Пур хыпар та

Вутлă пĕкĕре е 54 кун вут-çулăм айĕнче

Аслă Çĕнтерĕвĕн 74 çулĕ çитнĕ май вулакансене А. Федоров ветеранăн вăрçă çинчен асаилĕвĕсемпе паллаштаратпăр.

Курск пĕккинчи çапăçусене мĕн пуçласа вĕçне çитичченех хутшăнса, эпĕ мĕнпур çарсен çухатăвĕнчи хисепрен 70 проценчĕ пехотинецсем пулнине курса ĕнентĕм. Пехота оборонăра тăнă чухне тăшман артиллерийĕн вут-çулăмĕ, авиаци тăкакан бомбăсем айĕнче, наступление кайнă вăхăтра атакăсенче пинĕ-пинĕпе пĕтнĕ, хыпарсăр çухалнă.


Ахаль салтак çинчен тĕрĕссине хăйĕнсĕр пуçне камах çырма пултарĕ. Тăшманпа куçа-куçăн тĕл пулнă вăхăтри, атакăна кайнă чухне е тăшман тапăнăвне сирсе янă чухнехи шухăш-туйăма кам уçса пама пĕлĕ? Салтак мĕн чăтса ирттернине, вăрçăра мĕн çинчен шутланине, хăй куçĕпе мĕн курнине хăйĕнсĕр пуçне никам та пĕлмест-çке.


Фронтри пурнăçа сăнланă чухне, тен, вулаканшăн тем çĕннинех уçаймăп, çапах та хам тÿссе ирттернине пĕр пытармасăр каласа кăтартма тăрăшăп. Иртнĕ вăрçă чăнлăхне уçăмлатакан хайлавăм çапăçу хирĕнчен тухайман çĕршер те пиншер пехотинец-салтак умĕнче пуçăма тайни вырăнне пултăр.


Александр ФЕДОРОВ.


Вутлă пĕкĕре е 54 кун вут-çулăм айĕнче


1943 çулхи июлĕн 5-мĕшĕ. Эпĕ самолет кĕрленипе вăранса кайрăм. Çĕрпÿртрен чупса тухрăм. Пирĕн çирен «Ил-2» штурмовиксен эскадрилйи вĕçсе иртсе пырать. Уяр кун, пĕрремĕш хĕвел пайăркисем курăнчĕç. Пурте ура çинче, куçсем тĕмсĕлсе пĕтĕм тавра кĕмсĕртетнĕ, тÿпе тĕттĕмленнĕ, артиллери пĕр минута та чарăнса тăман еннелле пăхаççĕ.Эпĕ пирĕн самолетсем çавăн пек йышлăн вĕçнине пĕрремĕш хут куратăп. «Ил»сем эскадрилйăсемпе вĕçеççĕ, вĕсене хамăрăн истребительсем ăсатаççĕ. Пĕрисем çапăçусем пыракан çĕре васкаççĕ, теприсем - каллех бомбăсем, реактивлă тата тупă снарячĕсем тиеме аэродрома. Вĕсенчен чылай çÿлте, пикене кĕрсе, бомбăсем пăрахакан бомбардировщиксем пыраççĕ. Тулли армада.


Анлă фронтпа, тен, темиçе фронтра пĕр вăхăтра, çын вăйĕсен пĕтĕм потенциалĕпе тата пухăннă пĕтĕм хĕçпăшалпа кĕтмен çĕртен çапăçу пуçланас шиклĕх пирте ялан пурччĕ. Эпир каярах пĕлнĕ тăрăх, 5 сехет те 30 минутра нимĕçсем Курск пĕкки таврашĕнче наступлени пуçланă. Эпир кураканни Белгород хули таврашĕнче пырать. Кунтан тÿрĕ çулпа унта çитме 40 километр ытларах. Пирĕн фронтра халлĕхе шăп.


Пире 800-шер штук автомат патронĕ, 10-шар граната, противогаз, типĕ паек, махорка пачĕç, фляжкăсене шыв тултартăмăр. Шинельсене скатка туса чĕркерĕмĕр. Пирĕн ыран марш-бросок тумалла пулни çинчен асăрхаттарчĕç, çавăнпа 22.00 сехетре отбой пĕлтерчĕç. Июлĕн 6-мĕшĕнче пире илĕм-тилĕм тăратрĕç. Эпир хăвăрт кăна çăвăнса апатлантăмăр. Ротăсемпе тăрса тухрăмăр та кашни тулли çар хатĕрĕпе çула тухрăмăр.


Типĕ шăрăх çанталăк тăратчĕ - утма йывăр пулчĕ. Фронт линийĕпе параллеллĕ çулпа пытăмăр. Нимĕçсен истребителĕсем мăшăрлăн курăнкалаççĕ, анчах пире пемеççĕ. Ахăртнех, разведка вĕçевĕсем пулчĕç. Анчах пысăк çÿллĕшĕнче бомбежка хыççăн истребительсемсĕр таврăнса пыракан 50 штук «Бастон» курăнсан, вĕсем хыççăн икĕ «мессершмитт» ерсе кайрĕç те строя вĕçлекен самолетсене пеме пуçларĕç. Вĕсенчен иккĕшне персе лектерчĕç, самолетсем çĕр çине ÿкрĕç. Кашнинчен парашютпа виçшер летчик сикрĕ. Шел пулин те, вĕсенчен пĕрин парашючĕ пĕтĕмпех уçăлмарĕ, пĕтĕрĕнсе пĕтнĕ кантрисем çинче çапкаланчĕ. Ытти пиллĕкĕшĕ йĕркеллĕ анса ларчĕç.


Колоннăн пуçĕ те, вĕçĕ те курăнмасть. Вăл темиçе километра тăсăлнă. Пĕр пĕтĕм дивизи утать, ун чухне 15 пин çынран кем мар тетчĕç. Кашни сехетрен вăл çапăçусен вырăнне çывхарса пычĕ. Унта ĕнтĕ пурте хутшăнса кайнă - артиллери канонади, «Катюшăсен» снарячĕсем çурăлни, самолетсем вĕçĕмсĕр кĕрлени. Тăтăш кĕрлев тăрать. Тÿпене мăкăрланса хăпаракан тĕтĕмпе тусан вăхăт-вăхăт хĕвеле хупласа хураççĕ.


Пыра-пыра халтан ÿкрĕмĕр, апат та пулăшмасть, фляжкăри шыва та тахçанах ĕçсе пĕтернĕ. Лайăх-ха, каç енне сулхăнлатрĕ, хĕвел аниччен эпир Белгород тăрăхĕнче вырнаçнă Никольское ялĕ патне пырса çитрĕмĕр. Кунта эпир И.С.Конев генерал-полковник ертсе пыракан Степной фронтăн варринче пулса тухрăмăр. Эпир пĕр кунта 60 километр иртнĕ тесе пĕлтерчĕç.


Белгород патĕнче совет çарĕсен оборонине татса, тăшман çапăçусемпе 15 километр куçнă, халĕ вăл çакăнтан 2-3 километрта тăрать. Хăвăрт кăна каçхи апат турăмăр, тăраниччен чей ĕçрĕмĕр - ăша кантартăмăр.


Пирĕн задача - тăшман малалла куçассине чарса хумалла, контрнаступление хатĕрленмелле...

Полк батальонĕсем Никольское хыçĕнчи вăрман хĕрринелле тухрĕç. Приказсене çурма сасăпа параççĕ. Çывхарса килекен тăшманпа çапăçăва кĕме хатĕр ротăсемпе взводсем позицисем йышăнчĕç. Малта, вăрман ăшĕнче, кĕске автомат черечĕсем илтĕнеççĕ. Унта нимĕçсем вăрмана тĕрĕслеççĕ. Анчах хăвăрт тĕттĕмленчĕ, çакăн пек условисенче атакăна кайнин усси çук. Разведчиксемпе çĕрлехи дозорсем çеç малалла кайрĕç.


Кăнтăрла хĕрÿ хĕвел айĕнче утни боецсене халтан ячĕ, ывăннăскерсем йывăç вуллисем çумне тĕшĕрĕлчĕç те сĕнксе ларчĕç. Чĕре çав самантра çывăхра хăратса тăракан хăрушлăх çуккине систерчĕ. 10-15 минут тĕлĕрсе илетĕн, ывăннипе хупăнакан куçсене вăйпах уçма хăтланатăн, анчах ыйăх каллех çĕнет. Тĕлĕкри пек таçта аякра, йывăçсен тăррипе вăйсăр çутăсем çиçеççĕ, анчах аслати кĕмсĕртетни илтĕнмест. Кайран çавă нимĕçсем яракан çутатакан ракетăсем пулнине ăнланса илтĕм. Вĕсем вырăссем çĕрле пырса тапăнасран хăраççĕ.


Пире, çывăраканскерсене, командăсăр, шăв-шавсăр вăратрĕç.Тăшманпа пĕр-пĕрне пырса çапăнмасăр пеме юрамасть тесе асăрхаттарчĕç. Пĕр-пĕринчен юлмалла мар. Пирĕн хыççăн вăрман çулĕпе икĕ лаша танксене пĕтермелли 45 миллиметрлă тупă сĕтĕрсе пыраççĕ. Тапăнакансен цепĕ халлĕхе лайăх пырать-ха. Анчах, акă, сылтăм флангра автоматсен черечĕсем илтĕнеççĕ. Вăрман тÿрех шавпа, шăтăртатнисемпе, çурăлакан гранатăсем вăйлă шартлатнипе тулчĕ.


Пирĕн хыçра сирпĕнни илтĕнсе кайрĕ, лашасем кĕçенсе ячĕç. Пирĕн артиллеристсем хăйсен туппипе тăшман урапа йĕрне хунă мина çине пырса кĕнĕ иккен. Тупă лафечĕн сулахай кустăрми взрывпа татăлса çÿлелле вирхĕнсе ÿкнĕ май хуçăк туратран çакăнса тăнă. Туппа стройран кăларнă. Расчетпа лашасене нимĕн те пулман.
...Мотор кĕрленине илтрĕмĕр те пуçланакан кун сĕмлĕхĕнче палламан техника мĕлкине куртăмăр. Ба! Шăпах Хĕрлĕ Çара хĕçпăшаллантарнă БА-64 бронеавтомобиль. Вăл пире пулеметран пеме пуçлать. Башня люкĕнчен çын кĕлетки тăсăлса тухать те, сулса ярса, вăрăм йывăç авăрлă нимĕç гранатине ывăтать.
- А ну, ăшши пар вĕсене! - пĕтĕм сасăпа вырăсла кăшкăрать вăл, ахăртнех, пире хăратма хăтланса. Анчах хăракан пулмарĕ. Маттур, пэтерэвецсем. Вĕсем пĕрре персех броневика лектерчĕç - мотор шăпланчĕ. Сых ятне броневик еннелле персе, ун патне ыткăнатпăр. Унта никам та çук ĕнтĕ. Айккинчи аялти люк уçă, экипаж çавăнтан тухса чăтлăха чăмнă. Пĕр иккĕленмесĕр, вĕсем власовецсем пулчĕç. Волчанск патĕнче те пире хирĕç тăчĕç вĕсем, халĕ вĕсене кунта куçарнă.
Пирĕн цепь, пеме чарăнмасăр, малалла тапăнса пырать. Пĕтĕм вăрмана тĕрĕслесе тухмаллаччĕ. Часах пĕр совхозăн хуралтисем таврашĕнче вăрман хĕррине пырса тухрăмăр. Кунта хĕвел çутататчĕ ĕнтĕ. Мĕн чухлĕ вăхăт иртнĕ-ши? Ахăртнех, пĕр сехетрен сахал мар.
Таса хирте тăшман оборона йышăннă. Пире вăрман хĕрринче оборона йышăнма приказ пулчĕ. Пирĕншĕн эпир тăшманпа пĕрремĕш хут тĕл пулни çухатусăр иртмерĕ. Пирĕн рота командирĕ ертсе пыракан ушкăнра иккĕн аманнăччĕ, иккĕмĕш взвод командирĕ Соколов лейтенант вилчĕ, вăл нумай пулмасть госпитальтен сывалса тухнă хыççăн фронта иккĕмĕш хут килнĕччĕ. Вилнĕ офицера тата аманнисене тыла ăсатрĕç.
Рота командирĕ хăйĕн ординарецне çар кухнине чĕнме ярать, эпир хамăр оборона йышăннă вырăна тĕпчетпĕр. Кунта иккĕмĕш е виççĕмĕш эшелонăн оборона линине хатĕрленĕ пулнă. Окопсене траншейăпа пĕрлештернĕ, вĕсен хыçĕнче çар техники кĕрсе пытанма сĕвек вырăнпа кĕмелли аппарель-окопсем чавнă. Территори тăрăх маскăсем, противогазсем, телогрейкăсем тата ытти япаласем сапаланса выртаççĕ. Пĕр вырăнта пĕр-пĕринчен аякра мар нимĕçсен ултă вулăллă миномет снарячĕн çурăлса саланнă цилиндр евĕр корпусĕсем выртаççĕ. Апла пулсан, кунта ĕнер çапăçу пулса иртнĕ.
Эпир ăшăх окопсене йышăнтăмăр та тарăнлатма пуçларăмăр. Çакă ытла ансатах та мар иккен: окопсен тĕпĕнче талккишпех йывăçсен çăра тымарĕсем явăнса выртаççĕ, вĕсене пĕчĕк кĕреçепе касса татма çук. Никольскине саперсем патне пулăшу ыйтма кайма тиврĕ. Тăшман çапăçу пуçлама хăтланса пăхмарĕ: ахăртнех, хăйне хирĕç мĕнле вăй тăнине ăнланса илчĕ.
Пирĕнпе нимĕçсем хушшинче икçĕр метртан ытла мар. Нейтраллă тăрăхра тĕмсем нумай, кăнтăрла та, çĕрле те унта, тăшмана пĕрмай сăнаса тăрас тесе, виçшер боеца дозорнăйсем туса тăрататчĕç.
Ĕнерхи марш тата паянхи çĕр чавнă ĕçсем пире ывăнтарса ячĕç, каç пулнă тĕле салтаксем ураран ÿкрĕç. Эпир, эпĕ тата манăн туссем Никонпа Поликарп, юнашар окопсене йышăнтăмăр. Граната тултарнă ещĕксем кÿрсе килчĕç те кашни отделенине пĕрер пачĕç. Павлов капитан гранатăсене хĕрхенме хушмарĕ, вăрманта кăшт чăштăртатнине илтсен те граната пăрахма хушрĕ.
Июлĕн 12-мĕшĕнче пирĕн Степной фронт çарĕсем контрнаступление каясси çинчен сăмах пулчĕ. Г.К.Жуков хăйĕн «Асаилÿсемпе шухăшсем» кĕнекинче çапла çырать:
«Степной фронт çине чылай пысăк шанăç хунăччĕ. Унăн тапăнакан тăшмана шала татса кĕме памалла марччĕ, пирĕн çарсем контрнаступление куçсан унăн задачи пирĕн çарсем пырса çапакан вăя шалтан ÿстерессиччĕ... Мĕншĕн тесен Степной фронтăн çарĕсем умĕнче тăшманăн оборони вăйлăрахчĕ, тарăнччĕ».
Халлĕхе командовани разведданнăйсем пухатчĕ. Эпир те тăшмана „хыпашласа пăхма” хатĕрленнĕ пек туйăнать. Пулас атака çинчен эпир те калаçатпăр, анчах чи кирли - хамăрпа мĕн те пулин пуласси - çинчен калаçмастпăр е сасăпа калама хăратпăр. Боецсенчен пĕри, Одессăран пулас, ялан юрăсем юрлать:
«Эх, Андрюша, нам ли быть в печали,
Пой, играй, гармонь, на все лады,
Чтобы горы заплясали,
Зашумели зеленые сады».
Çиччĕмĕшĕнче пире кунне 100 грамм эрех пама пуçларĕç. Тĕрĕс, эпĕ хам та, манăн туссем те ĕçместтĕмĕрччĕ, хамăрăн порцисене ĕçме кăмăл пуррисене параттăмăрччĕ, çавăн пеккисем ватăраххисем хушшинче тупăнатчĕç.
Çак кунхине рота командирĕ телефонпа калаçса илчĕ те пире артхатĕрленÿ хыççăн атакăна каятпăр тесе пĕлтерчĕ. Пурте хатĕрленме пуçларĕç, мана капитан иккĕмĕш взвод вырнаçнă вырăна взвод командирне пирĕнпе пĕрле атакăна çĕкленме хушнă приказа пама ячĕ. Пирĕн взводсем хушшинче виççĕр метртан кая мар. Çак хушă урлă тăшман систермесĕр пирĕн тыла куçма, пире хыçалтан пырса çапма пултарнă.
Эпĕ таврăннă çĕре пурте хатĕрччĕ ĕнтĕ, вăл шутра танксене пĕтермелли пăшалсен ротин командирĕ, аслă лейтенант, çÿллĕ, кăшт мăранрах, 27 çулсенчи çын. Унăн ротин расчечĕсене батальонăн мĕнпур подразделенийĕсене панă, унăн вĕсене пăхса тăмалла, пирĕнпе пĕрле атакăна каймалла мар.


(Малалли пулать).
Читайте нас: