Федоровсен çемйинче виçĕ ывăл тата икĕ хĕр пулнă. Пурте хут пĕлнĕ. Уйрăмах аслă ывăлĕ, Федор, вĕренÿре çитĕнÿсем тунă. Вăл, 1907 çулта икĕ класлă училище пĕтернĕскер, уесри училище совечĕн Мухтав хучĕпе наградăланнă. Унта çапла çырнă: "Бишкаинти пуçламăш халăх училищин вĕренекенĕн Федор Федоровăн питĕ лайăх поведенине тата çитĕнĕвĕсене шута илсе, Стерлитамакри училище совечĕ ăна çак Мухтав хучĕпе наградăлать. Çак хисеп палли ăна пурнăç тăршшĕпе тĕне çирĕп тытакан, Турăран хăракан тата таса чунлă, пĕтĕм Россия самодержецĕн - пирĕн патшан - шанчăклă подданнăйĕ тата хăйĕн Тăван çĕршывĕн шанчăклă çынни пулма ăс пани çинчен кăмăллă аса илтерекен пулса тăрать". Федора Стерлитамак хулинчи гимназие вĕренме янă. Вунсакăр çулта ăна çара илнĕ. Вăл Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă, прапорщиксен шкулне пĕтернĕ. Драгунсен кавалери полкĕнче çапăçнă. Октябрьти революци хыççăн прапорщик совет влаçне йышăннă, большевиксен партине кĕнĕ. Петроградра хĕрлĕ командирсен кавалеристсен курсне пĕтернĕ. Хĕрлĕ командира Вăтам Азинче басмачсемпе çапăçма тивнĕ. Пĕррехинче килне таврăнсан вăл Андрей шăллĕне хĕрлĕ çăлтăрлă командир карттусĕ тата сăран куртка парнеленĕ.
Бишкаинта ял Совечĕ йĕркеленĕ хыççăн унăн администрацийĕ Федоровсен çуртĕнче вырнаçнă. Федор хĕрлĕ командир аманнă пирки фронтран таврăннă. Граждан вăрçин паттăрне ял çыннисем тата район руководителĕсем хисепленĕ. Часах ăна ялсовечĕн председательне суйланă. Çĕршывра пурнăç майлашса пынă, çынсем лайăхрах пурăнма пуçланă. Анчах çав вăхăтра чиркÿ çыннисене тата кулаксене хирĕç репрессисем пуçланнă. 1930 çулта вырăнти аслă священника Архипа арестлеме Уфаран конвой килнĕ. Чиркĕве çÿрекенсем хăйсен пачăшкине хÿтĕлеме тăнă. Тĕншĕн тăрăшакана Федоровсен вăтам ывăлĕ, Петр (Петруха), уйрăмах активлăн хÿтĕленĕ. "Маттур, хăвăн пачăшкуна хÿтĕле çав. Кайран вара ан ÿкĕн!" - тăрăхласа кулнă ОГПУ представителĕ. Тепĕр кунхине Петра чарусăр антисоветчик тесе арестленĕ. Ăна айăпласа 25 çула лагере ăсатнă...
Беломорканал, ГУЛАГăн çурçĕрти зонисем...
Тепĕр çултан икĕ пĕртăвана та – ял Совечĕн председательне Федор Степановича тата Андрея - арестленĕ. Аслине 15 çула, кĕçĕннине 10 çула тĕрмене лартнă. Ялсоветне Архип пачăшкă çуртне куçарнă. Федоровсене хăйсен çуртĕнчен хăваласа кăларнă. Пĕртăвансен - Федорăн, Петрăн тата Андрейăн - çемйисем çĕрпÿртре пурăннă. Часах вĕсен çуртне вуçех сÿтнĕ. Чулĕсенчен çу арманĕ çумнесклад туса лартнă. Федоровсен çуртĕнче сайра йышши хутса ăшăтмалли система пулнă, тĕтĕм çулĕ, ăшăтса, çурт периметрĕпе темиçе хут çаврăнса иртнĕ.
Петр Беломорканал тунă çĕре лекнĕ. Вăрçă пуçланнă. Анчах 58-мĕш статьяпа айăпланнă "халăх тăшманĕсен" амнистии кĕтме шанăç пулман. 1941 çулхи сентябрь уйăхĕнче судпа вунă çула айăпланнă Андрей Уфари тĕрмерен ирĕке тухнă. Лайăх тимĕрçĕ пулнă май, ăна колхозра броня панă.
Федор хĕрлĕ командир 15 çултан, срок вĕçлениччен вăтăр кун маларах, ирĕке тухнă. Петр ГУЛАГăн çурçĕрти нумай зонинче ларнă. Акă мĕн каласа панă вăл хăй тĕрмерен тухни çинчен: "1955 çулта юлташсем мана çĕнĕ тенĕ пек атă тата фуфайка пачĕç. Хапха уçăлса кайрĕ, эпĕ тухрăм, мана хирĕç - çутă хĕвел! Шанас килместчĕ. Нивушлĕ çакă манăн ирĕклĕх! Çавă чăн-чăн телейччĕ! Пăхатăп, манăн юлташсем йĕплĕ пралук хыçĕнче тăраççĕ, ман хыçран пăхса юлчĕç. Сыв пул, Колыма! Тĕрмере ларакансем хушшинче çакăн пек йăла пурччĕ: ирĕке тухакан пĕр курка океан шывĕ ĕçмелле. Çакăнта нихăçан та тепĕр хут лекес мар тесен, эпĕ пĕр пичке тăварлă шыв ĕçсе яма хатĕрччĕ".
Вĕсем шăпине суйласа илмен
Вăл килне виçĕ уйăх тăршшĕне таврăннă. Бишкаинсем Петр лагерьсенче 25 çул ларнă хыççăн килне сывă таврăннине шанман. Çĕнĕ ăру çитĕнсе çитнĕ. Ăна курма пĕтĕм ял пухăннă. Ял çыннисем умĕнче 60 çула çывхарса пыракан, икĕ метра яхăн çÿллĕш, кăвак çÿçлĕ çирĕп старик тăнă. Карчăксем чĕркуçленсе ларнă, макăрнă, унăн аллисене чуптунă. Çавăн чухлĕ йывăрлăх курса, Петр Степанович çилĕллĕ çынна çаврăнман, унра курайманлăх та пулман. Хăйне мĕнле йывăр килсен те, вăл пурнăçа ÿпкелешмен. Хăйĕн Петрне кĕтсе илеймесĕр арăмĕ хуйхăран тата вăй çитерейми ĕçрен вилсе кайнă. Ывăлĕсем, Иван тата Анатолий, вăрçăра пуç хунă. Курск çапăçăвĕн участникĕ, Хĕрлĕ Ялав тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсен кавалерĕ, танк взвочĕн командирĕ Анатолий Петрович кĕçĕн лейтенант Киева ирĕке кăларнă чухне паттăрла вилĕмпе вилнĕ. Иван хыпарсăр çухалнă. Федор Федоров хĕрлĕ командирăн мăнукĕ Виталий Николаевич - медицина службин отставкăри подполковникĕ.
Виçĕ пĕртăванăн шăписемпе хăйĕн халăхне хирĕç террор ирттернĕ государствăн айăплакан "машина катокĕ" хаяррăн иртсе тухнă. Преступлени составĕ пулман пирки вĕсене пурне те 1958 çулта реабилитациленĕ. Федор Степанович 79 çула çитсе вилнĕ, ăна Красноусольскра пытарнă. Петр Степанович - 87 çулта, Андрей Степанович - 91 çулта, иккĕшĕ те Бишкаин ялĕн масарĕнче юнашар выртаççĕ.