Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Порт-Артур паттăрĕсем

Крепоçе Япони самурайĕсенчен паттăрла хÿтĕлеме пуçланине 115 çул пулать.

Япони флочĕ 1904 çулхи январĕн 27-мĕшне çĕрле Порт-Артур çывăхĕнче рейдра тăракан вырăс эскадрине атакăланă. Пирĕн çарсем порта çĕр çинчен хÿтĕлекен Квантун укреплени районĕнче пухăннă. Крепость задачи вырăс флотне тинĕсрен тапăнассинчен хÿтĕлесси пулнă.


Порт-Артурăн çыран фрончĕ 15 километра тăсăлнă. 100 ытла тупă хатĕр тăнă. Тупăсем, тĕпрен илсен, пысăк калибрлисем пулнă. 20 пăтлă йывăр снарядсене ятарлă нÿхрепсенчен алă вĕççĕн йăтма тивнĕ. Артиллеристсем яштак, çÿллĕ, çирĕп ачасем пулнă. Вĕсем çумне 15 салтакран тăракан тупă команди çирĕплетнĕ. Расчетсенчен пĕринче Чăваш Хурамал каччи Василий Трофимов унтер-офицер тата Бишкаин ялĕнчи Иван Никитин дальномерщик-ефрейтор службăра тăнă. Трофимовăн артиллери расчечĕ пĕрремĕш залп парса, японсен крейсерне юрăхсăр тунă. Артиллерист Лăпкă океан флочĕн командующийĕн Макаров адмирал аллинчен 4 степень Георгий Хĕресĕ илнĕ. Шучĕпе иртсе кайнă японсен вăйĕсемпе тинĕсри çапăçура сиенленнĕ, пĕтĕмпе шăтса пĕтнĕ „Варяг” крейсер малалла çапăçнă. Японсем ăна тытса илме пултарнă. Вара командовани крейсера путарма шут тытнă. Паттăр карап мĕнле путнине çĕршер салтак сăнаса тăнă. Матроссем сăмсасăр картусĕсене хывса хĕрес хывнă. Хăйсен куççулĕсенчен вăтанмасăр макăрнă. Иван Никитин тăваттăмĕш хут аманнă, анчах вăл стройра юлнă. Тупă командирĕ Василий Трофимов та пĕр кун хушшинче икĕ хут – пуçĕнчен тата аллинчен – аманнă. Икĕ паттăр та 2 степень ылтăн Георгий Хĕресĕпе наградăланнă. Хупăрласа илнĕ Порт-Артур çывăхне выçлăх, цинга тата тиф çывхарса çитнĕ. Вăрçă пурпĕрех начар вĕçленесси паллă пулса тăнă. Вырăс çарĕ вăрçа хатĕр мар пулнă.


Офицерсен пĕлÿсĕрлĕхĕ, культурăсăрлăхĕ тата вĕсем хысна укçине вăрлани çав вăхăтри вăрçă тактикине алла илме май паман. Тип çĕр çинчи оборона начальникĕ Кондратенко генерал-майор япăх генералсемсĕр, офицер господасемсĕр пуçне тата вырăс халăхĕ те пуррине шаннă. Вĕсем – сăрă тĕслĕ шинель тăхăннă салтаксем тата хура тĕслĕ бушлатсемлĕ матроссем.


Вăл сентябрĕн 27-мĕшĕнче Порт-Артур крепоçĕн тип çĕр çинчи оборона çарĕсем тăрăх приказ кăларнă, унта çапла çырнă: „...Присяга тивĕçĕпе çеç мар, Инçет Хĕвелтухăçĕнчи порт Российăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнипе те крепоçе хăйсен пурнăçне шеллемесĕр, çине тăрса хÿтĕлеççĕ. Юлашки юн тумламĕччен, парăнасси çинчен шухăшсăр çине тăрса хÿтĕлеççĕ... Патшан, Раççей аннемĕрĕн шанăçне тÿрре кăларма тата Инçет Хĕвелтухăçĕнче вырăс хĕçпăшалĕн чапне тивĕçлипе хÿтĕлеме хамăрăн пĕтĕм вăя тата пурнăçа парар”. Анчах вăйсем тан мар пулса тухнă.


Порт-Артура японсене панăшăн крепость коменданчĕ Стессель генерал ытти айăплă çынсемпе суд умне тăнă. Порт-Артурăн сигнал мачти çинчи вырăссен çар ялавне антарса Япони ялавне çĕкленĕ.Тыткăна илнĕ салтаксене тата офицерсене çĕнĕ çул умĕн карапсемпе Японие ăсатнă. Вĕсене килне таврăнма Хĕрлĕ Хĕрес пулăшнă.


Василий Трофимова 1937 çулхи октябрь уйăхĕнче арестленĕ. Пушкăрт АССР НКВД тройкин постановленийĕпе айăпласа чи пысăк наказани панă, тепĕр уйăхран персе вĕлернĕ. Иван Никитин тĕрмере пилĕк çул ларса тухнă. Приговор кăларнă вăхăтра вăл 63 çулта пулнă. Унăн Виктор тата Михаил ывăлĕсене те айăпланă. Порт-Артур крепоçĕн хÿтĕлевçисен - Трофимов унтер-офицерăн тата Никитин ефрейторăн - кăкăрĕсене теçеткене яхăн хĕрес тата медаль илем кÿрсе тăнă. Анчах çĕнĕ совет государствишĕн çавă нимĕн те пĕлтермен, вĕсем Тăван çĕршыва патша режимĕ вăхăтĕнче хÿтĕленĕ вĕт.


А. ИВАНОВ,

педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Читайте нас: