Аургазă хыпарçи
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Вутлă пĕкĕре е 54 кун вут-çулăм айĕнче (Малалли)

А. Федоровăн Курск патĕнчи çапăçу çинчен асаилĕвĕсем (Малалли).

Павлов капитан мана каллех чĕнсе илчĕ те çапла каларĕ: «Полк командирĕ хăй шăнкăравларĕ. Артхатĕрленÿ пулмасть. Халĕ атакăна каятпăр. Эсĕ Сакимназаров патне кай, вăл сылтăм флангра, команда пуласса кĕттĕр, эсĕ те унтах юл». Сакимназаров кĕçĕн лейтенант - взвод командирĕ.


Ентешсем çывăхĕнчен иртсе, вĕсене ăнăçусем сунтăм. Сакимназаров каламасăрах ăнланса илчĕ, çапла çеç ыйтрĕ:


- Хăçан? Час-и?


- Команда кĕтмелле. Артхатĕрленÿ пулмасть.


- Ку ĕнтĕ вуçех начар.


Хăйĕн тулаш сăнĕпе лейтенант рядовойсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть: çийĕнче çăмăл фуфайка, пуçĕнче каска, çурăм хыçĕнче кутамкка, урисенче анчах атă, салтаксен вара - обмоткăпа ботинкăсем.


- Ан шавлăр, юлса ан пырăр, мала чупса тухмалла мар, кĕтмен çĕртен пырса тапăнассине ан систĕр, - пĕлтереççĕ цепь тăрăх.


Хускалатпăр.

- Федоров, хушă меллĕ пулсан, малтан гранатăсем ывăтатпăр.


Эпĕ пуçа сулатăп. Халлĕхе эпир тĕмсемпе хÿтĕленетпĕр. Пăлханатăп, шухăшсем пăтранаççĕ, анчах нормăна килме тăрăшатăп. Автомат взводра, пемелли çекĕл çине пусмалли çеç юлать. Тĕмсем пĕтнине сиссе те юлаймарăмăр. Сакимназаров сулса ячĕ те граната ывăтрĕ, ун хыççăн - эпĕ те. Пирĕн икĕ граната та нимĕç окопĕсен брустверĕн хыçĕнче çурăлчĕç. Автоматран пенипе тăтăш шăтăртатрĕ. Эпир тăшманăн траншеи патне чупса çитрĕмĕр. Кĕтмен çĕртен пулнипе эпир çакăнта çитме пултартăмăр.


- Федоров, сик кунта! Кĕске черетсемпе персе тăр.


Сакимназаров вилнисен кĕсйисене ухтарса докуменчĕсене илчĕ. Вĕсем разведкăна кирлĕ.


Сасартăк пирĕн сылтăм флангра эпир халиччен асăрхаман хуралтăсенчен пулеметран пеме тытăнчĕç. Тăшман тылĕнчен пире минометсемпе пеме пуçларĕç. Минăсем çывăха ÿкеççĕ. Иккĕмĕш ретри окопсенчен те нимĕçсем переççĕ. Унта нимĕçле çилĕллĕн каланă команда сасси янăрать. Аманнисем кăшкăрни илтĕнчĕ. Манăн сулахай алăри пÿрнене темскер пĕçертрĕ. Цепь тăрăх каялла чакатпăр тесе пĕлтерчĕç. Аманнисене хăвармалла мар. Эпир, кĕçĕн лейтенантпа, пĕр-пĕринчен аякка каймасăр пыратпăр. Перкелешсе, каялла чакрăмăр та тĕмсем хыçне пытантăмăр. Анчах кунта та пульăсем шăхăраççĕ, çавăнпа упаленсе хамăр окопсем патне çитрĕмĕр. Нимĕн çинчен те шухăшлас килмест, хăлхара çапăçу шавĕ анчах тăрать. Çитменнине тата, мана пăшăрхантарса, манăн ентешсем иккĕшĕ те аманнă: Поликарпăн кăкăрне витĕр шăтарнă, Никонăн пилĕкĕнчен аяларах осколок шăтарса кĕнĕ. Рота командирĕ Павлов капитан аманнă. Автомат черечĕ унăн сулахай пит çăмартине лексе тăватă шăлне çапса кăларнă. Унăн ординарецĕн чĕркуççийĕ ваннă. ПТР ротин йывăр аманнă командирне çапăçу хирĕнчен илсе тухайман, халсăр пĕчĕк Дралюк старшинана, мина ванчăкĕпе купарчинчен аманнăскере, сĕтĕрсе тухнă. Аманнисем тата пурччĕ, вĕсен суранĕсене санинструктор çыхса ячĕ. Сусăрланнисене пурне те пĕр тăхтаса тăмасăр санитари машинипе çар госпитальне ăсатрĕç. Нумайăшĕ вилнĕ, вăл шутра юрăçă та.


Мана çак ыйту асаплантарать: мĕншĕн пире артиллери персе пулăшмарĕ? Тупăсемпе минометсем пирĕн пур. Кунта минометсенчен вăйлă персе тăма пулатчĕ.


Çав атакăра те пуля, те осколок сулахай алăри ятсăр пÿрне чĕрнине хăйпăтса кайрĕ. Санинструктор сурана çыхса ячĕ те мана санчаçе ăсатрĕ.


- Сурана лайăх тасатса çыхса яччăр, унсăрăн аллу шыçма пултарать.


Санчасть Никольскинче вырнаçнă. Унта вăрман витĕр километр çурă утмалла. Пырса çитрĕм. Вăл уйрăм çуртсенчен пĕрне йышăннă. Инъекци турĕç, сурана тасатса çыхса ячĕç, пĕр кунтан тата тепĕр хут тĕрĕсленме килмелле тесе асăрхаттарчĕç. Ыратни иртме пуçларĕ. Каялла вăрман патне тухакан урампа пыратăп. Турăçăм! Тылра халăх мĕнле нумай. Маншăн ку - инçетри тыл. Чунра канăçсăр, вăрман хыçĕнче кĕмсĕртетет - артиллери перкелешĕвĕ.


Кунта вара хорпа юрă тăсса ячĕç:

«Броня крепка и танки наши быстры,

И наши люди мужества полны.

В строю стоят советские танкисты,

Своей великой Родины сыны».


Офицерсен ушкăнĕ - вунна çывăх çын - юрлать. Аслă офицерсем те пур, суйласа илнĕ пек вăрăм пÿллĕ, çамрăк, тăпăл-тăпăл, медицина службин капитанĕн погонĕсемлĕ яштака пÿ-силлĕ чипер хĕрарăм умĕнче тупăшса юратакансем евĕрех. Вĕсен погонĕсем çинче танкистсен эмблемисем. Кăкăрĕсем çинче орденсемпе медальсем. Малалла вĕсемпе нимĕн те пулмассăнах, вăрçă вĕçлениччен тылра ирттерсе наградăсем илессĕнех туйăнать. Курăнать, пĕрремĕш хут мар юрлаççĕ. Пĕрле юрлама лайăх вĕреннĕ.


Анчах ăçта-ха вĕсем, пирĕн танксем? Тĕрĕс, пирĕнтен çурçĕререх, Прохоровка таврашĕнче, икĕ енчен те темиçешер пин çар машини хутшăнса халиччен пулман танк çапăçăвĕсем çинчен илтнĕччĕ. Хамăрăн танксене эпир курман-ха.


Мана икĕ артиллерист, старшинапа сержант, тытса чарчĕç. Эпĕ ăçта кайнипе интересленчĕç.


- Малти линие. Санчаçе алла çыхтарма кайрăм.


- Ăçта амантрĕç?


- Атакăра пултăмăр.


- Пирĕн пата кĕр, чей ĕçĕпĕр, - калаçма юратакан сержант пирĕн умри çурта кĕме чĕнет.


Хапхаран вăтам çулсенчи хĕрарăм килсе тухрĕ, вăл та чĕнет. Тирпейлĕ пуçтарнă пÿлĕме кĕтĕмĕр. Пурте сĕтел хушшине ларатпăр, чей ĕçетпĕр. Сержант каллех ыйтать:


- Ăçтан эсĕ?


- Пушкăртран.


- Çапăçура пĕрне вĕлерсен, мусульмансем пурте ун тавра чĕркуçленсе ларса уншăн хÿхлесе йĕреççĕ, çав вăхăтра тепĕр снарячĕ шăпах пуççапакансен варрине ÿкет те çурăлса вĕсене пурне те вĕлерет теççĕ, - каласа парать сержант.


- Пĕрремĕшĕнчен, эпĕ мусульман мар, сирĕн пекех православи христианĕ. Иккĕмĕшĕнчен, çак халапа пуçласа илтместĕп. Çур çул ытла фронтра пулса, çавăн пеккине пĕрре те курман. Сире намăс мар-и пĕлсе тăрса çук сăмахсем сарма?


- Ну, - темскер калама хăтланать сержант, çакăн пек хурав кĕтменскер.


- Ну мар, тĕрĕсех. - Эпĕ тăтăм та кайма хатĕрлентĕм. - Эсир вара малти линие кайăр, çавна хăвăр куçăрпа курса ĕненĕр. Атту эпĕ куратăп, кунта сирĕн, малти линипе танлаштарсан, инçетри тыл. Эсир вĕсем çинчен шутланă пек нацменсем-и вĕсем. Пирĕн ротăра личнăй составăн çурринчен ытларахăшĕ нацменсем, вăл шутра эпĕ те. Пире атака умĕн артхатĕрленÿ шантарчĕç. Мĕншĕн пире артиллерипе пулăшмарăр?


- Команда пулмарĕ.


- Тавтапуç çăкăр-тăваршăн. Сывлăх тата ăнăçусем сире. Сывă пулăр, - тетĕп эпĕ сывпуллашса.


- Сывă пул салтак. Турă сыхлатăр сана, - тет кил хуçи хĕрарăмĕ.


Старшина чĕнмест, вăл ăслăрах пулса тухрĕ.


Тепĕр кунхине кăнтăрла тĕлнерех пирĕн пата кĕске вăхăтлăх курсран (Павлов капитан мана та унта ярасшăнччĕ, анчах эпĕ килĕшмерĕм) икĕ çамрăк кĕçĕн лейтенант килсе çитрĕ. Вĕсемпе пĕрле пополнени - пилĕк çамрăк салтак. Пурте хĕçпăшалсăр, салтак ăпăр-тапăрĕ чикнĕ кутамккапа анчах. Батальон штабне шыраççĕ. Эп вĕсене унта ăсатса хăвартăм та хамăрăннисем патне таврăнтăм.


Çав вăхăт тĕлне ротăра тахăшĕ вил ÿсĕр пуличчен ĕçсе лартнă. Эрехе ĕнерхи строевой запискăпа пĕтĕмпех илнĕ курăнать, паяна вара пирĕнтен çурри кăна тăрса юлнă. Колесников старшина шăв-шав çĕклерĕ. Пуçĕ çийĕн автомат çĕклесе траншейăран сиксе тухрĕ те кăшкăрса ячĕ:


- Малалла! Атакăна!


Нимĕçсем çав шăв-шава хирĕç тÿрех минометсенчен пеме пуçларĕç. Йĕри-тавра минăсем çурăлаççĕ. Эпĕ тÿрех чи малтан тÿр килнĕ аппареле сикрĕм. Пеме чарăниччен кĕтрĕм. Унтан боецсем пухăннă траншея патне пытăм.

Старшина çĕр çинче йынăшса выртать. Мина унпа юнашарах тенĕ пек çурăлнă та унăн икĕ урине те хуçнă. Ку шăпах Гатищĕре Нина ятлă хĕре персе вĕлернĕ старшина. Урисене жгут хурса çыхса, санинструктор ăна санчаçе ăсатрĕ.

Çав каçах эпир хурлăхлă хыпар илтĕмĕр: батальон командирĕ вилнĕ. Штабистсем вăрман уçланкинче ларнă пулнă. Унтах раци ĕçленĕ. Нимĕçсем вара радиостанци ăçта вырнаçнине радиопеленгаторсем пулăшнипе палăртнă. Снаряд раципе юнашар ÿкнĕ.


Тепĕр кунхи ир пирĕншĕн кĕтменлĕхпе пуçланчĕ: çĕрлехи тĕттĕмре пире хирĕç тăракан нимĕçсем йышăннă позицине хăварнă. Каяççĕ. Пирĕн ротăна çĕнĕ участока куçарчĕç, анчах вăраха мар. Эпир чакса пыракан тăшмана йĕрлеме хатĕрччĕ. Вăрмантан çур километра тухрăмăр та цепь туса салантăмăр. Таса хирте эпир мĕнле сахалăн юлни лайăх курăнать. Пирĕн рота иккĕмĕш эшелонра пулса тухрĕ, тепĕр икĕ рота пиртен маларах кайнă, тен, чакса пыракан тăшмана хăваласа та çитнĕ пуль. Сĕвек сăрт айккипе рота Разумная юханшывĕн сарлака йăлăмне пырса çитрĕ. Кунта вăл лару-тăрăва тĕпчесе пĕлме чарăнчĕ. Çакăнтан ăçта-тăр пĕр километрта пире хирĕç чылай чăнкă ту айкки, ун тăрăх пĕр ретлĕ ял урамĕ тăсăлса выртать. Топографи картти çинче Разумная ялĕ тесе палăртнă. Хытă аркатнă, çуртсен тĕпсакайĕсенче тата путвалĕсенче нимĕçсем ДОТсем тунă пулнă.


Çапăçу кунта паян пулса иртнĕ, вăл нумай совет салтакĕн пурнăçне илсе кайнă. Пирĕн тапăнса пыракан пехотăна артиллери вăйлă персе тăнă: пысăк лаптăкра кашни тăваткал метрта тенĕ пек снарядсем çурăлнипе пулнă шăтăксем курăнаççĕ.


Ял хыçĕнче рота сăрт тăрăх пычĕ, унта халĕ те автомат черечĕсем шатăртатни илтĕнсе тăрать. Рота командирĕ телефонистсемпе пĕрле снаряд тÿрĕ пырса лекнипе çĕмĕрсе тăкнă блиндажа вырнаçрĕ. Хăйĕнпе пĕрле мана тата эпĕ пĕлекен каччăна, Гатищĕре мана блиндаж тума пулăшнă Хисамова, хăварчĕ. Профессийĕпе вăл платникчĕ. Эпĕ Суров мĕншĕн çак позицире юлнине ăнланмарăм. Тăшман мĕнле кăна хирĕç тăрсан та, ăна пирĕн командир хутшăнмасăрах çапса аркатрĕç. Ротăсем сăрт хыçнелле кайрĕç. Суров аслă лейтенант Хисамова Сакимназарова тупса рота тăшмана малалла йĕрлесе кайтăр тесе калама приказ парать. Акă ку çапăçăва ертсе пыни: маншăн çак приказ кулăшла пек туйăнчĕ - хăйĕн çивĕчлĕхĕпе вăл нумай кая юлчĕ. Анчах Хисамов, сылтăм аллине йăтса, каялла килет. Ал тупанĕ ăна снаряд ванчăкĕ пырса çапнипе хуралса кайнă. Халĕ манăн каймалла.
Читайте нас: