Аургазă хыпарçи
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Бишкаин „блокадникĕсем”

Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче Бишкаин ялĕнче Ленинградран килнĕ блокадниксен çирĕме яхăн çемйи пурăннă.

1942 çулхи çуркунне блокадăри Ле¬нинградран çынсене Ладогăпа паро¬ходсемпе эвакуацилеме пуçланă, унтан поездсемпе – Урал тăрăхне, Çĕпĕре. Хĕвелтухăç еннелле ерипен пыракан эшелонсем час-часах бомбежкăна лекнĕ. Пынă чухне хула çыннисем мĕн чухлĕ инкек, çухату курнă, чунтан пăлханнă, йывăрлăх тÿснĕ!
Нумай хĕн-асап тÿснĕ Ленинград çыннисемпе çакăн пек эшелонсенчен пĕри апрель вĕçĕнче Белое Озеро чу¬гун çул станцине килсе çитнĕ. Халран кайнă, выçă ачасене тата çитĕннисене Аургазă тата Гафури районĕсенчи ялсе¬не янă. Фашистла пÿтсĕрсенчен хăтăлнă ачасем, хĕрарăмсем тата стариксем район центрне, Толбазă ялне, çуран кайнă. Пĕрремĕш хут Бишкаинта чарăнса тăнă. Вĕсен шутĕнче Нева çинчи хулари ача çурчĕсенчен пĕрин воспитателĕпе пĕрле вунă-вуникĕ çулсенчи 25 арçын ача та пулнă. Хыткан, начаркка! Ÿчĕсем çинче кăрчанкă тата цинга йĕрĕсем, тăтăшах шăнса чирленипе çăпансем. Шыçăннă, кăвакарса кайнă урисем, алă пÿрнисем. Нумайăшĕ шăлсăр. Вĕсем цингана пула ÿкнĕ. Асапланса çитнĕ, анчах вĕсен парăнман чун хавалĕ тĕлĕнтернĕ! Вĕсем Бишкаин ялĕн çыннисем умĕнче чĕрĕ скелетсем евĕрлĕ тăнă.
Ял çыннисем мунча хутса янă, вĕсен тумтирĕсене çунă, пурне те апат çитернĕ. Ачасем яшкана сĕтел хушши¬не икĕ хут ларса çинĕ: малтан шÿрпине, каярахпа – çăрараххине. Унсăрăн вар апата шăрантарайман. Çăкăра вăраххăн чăмланă. Шел пулин те, çак ачасен малалли шăпи паллă мар. Вĕсене лавсемпе Толбазăна илсе кайнă. Бишка¬ин ялĕнче 20 яхăн çемье юлнă. Вĕсем - ватă арçынсем, ачаллă хĕрарăмсем. Пĕр тулли çемье – Столяровсем – пулнă. Упăшкипе арăмĕ ял магазинĕнче ĕçленĕ. Вĕсен хĕрĕ Аля вунă çулта пулнă, ывăлĕ Дима – çиччĕре. Иккĕшĕ те шкула çÿренĕ, чăваш сăмахĕсене калама хăвăрт вĕреннĕ. Бишкаинта çаплах Ленинградри институтсенчен пĕрин деканĕ, педагогика наукисен докторĕ, профессор Василий Чимирганский те пурăннă. Çар врачĕ, медицина службин отставкăри полковникĕ Петр Гридишков ултмăлтан иртнĕ пулнă. Ял çыннисем Чимирганскине „декан-тикан” хушма ят панă. Вăл питĕ хыткан тата лутра пÿллĕ пулнă. Ял çыннисем ленинградсене Шурă ту патĕнче ана суханĕ тата ыхра ÿсни çинчен каласа панă. Вĕсем - нумай чиртен хăтаракан витаминсем. Блокадниксем вĕсене пуçтарса çинĕ, котелоксенче пултăранран, вĕлтĕренрен, тĕрлĕ курăкран техĕмлĕ шÿрпе хатĕрленĕ. „Декан-тикан” вара хăйне валли хÿшĕ туса çу тăршшĕпе вăрманта тăранса пурăннă. Вĕренÿ çулĕ пуçлансан шкулта истори тата географи вĕрентме тытăннă. Анчах профессор часах вилсе кайнă. Чирсенчен сывалайман. Ăна ял масарĕнче пытарнă. Вилес умĕн вăл Столяровсене хăйĕн вилтăприйĕ çинчен тăпра илсе Пи¬скарево масарĕ çине илсе кайма ыйтнă. Унăн сунăмне пурнăçланă.
Столяровсен хĕрĕ Алевтина Сергеевна пĕр класра вĕреннĕ Раиса Герасимовапа вăрахчен çыру çÿретнĕ. Унăн çырăвĕсенче мĕн чухлĕ ăшă, тав сăмахĕсем пулнă!
Петр Гридишков медпункт заведующийĕ пулса ĕçленĕ, питĕ лайăх специалист пулнă. Анчах вăл та 1945 çулхи майăн пĕрремĕшĕнче сасартăк вилсе кайнă. Çар врачĕ юлашки вăхăтра час-часах çапла каланă: „Часах вăрçă вĕçленĕ. Киле, Фонтанкăна, кайăп”. Анчах çавна пурнăçланма пÿрмен. Ăна та Бишкаинта пытарнă.
А. ИВАНОВ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Читайте нас: