Пур хыпар та

Пирĕн чĕресенче упранĕç

Радий Хабиров вăрçăра пуç хунă Аургазă каччин Геннадий Журавлевăн ашшĕпе амăшне „Совет çарĕсене Афганистанран кăларнине 30 çул çитни” юбилей медалĕ панă

ПР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Радий Хабиров „Торатау” Конгресс-холра çар ĕçĕсене хутшăнса пуç хунисен ашшĕ-амăшĕсене тата тăванĕсене асăнмалăх медаль панă.


- Афганистанри событисене пирĕн республикăран 10 пине яхăн çын хутшăннă. Тăван Пушкăрт çĕрне 343 герой таврăнайман. Вĕсем пирĕн чĕресенче яланах упранĕç, - тенĕ вăл пухăннисене.


Асăнмалăх юбилей медалĕпе Геннадий Журавлевăн ашшĕпе амăшне – Исмагил ял тăрăхĕнчи Покровка ялĕнче пурăнакан Валентин Алексеевича тата Надежда Васильевнăна – наградăланă.


Аургазă яшне 1981 çулта çара илнĕ. Вĕренÿ хыççăн Афганистана куçарнă. Штурмлакан десант ротин составĕнче пирĕн ентеш пăлхавçăсен отрядне аркатса тăкма хутшăннă. Хисарак поселокĕ çывăхĕнчи çапăçура унăн БМП мина çине пырса кĕрсе сирпĕннĕ. Хăюлăхшăн тата паттăрлăхшăн Г. Журавлева Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă (вилнĕ хыççăн). Ăна тăван ялĕнче пытарнă.


Совет çарĕсене Афганистанран кăларнине 30 çул пулнă кунхине Толбазă ялĕнче те асăну мероприятийĕсем иртрĕç. Ветерансем интернационалист воинсен палăкĕ умне чечексем хучĕç. Историпе краеведени музейĕнче вĕсем район центрĕнчи шкулсенче вĕренекенсемпе тĕл пулчĕç, „Афган вăрçи ентешсен шăпинче” çĕнĕ кĕнекепе паллаштарчĕç. Афганец воинсене хисеплесе Культура керменĕнче пысăк уяв концерчĕ иртрĕ.


Справка
Пирĕн районти 160 яш ача Афганистан Республикинче хăйсен интернационаллă тивĕçне пурнăçланă. Çав шутран виççĕшĕ – Геннадий Валентинович Журавлев (Покровка ялĕ), Ильгиз Миниахметович Газиев (Кăрманай ялĕ), Владимир Сергеевич Кузьмин (Эмçе ялĕ) вăрçăран таврăнман. Халĕ районта Афган вăрçин 75 ветеранĕ пурăнать.
Читайте нас: