Аургазă хыпарçи
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Салтак хĕрĕ

Аслă Отечественнăй вăрçăра пуç хунă фронтовикăн хĕрĕ Елизавета Романова ашшĕн пĕртен-пĕр упранса юлнă фотоÿкерчĕкне 75 çултан çеç шыраса тупнă.

Ашшĕне вăрçа ăсатнă чухне Лиза çулталăкра çеç пулнă. 1942 çул пуçламăшĕнче Хĕрлĕ Çар Мускав çывăхĕнче гитлеровецсен çарĕсене хирĕç наступление кайнă. Çак кунсенче салтак службăра тăнă чаçрен Романов рядовой хыпарсăр çухални çинчен пĕлтерÿ хучĕ килнĕ. Килĕнче макăрнă, анчах шанăçа çухатман. Вил тăприйĕ çук – эппин шанмалла. Арăмĕ, Ольга Григорьевна, мĕн виличчен хăйĕн Ефимне кĕтнĕ. Вăрçă хыççăн Лизăн тантăшĕсен ашшĕсем килĕсене таврăнма пуçланă. Пĕчĕк хĕрача вĕсене ăмсаннă. Çĕрле хăйĕн минтерне ыталаса хурланса макăрнă. Килĕнче ашшĕн фотоÿкерчĕкĕ те пулман. Лиза ăна амăшĕ каласа панă тăрăх çеç куç умне ÿкернĕ: маттур, çамрăк тата хăюллă паттăр. 1945 çулхи кĕркунне Романовсем патне Мустафа ялĕнчен ашшĕпе пĕр полкри çын килнĕ. Вăл тăшманăн ăнсăртран лекнĕ артиллерии снарядне пула икĕ боец вилни çинчен каласа панă. Вĕсем кăнтăрлахи апат илме кайса пынă. Вĕсенчен пĕри Ефим Романовпулнă. Салтаксенчен тарăн çаврăка шăтăк çеç тăрса юлнă. Иккĕшне те хыпарсăр çухалнисен списокне кĕртнĕ. Вăрçăн çирĕп законĕсем çапла пулнă.
Елизавета Ефимовна ашшĕн сăнне курман пирки хуйхăрнă. Юратнă çыннăн фронтри фотоÿкерчĕкне пĕлтĕр тин аякри тăванĕсенчен пĕрин патĕнче ăнсăртран тупма май килнĕ. Уншăн тата унăн пĕтĕм çемйишĕн çакă пысăк ăнăçу тата куççуллĕ чăн-чăн уяв пулса тăнă. Çакăнччен вăл часчасах пĕр тĕлĕк курнă. Ун патне, юмахри пек, улăп пек ашшĕ килет те ăна пуçĕнчен ачашлать. Тата вăл унăн пысăк ăшă аллисен ăшшине туйнă пекех...
Лиза кинемин ултă ача, 12 мăнукĕ тата мăнукĕсен çавăн чухлех ачи пур. Вăл çамрăклах выçлăх тата терт-асап курнă... Лăш курмасăр колхозра ĕçленĕ. Упăшкине тата икĕ ывăлне пытарнă. Аслă ывăлĕ, Юрий, 1981 çулта çар тивĕçне пурнăçланă чухне вилнĕ. Пысăк инкек хĕрарăма çĕнтереймен. Вăл унчченхи пекех вашават тата ырă сунакан çын. Хăйĕн ачисемшĕн - юратнă тата хаклă анне, мăнукĕсемшĕн тата мăнукĕсен ачисемшĕн - ырă тата кăмăллă асанне, кукамай.
А. Иванов, Бишкаин ялĕ
Читайте нас: