тесе çырнине вуланăччĕ. Эпĕ çакăн пек шухăшпа килĕшместĕп. Салтакăн пурнăçĕ чи малтан командир вăрçă ĕçĕсене питĕ ăста ертсе пыма пĕлнинчен, чи кирли вара - унра полководец пултарулăхĕ пурринчен килет тейĕттĕмччĕ эпĕ. Хăвăн та тăхлан салтак анчах пулмалла мар.
Сакимназаров каланисем пурте пурнăçланчĕç: çур çĕр иртсен, тăшман оборонинче мĕн-тĕр пулса иртрĕ: хуллен калаçнисем, мĕнле-тĕр шăв-шав. Унтан пурте шăпланчĕ.
- Нимĕçсем кайрĕç, - çирĕплетрĕ кĕçĕн лейтенант.
Анчах çĕрлехи тĕттĕмре вĕсене мĕнле хăваламалла-ха? Унсăр пуçне, малти линие, ахăртнех, минăсем лартнă. Ирпе рота командирĕ Суров пирĕн пата хăйĕн «свитипе» килчĕ.
- Шыв юхăмĕпе кунтан çур километр аяларах саперсем минăсенчен тасатса иртме çул уçнă.. Халĕ апатланатпăр та пурте унта кайăпăр.
...Умлăн-хыçлăн пыратпăр. Минăсенчен тасатнă вырăна шалçасем çине çапнă табличкăсемпе палăртнă. Чăнкă ту айккипе хăпарса тÿрем сăртлăха тухрăмăр, унта йывăçсемпе хупланă «тигр» танк ларать. Унăн малти брони çинче 76 миллиметрлă снаряд шăтарнă шăтăк курăнса тăрать. Танк çумĕнче пуç шăммисем çурăлнă икĕ вилĕ хĕрлĕ армееец выртать. Вĕсене пуçĕсенчен çурăлакан дум-дум пульăсемпе пенĕ. Фашистсем хăйсен аллине лекнĕ çамрăк боецсене тискеррĕн вĕлернĕ. Нумай пулмасть вĕлернĕ, вĕсен пичĕсен тĕсĕ те улшăнса ĕлкĕрмен-ха.
Автоматсене хатĕр тытса, малалла утатпăр. Ытла та тикĕс мар вырăн: сăртсем, тип варсем-çырмасем, пысăк мар вăрмансем. Акă, иллюстрациленĕ листовкăсем тупатпăр. Кусем ĕнтĕ пирĕн, тăван листовкăсем. Вĕсенчен пĕринче - Сталинградра тыткăна илнĕ нимĕç генералĕсем, теприн çинче - тыткăнри нимĕç салтакĕсем совет лагерĕсенче. Тексчĕсем, паллă ĕнтĕ, нимĕçле. Самолет пăрахнă çăкăр буханкисем тупатпăр, вĕсене темиçе сийпе - пергаментпа, хутпа, целлофанпа - чĕркенĕ, 1933-1934 çулсенче пĕçерсе кăларнă. Датăна кашни буханка çинче табличкăпа кăтартнă. Гитлер влаçа килсен, Германи васкавлăн вăрçа хатĕрленме тытăннă.
Оккупантсене йĕрлеме пуçланăранпа виççĕмĕш кунхине ирпе ирех пысăк мар Быково ялне пырса кĕретпĕр. Кунта пире кăшт канма ирĕк пачĕç.
Малалла темскерле йĕркесĕр куçма пуçларăмăр. Кунпа çĕр пăтрашăнса кайрĕ: çĕрле тăшманпа тытăçма хатĕрленсе куç хупмастпăр, кăнтăрла та канмастпăр. Е тапăнакансен иккĕмĕш эшелонĕнче пулса тухатпăр, е - пĕрремĕшĕнче. Çакăн пекки те пулать: сасартăк пачах пĕлмен часть тапăнса пыракан тăрăха килсе тухатпăр. Эпĕ çакă пирĕн командирсем теори енĕпе начар хатĕрленнинчен тата пĕлменнинчен пулса иртет пулĕ тесе шутларăм. Вĕсем хушшинче топографи карттине вулама, ун тăрăх вырăнта çул тупма пĕлменнисем те пурччĕ.
Хальхинче аслă лейтенант Суров мана çапăçу шавĕ илтĕнекен вырăнта пирĕн умра мĕнле чаçсем пулнине, унта мĕн пулса иртнине пĕлме хушать. Паллă ĕнтĕ, унта артхатĕрленÿ пырать. Эпĕ сăрт урлă каçрăм та уçланка анма пуçларăм. Аялтан кăна «Ил-2» штурмовиксен эскадрилйи вĕçсе иртрĕ, çав вăхăтрах хыçран «Катюшăсем» залп пачĕç. Пуç çийĕн реактивлă снарядсем шăхăрса вĕçрĕç. Сасартăк «Илсенчен» пĕри сăмсине çÿлелле тăратрĕ те, çаврăнса çĕр çине ÿкрĕ. Вăйлă взрыв пулчĕ. Мана ăна «Катюшăн» реактивлă снарячĕ лекнĕн туйăнчĕ.
Малта кам иккенне эпĕ пĕлместĕп-ха, вĕсем патĕнче тăшманăн оборонине артиллери, «Катюшăсем» тата штурмовиксем аркатаççĕ. Пирĕн вара, атакăна миçе хутчен кайрăмăр, çавăн пек пулăшу пĕрре те пулмарĕ. Мĕн пулса иртет пирĕн полкпа? Камăн усал ирĕкĕпе? Ыйтусем нумай, хуравĕсем çук.
Сапаланса выртакан хутсене курса, пĕр минута чарăнатăп. Вĕсем - нимĕç салтакĕсен открыткисем, çырăвĕсем тата сăнÿкерчĕкĕсем. Чăштăртатса шăхăрнине илтсе, çĕр çине тăсăлса выртрăм. Çав самантра çурăлнă сасă янраса кайрĕ. Ку мина пулма тивĕçлĕ. Вăл манран икĕ утăмра ÿкрĕ, çурăлнă чухне манран тепĕр еннелле ванчăкĕсем çĕре вăйлă чĕртерсе сирпĕннĕ.
Халĕ те аялалла анса пырса, сылтăмра хăмăшпа хупланнă те кÿлĕ, те шурлăх куртăм, унта минометчиксем пытанма пултарнă. Тапăнса пыракан подразделенисем ытлашши вăй хумасăрах тăшманăн оборонине татрĕç, ăна хăвалама пуçларĕç. Пĕр вырăнта боецсен ушкăнĕ чарăнса тăнă, эпĕ вĕсем патне пытăм. Унта çакна куртăм: старшина званиллĕ хĕр-санинструктор хăраса çухалса кайнă шурă çÿçлĕ çамрăк нимĕç салтакĕ умĕнче пистолетпа сулкаласа тăрать. Унăн кĕсйисене ухтарса, докуменчĕсене туртса кăларчĕ, кăкăр кĕсйинчен - хутпа чĕркенĕ презерватив.
- Ах, эсĕ, вилеймен фашист! Пирĕн хĕрсене мăшкăллатăн! Персе вĕлеретĕп!
Тарăхнипе урса кайрĕ те ăна питĕнчен çапса ячĕ. Нимĕç тайăлсах кайрĕ.
Çак çывăракан салтака пирĕннисем çÿллĕ курăк ăшĕнче тупнă, çапăçу шавĕ те вăратман ăна. Эпĕ унпа урăх интересленсе тăмарăм, манăн батальона таврăнмаллаччĕ. Эпĕ Сурова 111-мĕш гварди стрелковăй дивизин чаçĕсем Мускава каякан шоссе тăрăх Харьков çине тапăнса пыни, пĕчĕк ял Васильевка ятлă пулни çинчен пĕлтертĕм.
Малалла куçса, эпир урăх еннелле кайрăмăр - тинех йĕркеленсе çитрĕмĕр. Çĕрле тăратпăр, хутран-ситрен кăшт тĕлĕрсе илетĕн. Кăшт лăпкăрах вăхăтра сайра-хутра пирĕн пата политработниксем килсе тухаççĕ. Çав кунхине ирпе пирĕн пата палламан лейтенант килчĕ, вăл полк комсоргĕ, терĕç. Унăн аллинче хут пурччĕ. Ун çине пăха-пăха вăл тăватă боецăн, вăл шутра манăн, хушамачĕсене, ячĕсене, ашшĕ ячĕсене каларĕ. Пире строя тăратрĕç те, комсорг пире тăватсăмăра «Хăюлăхшăн» медальпе наградăлани çинчен пĕлтерчĕ. Анчах ун чухне те, кайран та эпир çав медальсене илеймерĕмĕр.
Манăн каллех малалла кайса пирĕн умра камсем, пирĕн кÿршĕсем камсем пулнине, вĕсем хăш еннелле тапăнса пынине пĕлмелле. Суров мана карттă парать, хăй заданине лайăх пĕлмест. Харькова çитме инçе те юлман. Мансăр пуçне, пĕччен пыракансем тата пур. Ман умра икĕ çамрăк лейтенант пыратчĕç. Такама тытса чарчĕç, чарăнчĕç. Эпĕ вĕсем патне пыратăп. Тытса чарнă çын власовец пулса тухрĕ. Вăйпитти арçын, самăр питлĕ, вăл оккупацире асапланманни тÿрех курăнать, ахăртнех, полицай пулнă. Ун çинче нимĕç форми. Ăна юрăхлă обмундировани тупайман курăнать. Тумтирне вăл хăйĕн çине резина пек туртса тăхăннă: шăлавар пĕççи чĕркуççирен кăшт аяларах, çаннисем чавса таран. Пырса тăракан çар çыннисем пурте вăрçаççĕ, кулаççĕ, тахăшĕ тапать, хăшĕ çупса ярать. Власовец тÿрре тухма тăрăшать.
- Мана власовецсем вăйпа илсе кайрĕç, акă, майлă самант тупса, эпĕ вĕсенчен тартăм.
- Халĕ ăçта каятăн?
- Киле.
Чышкăласа илсе, ăна ячĕç, эпĕ малалла утрăм...
Ротăна кашни кун тенĕ пек 3-4-шар çын хутшăнать - пополнени параççĕ. Çав кунхине ентеш тутар килсе хутшăнчĕ, хăш районтан иккенне астумастăп. Пăхма ача кăна, хăй авлантăм тетчĕ, ăна çара илсен, вăл Уфари запасри полкра тăнă чухне арăмĕ ывăл çуратнă. Вăл çуралнă ывăлне курман - фронта ăсаннă.
Тата Çĕпĕртен килнĕ вăтам пÿллĕ, тĕреклĕ каччă, тайгари профессиллĕ сунарçă Щекин асра юлнă. Вăл кунта та сунара çуретчĕ... тăшман салтакĕсемпе офицерĕсем хыççăн.
Тăшман вăйлă хирĕç тăмастчĕ-ха. Анчах перкелешсе илнисем, пысăк мар тытăçусем пулсах тăратчĕç, икĕ ен те салтаксене çухататпăр.
Фронтри почта йĕркеллĕ ĕçлетчĕ, çырусем ытла вăрах килместчĕç, анчах аттепе пиччерен хыпарсем çукчĕ. Чĕрĕ-и, сывă-и вĕсем? Ăçта çапăçаççĕ, мĕнле фронтсенче? Эпĕ вĕсем çинчен нимĕн те пĕлместĕмччĕ.
Харьков патне эпир çурçĕр енчен пыратпăр. Русские Тишки тата Циркуны ялĕсем хыçа юлчĕç, мĕнле-тĕр тÿпем урлă каçсан, пирĕн ума хула панорами тухса тăчĕ. Анчах малалла кайма юрамасть: тăшман танксене чармалли ур (ров) хыçĕнче çĕнĕ оборона чикки йышăннă, унта пĕр вырăнта анчах 10 метр сарлакăш иртмелли хушă хăварнă. Эпир çавăнтан ур хыçне иртрĕмĕр те нимĕçсене хирĕç пурĕ 70 метрта оборона йышăнтăмăр. Пирĕнпе тăшман хушшинче вăрăм туналлă, йывăр шерепеллĕ вир уйĕччĕ. Тĕксĕм симĕс уй çилпе чÿхенсе ларать.
Тăшман пекех эпир те танксене чармалли урпа перпендикулярлă окопсем чавса выртрăмăр, çав хушăра хăрушă кÿрше сăнама пăрахмарăмăр. Яланхи пекех, Сакимназаровпа эпĕ окопсене юнашар чаврăмăр. Рота командирĕпе çыхăнма эпĕ чупатăп. Хăйĕн КПне вăл пиртен çур километрта тунă. Тăшман, ахăртнех, пире психологилле витĕм кÿме шутланă: иртсе çÿрекен вырăнта совет салтакĕн обмотка сырса ботинка тăхăннă урисем выртаççĕ, вĕсем, куран, снаряд сирпĕннипе кевтинчен татăлнă.
Эпĕ тĕлĕнеттĕмччĕ, мĕншĕн кунта оборона йышăннă эпир: пиртен сылтăм енче те, сулахай енче те тăшман çук, пирĕн умра пысăк мар заслон. Тавраран çаврăнса кайса унăн тылне тухма, фронтран тата тылран тапăнса, ăна тĕп тума е тыткăна парăнтарма пулатчĕ.
Халлĕхе Çĕпĕр çынни Щекин нимĕçсем хыççăн пĕччен сунарта çуретчĕ. Таçтан вăрăм йывăç авăрлă гранатăсем çĕклемĕпе йăтса килнĕ те, ур тĕпĕнчен нимĕçсен сылтăм флангне тавра çаврăнса тухрĕ, гранатăсене тăшманăн окопĕсене ывăтать. Шел, унăн снайпер винтовки çукчĕ. Тăшманăн снайпер пур. Пĕррехинче Суров патне КПна политработник, батальонăн е полкăн, тĕрĕс пĕлместĕп, парторгĕ килнĕ те ура çине тăрса пирĕн оборонăна пăхса çаврăнма хăтланнă. Çакă уншăн ытла хакла ларнă. Снайпер пульли унăн пуçне пырса лекнĕ. Эпĕ ăна вилсен куртăм. Лейтенант Пушкăртран тесе каларĕç мана.
Харьковра çак кунсенче взрывсем чарăнмасăр кĕрлерĕç. Хуларан тухса кайма хатĕрленсе, нимĕçсем промышленность объекчĕсене, обществăлла çуртсене, культура палăкĕсене сирпĕтрĕç. Пирĕн хушăра хулана начар мар пĕлекен çынсем пурччĕ. Каллех взрыв кĕрлесе илчĕ.
- Авиаци заводне сирпĕтрĕç, - илтетпĕр пĕлекенрен.
- Халĕ трактор заводне сирпĕтрĕç...
Çав ишĕлчĕксене эпир хамăр куçпа куратпăр.
* * *
Рота командирĕ Суров Сакимназаров кĕçĕн лейтенанта чĕнсе нимĕçсене атакăлама приказ пачĕ. Суров хăй, яланхи пекех, айккинчен сăнакан пулса юлчĕ. Гранатăсене, автоматсене хатĕр тытса сассăр кайрăмăр - кĕтменлĕх кирлĕ. Тăшмана артиллери вучĕпе никам та путарма шутламасть те, çавна шанмалли те çук. Унчченхи пекех, окопсене гранатăсем ывăтрăмăр та пеме тытăнтăмăр. Анчах тăшман тăна кĕчĕ те хирĕç пеме пуçларĕ. Эпир выртрăмăр. Тăшманăн позицийĕ лайăхрахчĕ - вăл хÿтлĕхрен перет, эпир вара нимĕнпе те хÿтĕленмен. Каялла шуса чакрăмăр.
Питĕ шел те, Сакимназаровăн сулахай аллине амантрĕç. Вăл хăй çапла каласа пачĕ: нимĕçсем пеме пуçласан, вăл ура çинченех пенĕ-ха, çав вăхăтра тăшман салтакĕсенчен пĕри ăна кăкăрĕнчен тĕллесе тăнине курнă. Персе яриччен, офицер нимĕç еннелле аякĕпе çаврăнса каялла сулăнма ĕлкĕрнĕ, пуля пурпĕрех хулпуççи мыщци витĕр тухнă.
- Санчаçе каятăп, тен, вăрçă хирĕнчи госпитале ăсатĕç, вăрах тытмĕç - унтан каллех малти линине.
Унсăр ротăра темскер пушă пулса тăчĕ, халĕ пирĕн хушăра пĕр офицер та çук, Суров вара пирĕншĕн ют.
Атте пулма ĕлкĕрнĕ, анчах хăйĕн тăван ывăлне курман каччă вилчĕ. Чекмагуш районĕнчен Михайлов ураран аманчĕ.
Çапăçусем ĕнтĕ мĕнпур енсенчен Харьков çинелле пыраççĕ. Артиллери канонадин вĕçĕмсĕр кĕрлевĕ тата авиабомбăсем кĕрĕслетсе çурăлнă сасăсем, «Катюшăсен», «Ил-2» штурмовиксен залпĕсем çĕре чĕтретеççĕ. Çав штурм сĕм тĕттĕмччен пырать. Августăн 22-мĕшĕнчен 23-мĕшне çĕрле хула урамĕсенче çапăçусем пычĕç, вăйлă сирпĕннисем илтĕнчĕç, пушарсем алхасрĕç. Эпир пĕтĕмлетÿ тăватпăр: çĕрле, чакакансене хÿтĕлеме пысăк мар заслонсем тăратса, тăшман хуларан тухса каять.
Çур çĕр иртсен нимĕçсем кайрĕç. Çутăласпа эпир вĕсен оборонине тĕрĕслерĕмĕр, нимĕн шиклентерекенни те курмарăмăр. Августăн 23-мĕшĕнче ирпе Суров пирĕн пата килчĕ.
- Полк командирĕ шăнкăравларĕ. Нимĕçсем Харьковран каяççĕ, пире те хулана оккупантсенчен тасатнă çĕре хутшăнма приказ пачĕç, - терĕ вăл.
Сых ятне автомат черечĕсемпе нимĕçсем засадăра юлмарĕç-ши тесе тĕрĕслерĕмĕр. Эпир çирĕм çынран ытла марччĕ. Ротăн кивĕ составĕнчен, командира шутламасăр, пĕр эпĕ юлтăм, ыттисем пурте çĕнĕ пополненирен. Эпир, рядовойсемпе сержантсем, пурĕ 20 çынччĕ. Халĕ пирĕн ушкăна Суров аслă лейтенант ертсе пырать. Хулана çурçĕр енчен кĕтĕмĕр. Урамсем пушă. Пĕр хĕрарăм анчах икĕ витре çакнă кĕвентепе шыва кайрĕ. Хирĕçле пенисем илтĕнеççĕ, унта урамри çапăçусем пыраççĕ. Эпир унталла каятпăр, пире никам та йĕркелесе пымасть. Хула хĕрринче урамсем нумай, вĕсем вăрăм мар. Пĕр урамран теприне ыткăнатпăр. Вăйлă хирĕç тăни те çук ĕнтĕ, анчах переççĕ. Дум-дум пуля пирĕн пĕр боецăн сулахай алă сыппине лекрĕ, вăл сирпĕннипе татăлнă ал лаппи хăйĕн тирĕн ансăр тăрăхĕ çинче çакăнса тăрать.
Малалла куçса пырса, эпир хулан кăнтăр-хĕвелтухăç хĕррине пырса тухрăмăр. Кунта хула çыннисем тухса тулнă, пире саламлаççĕ, кăкшăмсем тытнă кинемейсем боецсене сĕт ĕçтереççĕ.
Хамăрăн командирсене шырама тытăнтăмăр, çуртсене кĕтĕмĕр. Пĕр çуртра стена çинчи сăнÿкерчĕксем хушшинче нимĕçсен çар формине тăхăнса ÿкнĕ çамрăк арçынна куртăмăр.
- Ку кам-ха сирĕн? - ыйтатпăр тутине сăрланă, капăр тăхăннă хĕртен.
- Манăн пичче.
- Апла вăл пире хирĕç çапăçнă. Халĕ ăçта вăл?
- Çук, вăл кĕпер хуралларĕ, - хăраса ÿкрĕ хĕр. - Ăçта вăл, пĕлместĕп. Тен, ăна нимĕçсем илсе кайнă.
Каçхине Мускав Харькова ирĕке кăларнăшăн Степной фронт çарĕсене 224 тупăран залп парса салютларĕ.
Йывăр 50 куна тăсăлнă Курск çапăçăвĕ вĕçленчĕ, унта хутшăннисенчен вăл этемле мар вăй хума, пысăк çар ăсталăхĕ, çар тивĕçне пурнăçлама, мораль-психика тата нерв чăтăмлăхĕ, хăюлăхпа паттăрлăх ыйтрĕ.
* * *
Ывăнни, халтан кайни çыннăн психикине начар витĕм кÿрет. Организм вăя çĕнетме ыйтать. Анчах вăрçă малалла пырать, эпир унта тăшмана çапса аркатиччен хутшăнма тивĕçлĕ. Пирĕн рядовой салтакран пуçласа маршала çити пĕр тĕп задача: хамăрăн çĕр çинчен фашистсене хуса ямалла, вĕсене хăйсен территорийĕнче пуçĕпех тĕп тумалла.
Акă, çухалнă Суров тупăнчĕ. Тепĕр кунхине вăл мана Уды юханшыв хĕррипе анаталла иртсе нимĕçсем ăçта çĕнĕ позици йышăннине пĕлме хушрĕ. Çур çухрăм пек кайсан, уйрăм картиш патне пырса тухрăм. Ăна чус хÿме тытса çавăрнă. Калинккине питĕрмен пулнă, ăна уçса шала кĕтĕм. Картиш таса, çурчĕ çирĕп, илемлĕ. Апла пулсан, хуçи тĕреклĕ. Пÿрт алăкне хуллен кăна шаккарăм. Мана хирĕç çамрăк хĕрарăм тухрĕ.
- Кĕме юрать-и? Аван-и!
- Тархасшăн, кĕрĕр, - кăмăллăн чĕнет вăл.
Çуртра ватă арçынпа хĕрарăм, унăн ашшĕпе амăшĕ. Калаçса кайрăмăр. Вĕсем кунта çывăхра нимĕçсем çук, çырма тăрăх анаталла, кунтан икĕ çухрăмра, вĕсем пулма тивĕçлĕ, терĕç. Ирхине унта хĕçпăшалпа перкелешнине илтнĕ. Çав вырăна çитрĕм, боецсене тĕл пултăм, вĕсенчен нимĕçсем çинчен ыйтса пĕлтĕм. Задание пурнăçларăм та каялла таврăнса рота командирне мĕн курни, илтни çинчен каласа патăм.
* * *
Канмасăр, çывăрмасăр ирттернĕ тăватă талăк хыççăн нимĕçсен ракетисем çутатса тăнипе чылай çÿллĕ çырансем хушшипе юхакан Уды шывĕ урлă ăшăх вырăнта утса каçрăмăр. Тикĕс вырăна тухса, окопсем чавма пуçларăмăр. Суров мана чĕнсе илчĕ те çапла хушрĕ:
- Федоров, эсĕ акă çакăнта хăвна валли окоп чав. Приказсем пурнăçлама кирлĕ пулатăн.
Пирĕн батальона хушма виçĕ салтак илсе килчĕç. Вĕсем пурте хĕçпăшалсăр, пĕчĕк кĕреçисем те çук. Рота командирĕ вĕсене çĕр каçма чăнкă çыран хÿттинче вырнаçма ирĕк пачĕ. Эпĕ те, хама валли вырăн туса, тарăн ыйха путнă. Куçа уçрăм - çывăрман та тейĕн. Çĕрлехи пĕр сехетре çывăрса кайнă, халĕ, акă, йĕри-тавра хĕвел çути, ман умра шыв çинче хĕвел шевли вылять.
- Федоров! Миçе хут каламалла, ман пата! - илтĕнсе кайрĕ юнашарах тенĕ пек. Акă мĕншĕн вăраннă эпĕ.
Сиксе тăратăп, каскăна, мăйран çакнă автомата тÿрлетсе хуратăп, командир патне пыратăп.
- Итлетĕп, аслă лейтенант юлташ.
- Полк командирĕ шăнкăравларĕ, артиллери хатĕрленĕвĕ хыççăн атакăна каятпăр. Хатĕрлен, халлĕхе апатлан.
Анчах ирхи апат вăл кунхине пулмарĕ.
Ку ĕç 1943 çулхи августăн 27-мĕшĕнче ирпе пулса иртрĕ. Артхатĕрленĕве эпĕ ĕненмерĕм, ăна пире миçе хутчен шантарчĕç, анчах кăлăхах.
- Федоров, боецсене çĕкле! - Суров шухăшлавран кăларать мана. - Полк командирĕ телефонпа атакăна кайма приказ пачĕ.
- Итлетĕп! - хуравлатăп эпĕ. Унтан хушса хуратăп:
- Эппин, ĕнерхи пек?
- Калаçса тăр-ха!
* * *
Ĕнер вара акă мĕн пулса иртрĕ. Батальонри мĕнпур ротăсенчен юлнă боецсене пухрĕç те Уды шывĕ урлă каçса тăшмана кĕтмен çĕртен атакăлама приказ пачĕç. Çав вырăна никам та тĕпчемен. Унта ăшăх вырăн çук, пачах урăхла - авăр, шыв ункăланса çаврăнса юхакан вырăн. Ишме пĕлменнисем тÿрех авăра путĕччĕç. Нимĕçсен те халĕ подразделенисемпе ушкăнсем хушшинче татăлнă вырăнсем пур вĕт-ха. Пирĕн командирсем ун çинчен илтесшĕн та мар. Пĕр офицер та пирĕнпе пĕрле пымарĕ, çак задание пурнăçлама санинструктор-старшинана хушрĕç, мĕншĕн тесен званийĕпе вăл атакăна каякансен ушкăнĕнче чи асличчĕ. Кукуруза ани тăрăх питĕ асăрханса пыратпăр, анчах та силленекен çÿллĕ тунасене тăшман асăрханах. Эпир çырма патне тухма пуçласанах нимĕçсем пулеметсемпе автоматсенчен вăйлă пеме тытăнчĕç. Салтаксем ÿкме пуçларĕç - хăшĕ вилсе, тепри суранланса. Эпир те автоматсенчен петĕмĕр, анчах пирĕн яланхи пек пулчĕ: тăшман хÿтлĕхре - окопсенче, эпир уншăн - мишеньсем. Кĕске черетсемпе эпĕ тăшман çине патронсен тулли дискне персе пĕтертĕм, иккĕмĕш дискне хутăм, анчах урăх пеме тивмерĕ. Пирĕннисем каялла чакрĕç. Санинструктор йывăр аманнă пулас, пуля кăкăр витĕр тухнă, гимнастерки юнпа пĕвеннĕ. Санитарка вăхăтра пырса çитрĕ, старшинан суранĕсене темиçе бинтпа çыхса ячĕ. Хăй малалла, пулăшу ыйтакансем патне чупрĕ. Сыввисем аманнисене йăтса тухма пулăшрĕç.
Эпĕ хăва тĕмĕсем хушшинчи палаткăри офицерсем патне пырса çитнĕ чухне Сергеев капитанпа палламан тепĕр капитан пĕр-пĕрне киревсĕр сăмахсемпе йĕплесе калаçатчĕç. Хăйсем вĕçĕмсĕр çак сăмахсене калаççĕ:
- Командир батальона ертсе пыма мана хушрĕ!
- Çухал куç умĕнчен... Мана хушнă!
Вăрахчен шавларĕç, халĕ анчах трагедиллĕ çапăçу пулса иртни çинчен пĕр сăмах та çук. Хăш батальона ертсе пымалла? Пĕтнĕ батальона-и?
Харсăр боец, Çĕпĕр сунарçи Щекин йывăр суранланнă. Юн нумай çухатнă, пичĕ шурăхнă, апла пулин те, хăюллăн чăтать. Вăл наçилкке çинче йынăшмасăр, ÿпкелешмесĕр выртрĕ.
Суров мана курса юлчĕ те хушу пачĕ:
- Старшинана ман пата!
- Вăл аманнă.
- Илсе кил ăна ман пата!
Старшина ларакан окоп патне пытăм, анчах санинструктор вилсе кайнă. Унăн шурăхса кайнă кăвак куçĕсем вĕçсĕр-хĕрсĕр тĕнчене пăхатчĕç. Эпĕ Сурова ун çинчен пĕлтертĕм, вăл нимĕн те каламарĕ, юлашкинчен «Кай», терĕ. «Çапла та командир пулать вĕт-ха, вилнисемпе суранланнисем çинчен çын урлă кăна ыйтса пĕлет, пĕрне те кайса курмасть», - шухăшлатăп хам тĕллĕн.
Эпир тапăнакан ен. Анчах та тăшман çинчен нимĕн те пĕлмесĕр çапăçăва йĕркелеме çук. Çакăншăн хăйсене пăхăнакансен хыçне пытанакан командирсем çеç айăплă. Пире тăшман засадине хăваласа кĕртнĕ пек пулса тухрĕ. Пирĕн командирсем çар тактикин урăхла мелĕсене пĕлместчĕç. Халăх каларăш, çамкаран ухмах çеç пырса çапать, унта та хăранипе анчах...
Паян манăн боецсене атакăна çĕклемелле, мĕншĕн тесен стройра, офицерсене шутламасан, хĕрлĕ армеецсем кăна юлчĕç. Вĕсем пурте рядовойсем. Офицерсем атакăна çÿремеççĕ - пурăнасшăн. Халлĕхе шăп. Эпĕ сĕтел пек тикĕс вырăнта ура çине тăрсан мĕн пулса иртĕ-ши. Унта, умра, виççĕр метрта - йывăç тĕмĕсем, лерелле - вăрман. Тăшманшăн питĕ хутлă вырăн. Чăнкă çыран хыçĕнчен сиксе тухатăп та пĕрремĕш окоп патне чупатăп. Кунта çунтарса ярас пек хĕртсе пăхакан хĕвел айĕнче çывăракан салтак ăшаланать. Ăна тĕрткелесе вăратрăм, атакăна хатĕрленмелли çинчен каларăм. Часрах теприн патне, виççĕмĕш патне... Сасартăк, ураран туртнă тейĕн, эпĕ хам ирĕкпе мар çĕр çине тăсăлса ÿкрĕм. Сулахай уран чĕркуççийĕ чиксе ыратнине туятăп. Аманнă. Ыратнине пăхмасăр, умри окоп патне шуса çитрĕм те унта «чăмрăм». Окопра эпĕ килсе тухнипе хăраса ÿкнĕ салтак ларать. Эпир пĕр-пĕрне палламастпăр, вăл пополненипе килнĕскер.
- Манран ан хăра, эпĕ амантăм, сурана çыхатăп та каятăп, - лăплантаратăп Вăтам Азирен килнĕ çамрăка.
Шăлавар кĕсйинче упаковкăра бинт çÿрететтĕмччĕ, ăна пурне те панă, енчĕкре - хырăнмалли лезви. Шăлавар пĕççине икĕ енчен те лезвипе тăрăхла касса антаратăп та пуля ура витĕр тухса кайнипе суранланнине куратăп. Икĕ енне те тампонсем тытса юн юхнине чарма тăрăшатăп.
Аялта, çыран хĕрринче, Суров аслă лейтенант ятлаçма пуçларĕ:
- Эпĕ сана персе вĕлеретĕп! Марш çÿле! Тата иккĕшĕ ăçта?
Виççĕшĕ те ĕнерхи пополненирен. Вĕсем хĕçпăшалсăр, пирĕн пекех выçă-ха паян. Офицерсем ирхи апат пирки канăçсăрланмарĕç.
Пăхатăп: тÿп-тÿрĕ ман пата салтак шуса килет, шинельпе пилотка тăхăннă, пуш алăпа. Окоп брустверĕ патне çитрĕ те ура çине тăма хăтланчĕ. Вăл çулĕпе пĕр хĕрĕхсенче пур-тăр. Сарă мăйăх, сенкер куçлă таса пит.
- Пуçăра ан çĕклĕр. Акă, сурана бинтпа çыхса пĕтеретĕп та каятăп, эсир ман вырăна йышăнăр, - тетĕп эпĕ.
Вăл кăмăлсăр, нимĕн те чĕнмест. Анчах темшĕн унăн пуçне çĕклесе пăхас килчĕ. Эпĕ те ăна чарса ĕлкĕреймерĕм. Пенĕ сасăпа пĕрлех унăн пуçĕ бруствер çине тăрăнчĕ - снайпер пульли мăйне лексе витĕр тухнă. Эпĕ вара Суров хăй хăратса каланине фашист аллипе пурнăçларĕ тесе шухăшласа илтĕм. Урана бинтпа çыхса пĕтертĕм, малалла мĕн-тĕр тумалла. Кунта юлма юрамасть.
- Федоров! Мĕншĕн атакăна çĕкленместĕр?!
- Мана ураран амантрĕç!
- Кунта килме пултаратăн-и?
- Тăрăшса пăхăп.
Мĕнле тухмалла кунтан? Куçпа хамшăн юрăхлăрах вырăн шыратăп. Авă, канав евĕрлĕрех путăк, паллах, ăна çурхи тата çумăр шывĕн юхăмĕсем кăшт та пулсан çырнă. Урăххине шырамалли çук. Ыратни вăйланса пынине пăхмасăр, сывă урапа çĕре хытă тапса кевтене окопран бруствер урлă ывăтатăп, унсăрăн каллех снайпер пульли лекĕ. Палăртнă çулпа пластунла шăватăп. Çулĕ кĕске - вăтăр метр еннелле. Снайпер мана сыхланă пулас, хыçра винтовкăран пенĕ сасăсене тата ман çирен пульăсем шăхăрса вĕçнине илтетĕп. Виç-тăват дум-дум пуля хытхурана лексе çурăлчĕç. Эпĕ çыран хĕрне шуса çитнĕ май аманнă урапа пытарса лартнă станоклă «Максим» пулемета пырса çапăнтăм. Куçран хĕлхем сирпĕнчĕ тейĕн. Кăшт тăхтаса тăн илсен, çÿллех мар çыранран шыв хĕрнех шуса антăм. Ăш хыпса çитнĕ - выртрăм та çырмари шыва тăраничченех ĕçрĕм. Вара хамăн вырăна каялла каяс тесе ура çине тăтăм. Суров мана хăйсем патне чĕнсе илчĕ, унта тата виçĕ офицер пурччĕ.
- Эсир кунтан хăваласа янă салтака та снайпер вĕлерчĕ, - терĕм эпĕ, ăна тĕртсе илес шутпа.
- Каяр вĕсем патне, мĕнле пулса иртнине, мĕн курнине веçех каласа парăн.
Вĕсем патне пырса тытăмăр. Эпĕ палламан капитан куçĕсенче те çухалса кайнине, те хăраса ÿкнине кăтартакан паллă пуррине асăрхарăм. Пурин те сăнĕсем чаплах марччĕ. Куран, вĕсем халĕ атакăна хăйсене кайма тивет тесе шутлаççĕ, тен, эпир вĕсем патне пыриччен çавăн çинчен калаçма та ĕлкĕрнĕ.
Кунта вара маншăн кĕтмен япала пулса иртрĕ. Çĕре сарса хунă плащ-палатка çинчен аслă лейтенант икçĕр грамм кĕрекен стакан илсе ун çине фляжкăран эрех ярать.
- Ыратать-и? - ыйтать вăл.
- Ыратать.
- Ме, тĕппипех ĕç. Эпĕ эсĕ ĕçменнине пĕлетĕп. Ĕçес пулать, ыратнине çăмăлрах тÿссе ирттерĕн.
Эпĕ иккĕленсе тăтăм... анчах эрехе шыв пек ĕçсе ятăм, унăн йÿççине те, хăватне те туймарăм.
- Лар, атту ура çинче хăвăрт ывăнăн. Мĕн куртăн, каласа пар.
Эпĕ мĕн пĕлнине пĕтĕмпех каласа патăм. Пополненипе килнисенчен иккĕшĕ çĕрле тарнине пĕлтĕм.
Плащ-палатка çинче вылямалли картсем, фляжкăсем, консерва банкисем, çăкăр, галетсем, хĕрлĕ помидорсем те пурччĕ. Вăхăта хаваслă ирттереççĕ, атака хуйхи çук вĕсен.
- Халĕ ĕнтĕ кай, кан. Эпĕ санитарсене чĕнсе илĕп, вĕсем çĕрлесĕр те килмĕç. Вĕсем сана госпитале ăсатĕç.
Хамăн унчченхи вырăна йышăнатăп. Ывăннине туятăп, сисмесĕрех çывăрса кайнă. Темскерле шăв-шавпа вăрантăм. Хирĕçри çыранра манран сулахаярах тайлăк вырăнпа анакан канавра пуçĕпе анаталла ÿкнĕ платна кĕлеткеллĕ çамрăк салтак чуна тивмелле кăшкăрать. Çумĕнчех телефон аппарачĕпе кабель катушки выртаççĕ. Ун хыçĕнчи капитан хăйĕн салтакне пулăшмарĕ, хăранипе хыçалалла шуса çухалчĕ. Нимĕç снайперĕ вилмеллех аманнă салтака çине-çинех тискерленсе кайса перет. Халĕ çеç эпĕ хам тăшманшăн курăнман вырăнта пулнине ăнланса илтĕм.
Чун ыратать: çывăрса кайман пулсан, эпĕ юханшыв урлă мĕнле каçмаллине каласа тăрса пулăшма пултарнă. Ку вăл эпир çĕрле каçнă вырăн. Кунта ăшăх, кабеле катушка çинчен 20 метр тăршшĕ сÿтсе, пурĕ те 10-15 метр чупса каçмаллаччĕ, малалла снайпера курăнман вырăн (мертвая зона). Чупакан çынна персе лектересси сайра-хутра пулкалать. Эпир вĕт вăрçăра, шыва е пылчăк ăшне ÿкме хăрамалла мар. Сывă юлсан, çăвăнса тасалатăн.
Атака пуçланаймасăрах путланчĕ. Пирĕн офицерсем вара пăталаса лартнă пек - вырăнсенчен те хускалмаççĕ, çыранран пуçĕсене çĕклесе пăхмаççĕ. Вĕсем пултарусăр анчах мар, хăравçăсем те.
Паян вут-хĕм айĕнче малти ретре нимĕç фашисчĕсене хирĕç кĕрешнине 54 кун пулчĕ. Малалла кайма май пулмарĕ - мана инçетри тыла госпитале ăсатрĕç. Сывалнă хыççăн - каллех фронта.
Çар училищисен ни сержантсем, ни кĕçĕн офицерсем пулса тăрайман курсанчĕсем (васкавлăн фронта ăсатрĕç) нумай чухне, малтанлăха хĕçпăшалсăрах, оборонăна паттăрла хÿтĕлетчĕç. Вăрçă йывăрлăхĕсене çирĕппĕн, ÿпкелешмесĕр тÿссе ирттеретчĕç. Белгород патĕнче фашист эшкерĕсене тытса чарчĕç кăна мар, каялла хăваласа кайрĕç. Лайăх хĕçпăшалланнă тăшманран хăраса чакмарĕç, унпа ăста çапăçатчĕç. Нумайăшĕ фашистсене çĕнтерме пурнăçĕсене пачĕ. Çĕнтерÿ рядовойĕсем. Вĕсен вăрçăри паттăрлăхне нимĕнпе те - чи пысăк мухтавпа та танлаштарма çук. Эпĕ вĕсене яланах асра тытатăп. Вĕсем манăн тантăшсем, 1923-1924 çулсенче çуралнă каччăсемччĕ.
1988 çулхи августра пĕр полкра çапăçнисемпе Харьковра тĕл пулнă чухне çак хулана ирĕке кăларсан часах пирĕн стрелоксен 44-мĕш гварди полкĕн командирне Романовский подполковника тата стрелоксен 15-мĕш гварди дивизин командирне Василенко генерал-майора ăçта-тăр куçарни, вĕсен йĕрĕсем çухални çинчен илтсе пĕлтĕм.
Читайте нас: