Аургазă хыпарçи
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

ВУТЛĂ ПĔКĔРЕ Е 54 КУН ВУТ-ÇУЛĂМ АЙĔНЧЕ (МАЛАЛЛИ).

А. Федоровăн Курск патĕнчи çапăçу çинчен асаилĕвĕсем (Малалли).

Çырма урлă кĕпер хывнă, ун патне пыратăп. Мана хирĕç тыткăна лекнисен пĕр аллă çынран тăракан ушкăнĕ килсе тухрĕ, ăна пирĕн икĕ автоматчик хуралласа пырать. Вĕсем çинче нимĕçсен форми мар. Нимĕçсемсĕр пуçне пире хирĕç румынсем, итальянецсем, венгрсем тата ыттисем çапăçатчĕç. Тăшман, ахăртнех, йĕркесĕр тарма пуçланă - пирĕн çине тĕтĕм карри (дымовая завеса) ячĕ.
Сăрт çине хăпартăм. Кунта тăшманăн оборона линийĕ иртнĕ. Пăрахнă нимĕç каскисем, пулеметсем, салтакăн тĕрлĕрен атрибучĕсем. Кунтан йĕри-тавра питĕ лайăх курăнать. Суровăн КПне тупма хăтланатăп, анчах бинокльсĕр тупма çук - ытла пысăк хушă. Анлă вар çийĕпе икĕ «мессер» вĕçсе иртеççĕ, ахăртнех, разведчиксем, никама та пемеççĕ. Шыв юхăмĕпе аяларах пирĕн танксен ушкăнĕ кĕпĕрленнĕ: вĕсем хушшинче пĕр «КВ», ыттисем «тридцатьчетверкăсем». Вĕсем, куран, юханшыв урлă каçмалли вырăна килнĕ. Нимĕçсем инçетрен вĕсене тупăсенчен переççĕ, танксем тавра тата вĕсем хушшинче снарядсем çурăлнипе пылчăк пĕрхĕнсе тăрать. Мĕншĕн вĕсен пайланса вырнаçмалла мар, çапăçу пынă чухне вĕсем унта тăрса ирттерчĕç, тапăнакан пехотăна нимĕнле пулăшу памарĕç. Хамăн çула малалла тăсатăп, икĕ урипе те уксахлакан Стеценко кĕçĕн лейтенанта тĕл пулатăп, вăл парад формине тăхăннă теме пулать, ун çинче офицер плащĕ тата офицер карттусĕ. Икĕ ури те аманнă. Офицерсем хăйсен тумĕпе рядовойсенчен хытă уйрăлса тăраççĕ, тапăнса пыракансем хушшинче вĕсене тăшман çăмăл тупать. Наступленире тăшман кĕçĕн офицерсене пурне те тенĕ пек стройран кăларать.
- Рота командирĕ ăçта? - ыйтать Стеценко.
- Чарăннă вырăнтах.
Вăл пуçĕпе сулчĕ те уксахласа тыла кайрĕ. Вăрман хĕрринче часах хамăрăннисене тупрăм, каллех Сакимназарова чĕрĕ-сывă курма хавас пултăм, вăл ялан хăйĕн салтакĕсемпе пĕрле. Ăна Суровăн приказĕ çинчен каларăм, вăл кулса илчĕ, анчах пĕр сăмах та чĕнмерĕ.
Кăшт аяккарах сапласа пĕтернĕ кивĕ «КВ» танк тăрать. Ăна вĕтлĕх вăрманта тупăран çывăхранах персе лектернĕ. Йывăр аманнă механик-водитель танк жалюзийĕ çинче выртать. Вăл ыратнипе асапланать, анчах хăйне хăюллă тытать, йынăшмасть. Санитари машинине кĕтеççĕ.
Çуран салтаксем вăрмана тĕрĕслесе тухма шутларĕç. Эпир пысăк мар кулккана сарлакăшĕпе йĕркипе тăрса тухрăмăр та автоматсенчен кĕске черетсемпе пере-пере утрăмăр. Фашистсем пăрахса хăварнă туппа анчах тупрăмăр. Каç пулнă тĕле кухня килчĕ. Каçхи апат хыççăн вăрман хÿттинче çĕр каçма шутларăмăр. Çĕрле çумăр çуса иртрĕ, унран йывăçсем айĕнче çеç пытанма май пулчĕ.
Пирĕн çывăхри тылсем те чылай аякра пиртен юлса пыраççĕ. Акă паян та, ирпе ирех, çутăлнă-çутăлман кухня килсе çитрĕ. Ирхи апата вăхăтра çирĕмĕр. Хĕвел тухса хăпарчĕ, эпир команда кĕтетпĕр. Хамăрăн рота командирне кĕтсе илеймерĕмĕр, пĕрлехи командăпа Северский Донец еннелле куçрăмăр. Кунтан юханшыв таран тăрса çÿремелĕх траншея чавса тухнă. Пирĕн умра пурлă тусем (меловые горы), вĕсен çурçĕр енчи чăнкă хысакĕ шап-шурă курăнать. Тăрринче тăшман оборона йышăннă.
Траншея хĕррипе эпир умлăн-хыçлăн пытăмăр. Кивĕ хула хĕрринче пухăнма палăртнă. Кунта сад участокĕ. Улмуççи айне станоклă «Максим» пулеметпа виçĕ пулеметчик вырнаçнă. Вăрăм пÿллĕ çамрăк ачасем çемçе курăк çинче выртаççĕ, тĕлĕрсе те кайнă. Çĕрлехи çумăр хыççăн çĕр пăсланать. Тÿпе тăрăх сайра шурă пĕлĕтсем шуса çÿреççĕ. Çакăн пек кун канма питĕ кăмăллă пулмалла. Траншейăра нÿрĕ-ха, çавăнпа боецсем унтан тухса пĕтрĕç. Хăшĕсем ботинкисене хывса тăхăнаççĕ, теприсем курăк çине йăваннă, çÿлерех пĕр ушкăн тем калаçать. Эпир те вĕсем патне пырса тăратпăр, итлетпĕр. Сăмах 44-мĕш гварди стрелковăй полкăн снайперĕ Николай Ильин старшинан вилĕмĕ çинчен пырать, Сталинград çапăçăвĕ вĕçленнĕ тĕле вăл тăшманăн 401 салтакĕпе офицерне тĕп тунă. Ăна Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă. Ĕнер тăшман артиллерийĕ пенĕ вăхăтра вилнĕ.
Темскер канăçсăрлантарать. Пурлă ту çинчи нимĕçсем пире ывăç тупанĕ çинчи пек курса тăраççĕ. Пирĕннисем лăпланса çывăрма йăванса каймасăр вăл шăплăха пăсмĕ, шăплăхĕ вара вăрçăра ялан ултавлă. Хÿтлĕхре канмалла тесе асăрхаттарчĕç вĕт-ха. Эпир Сакимназаровпа хатĕр окоп шыраса тупрăмăр та унта вырнаçрăмăр. Сисмесĕрех çывăрса кайнă. Снарядсем çурăлнă, аманнисем кăшкăрнă саспа вăранса кайрăмăр. Снаряд пулеметчиксем вырнаçнă улмуççи айне пырса ÿкнĕ. Хамăрăн тимсĕрлĕхе пула мĕн чухлĕ инкек тÿсетпĕр эпир. Офицерăн пичĕ тăрăх юн юхса аннă.
- Александр, лайăхрах пăх-ха, манăн çамкара мĕн вăл?
- Пĕчĕк ванчăк каскăна шăтарса кĕрсе ларнă.
- Туртса кăлар.
Пысăк тата шĕвĕр пÿрнесемпе ванчăка ярса тытрăм та çавăнтах алла каялла туртса илтĕм.
- Мĕн пулчĕ? Мĕншĕн туртса кăлармастăн?
- Вăл питĕ вĕри. Халех фляжкăран шыв сапатăп. Чăтăр кăштах.
Пациента ыраттарас мар тесе, кăшт аппаланма тиврĕ. Пĕр сантиметртан пĕчĕкрех диаметрлă шăлланнă вĕçлĕ ванчăк ниепле те тухасшăн мар. Кайран ăна Сакимназарова патăм. Вăл ăна çавăра-çавăра пăхрĕ те çапла каларĕ:
- Пуçра каска пулман пулсан, вăл пуç шăммине шăтаратчĕ. Капла тире çеç чĕрнĕ.
Вăл лăпкăн, шухăшласа калаçать, нихçан та вăрçăшмастчĕ.
Аманнă пулеметчиксенчен иккĕшĕ вилчĕç, виççĕмĕшне тата траншея çывăхĕнче аманнă икĕ салтака тыла ăсатрĕç.

Северский Донец çыранĕнче оборона йышăнма кăнтăрла куçма май пулмарĕ, каç пуласса кĕтрĕмĕр. Тĕттĕмленме пуçласан сайралнă подразделенисем хăйсене кăтартнă оборона участокĕсене йышăнма кайрĕç. Пирĕн Суров халĕ те çук-ха, ăçта çухалса çÿрет вăл, пĕлместпĕр. Ун вырăнне кĕтмен çĕртен пирĕн пата ротăн унчченхи командирĕ Павлов капитан килсе çитрĕ. Эпир виçсĕмĕр те çак тĕлпулушăн савăнтăмăр. Госпиталь хыççăн капитана резерва куçарнă пулнă. Халĕ вăл полк командирĕ хушнипе часть подразделенийĕсене вырнаçмалли урăх района куçарма килнĕ. Ăçта-тăр оборонăра уçă вырăн пулса кайнă, ăна «питĕрмелле».
Çĕнĕ вырăна привалсемпе тата пысăк мар канупа çĕрле кайрăмăр. Хăвăрт пынă хыççăн кăнтăрла тĕлнерех привал пĕлтерчĕç. Мĕнле-тĕр тип вара антăмăр. Çурçĕртен кăнтăралла сĕвекленсе, вăл майĕпен сарăлса пырать, унтан Северский Донец йăлăмĕнче тÿремлĕхе куçать. Унта Крутой Лог ятлă ял пулнă, нимĕçсем ăна çĕр питĕнчен шăлса тăкнă, хăшпĕр çĕрте кăмака мăрйисем çеç тăрса юлнă, урăх нимĕн те çук.
«Ох, моя милка - бригадир,

Ох, красный орден на груди...»
Сасартăк будкăллă автомобиль çинчи динамикран, таврана янратса, вăрçă вăхăчĕн тулашĕнче тăрса юлнă аякра пек туйăнакан пурнăçа аса илтерсе, пĕлекен юрăсемпе кĕвĕсем шăранма пуçларĕç. Çапла, пирĕн те мирлĕ вăхăт пулнă. Пире, арçын ачасене, вăл питĕ илемлĕ туйăннă. Юрă хыççăн юрă юхать, пурте пĕлекен, юратнă юрăсем. Пыра тем чăмакки капланса килет тата куçран куççуль юхас пек тулса тăрать. Анчах çемçелме юрамасть.
Суров аслă лейтенант тинех пире шыраса тупрĕ. Апатлантăмăр та, пире кухня малашне Крутой Лог ялĕнче пуласси пирки асăрхаттарчĕç.
Кунтан виçĕ километрта Донец çийĕн нимĕçсен «Фоке-Вульф»-189 самолечĕсем тата темскерле биплан çаврăнса вĕçсе çÿреççĕ. Вĕсем те пĕчĕк бомбăсем, те гранатăсем пăрахаççĕ, вăйсăррăн шартлатнă сасăсем илтĕнеççĕ. Апла пулсан, нимĕçсен авиацийĕ вуçех начарланса çитнĕ, пурĕ те икĕ единица - «рама» тата икĕ çунатлă пĕчĕк самолет. Миçемĕш кун ĕнтĕ вĕсен бомбардировщиксемпе истребителĕсем курăнмаççĕ.
Çак енче иртнĕ хаяр, юнлă çапăçусем хыççăн нимĕçсем маларах йышăннă чикĕсене чакрĕç. Пирĕн те вăхăтлăха унчченхи оборона линине йышăнмалла.
Малтан сукмакпа пытанмасăр, унтан çын çÿллĕш траншейăпа июлĕн 24-мĕшĕнче нимĕçсен малти линийĕ патне пырса çитрĕмĕр. Çапла майпа эпир совет çарĕн чаçĕсем хушшинчи уçă вырăна хупрăмăр.
Ишĕлсе пĕтнĕ окопсенче пирĕн шыçăнса хуралнă вунна çывăх салтак вилли выртать. Ахăртнех, кунта вĕсем июлĕн 5-мĕшĕнчен выртаççĕ, тăшман оборонăна татнă вăхăтра вилнĕ пулмалла. Вĕсене, хĕрлĕ армеец кĕнекисемпе ытти докуменчĕсене батальон штабне пама пухса илсе, çĕрле пуçтартăмăр. Пурне те тăванла пĕр вилтăприне пытартăмăр.

Северский Донецăн тепĕр енче Субботино ялĕ. Пирĕн юханшывăн сылтăм çыранне каçса маларах чавнă окопсене йышăнмаллаччĕ. Каçса çÿремелли ăшăх вырăнтан аяларах пĕр аллă метрта юханшыв урлă йывăç свайсем çинче хăмаран çăмăл кĕпер хывнăччĕ. Сылтăм çыранĕнче плацдарм евĕрлĕскерне тунăччĕ, унта икĕ теçетке пĕчченшер окопсем пурччĕ. Эпир шыв урлă ăшăх вырăнтан каçма шутларăмăр, мĕншĕн тесен кĕпере персе тăратчĕç, унта килсе тухнă çынна вилмех пÿрнĕччĕ.
«Я люблю подмосковные рощи

И мосты над твоею рекой...

Дорогая моя столица!

Золотая моя Москва!»
Çак юрра пирĕн пата малти линине нумай пулмасть килнĕ çамрăк капитан салхуллăн, чуна тивмелле юрлать. Пăхма ăна 27 çул пама пулатчĕ. Ăна пирĕн ротăна аманнипе госпитале ăсатнă Павлов капитан вырăнне янă. Виçĕ рота юлашкисене пĕррене пĕрлештерчĕç те унăн командирĕ Суров пулса тăчĕ, капитан вара ĕçсĕр юлчĕ.
Капитанăн пĕтĕм тумĕ вĕр-çĕнĕ. Хĕвеллĕ шăрăх çулла тăнине пăхмасăр, унăн илемлĕ тăрăхла пичĕ шуранкаччĕ, çакă ĕнтĕ вăл хулара, тен, Мускавра кабинетри ĕçре вăрах пулни çинчен калатчĕ. Яштак пÿ-силлĕ, пилĕкне офицер пиçиххийĕпе туртса çыхнă, ун çинче йĕнĕре «ТТ» пистолет çакăнса тăрать. Шухăша путнă салху кăвак куçсем. Мĕншĕн тунсăхлаççĕ вĕсем? Савнă арăмĕшĕн е хĕрĕшĕн? Тус-юлташĕсемшĕн? Эпир ăна пĕлместпĕр. Вăл салтаксемпе тан марччĕ, хăйне мĕнле тыткаланипе вара интеллигентлă, ĕлккен, ĕмĕтленÿллĕ гражданла çынна хывнăччĕ.
Читайте нас: