Çак кунхине Толбазă ялĕнче асăнмалăх мероприятисем иртрĕç. Афганистанра пулнă ветерансем интернационалист воинсен палăкĕ патне чечексем хучĕç, историпе краеведени музейĕнче район центрĕнчи шкулсенче вĕренекенсемпе тĕл пулчĕç, районти ветерансен Союзĕн уйрăмĕн активисчĕсем тин çеç пичетлесе кăларнă „Афганская война в судьбе земляков” çĕнĕ кĕнекен презентацине ирттерчĕç.
Афганецсене чысласа Культура керменĕнче уяв концерчĕ иртрĕ.
Çавăнтанпа вăтăр çул иртнĕ пулсан та, килĕсене таврăнман салтаксен тăванĕсемпе çывăх çыннисен чĕрисенче ырату лăпланман. Афган вăрçи яланлăхах тÿрленми суран пулса юлĕ.
Афганистанра службăра пулнисен асаилĕвĕсемпе район хаçачĕн страницисенче паллашăр.