Аургазă хыпарçи
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Çапăçуран таврăнман...

Александровка ялĕнче çуралса ÿснĕ, Сталинград çапăçăвĕнче паттăрла вилнĕ Иван Афанасьев районта çеç мар, Пушкăртра та пĕрремĕш летчиксенчен пĕри пулнă.

Аургазă районĕнчи çамрăксем вăрçă умĕнхи çулсенче республикăри пĕтĕм колхозниксене тата ĕççыннисене "Красная Башкирия" хаçат урлă çырупа чĕнсе каланă: "Эпир Тăван çĕршыва хамăрăн чи лайăх представительсене - Ишмурзин тата Афанасьев летчиксене – панипе мухтанатпăр. Вĕсем пирĕн шанăçа чыслăн тÿрре кăларчĕç. Халĕ çĕнĕ авиаторсен ятне илме хамăр хушăран вуншар чи лайăх претендент тăратма сăмах паратпăр.

Ытти районсенчи çамрăксене пиртен тĕслĕх илме сĕнетпĕр!" Çамрăксем авиацине нумайрах та нумайрах кайма тытăннă. Енчен те пушкăрт çĕрĕн пĕрремĕш летчикĕ - Г.М. Ишмурзин майор – çинчен эпир çителĕклĕ нумай пĕлетпĕр пулсан, И.Г. Афанасьев авиаци майорĕ çинчен сведенисем сахал вара. Иван Григорьевич 1906 çулта (Ишмурзинран виçĕ çул кĕçĕнрех) Александровка ялĕнче çурални паллă. 1927 çулта ăна Хĕрлĕ Çара илнĕ, 1930 çулта вăл Киев çывăхĕнчи Борисоглебск хулинче летчиксен çарпа теори шкулне вĕренме кĕнĕ. Летчиксен шкулĕнче хăнăхмалли вĕçевсен туллии курсне иртнĕ. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн ăна Энгельск хулинчи пилотсен сывлăш-авиаци шкулне вĕренме кĕме рекомендациленĕ. Экзамен вăхăтĕнче, анса ларнă хыççăн, летчиксен шкулĕн начальникĕ ăна çапла палăртнă: "Маттур, вĕреннĕ пекех, лайăхвĕçрĕн!"


Летчик çÿллĕ шайри вĕçев ăсталăхĕн никĕсĕсене майĕпен вĕренсе пынă, ăна пирĕн питĕ пысăк çĕршывăн

гарнизонĕсенчен нумайăшĕнче служба иртме тивнĕ. Вăрçă пуçланас умĕн Иван Григорьевич Фрунзе ячĕллĕ Çар академине вĕренсе пĕтернĕ. Офицера истребительсен авиаци полкĕн командирне уйăрса лартнă. 1942 çулхи çулла полка Сталинград çывăхне куçарнă. Питĕ пысăк тытăçу хатĕрленине çарсенче сиснĕ. Полк командирĕ Афанасьев питĕ çирĕп кăмăллă пулнă. Вăл хăйĕнтĕслĕхĕпе летчиксен составне хавхалантарнă, чи малтан хăйĕнчен, унтан хăйне пăхăнса тăракансенчен хытă ыйтнă. Летчиксем ăна юратнă тата çав тери хисепленĕ. Унра çарти юлташăн чи лайăх уйрăмлăхĕсене тата пултарулăхĕсене палăртнă. Иван Григорьевич юрлама юратнă, питĕ лайăх тата нумай вĕçнĕ, хăюллăн, паттăррăн çапăçнă. Командир темиçе тăшман самолетне персе ÿкернĕ. Самолет айĕнче Атăл тата Сталинград пулнă. Çĕр ялкăшса çунакан питĕ пысăк кăвайтра вĕренĕ пек туйăннă. Полк командирĕ гварди майорĕ сывлăшри питĕ йывăр çапăçу хыççăн таврăнман.


"Унăн вилĕмĕ пире пурне те хумхантарчĕ, эпир хамăрăн командиршăн хаяррăн тата харсăр тавăртăмăр", - çапла çырнă полк комиссарĕ Журавлев çырăвĕнче хăйĕн арăмне - Феодосия Васильевнăна. Вăл сывă юлнă пулсан, тен, Герой пулса тăрĕччĕ. Афанасьев летчик-истребитель Тăван çĕршыва парăнса тата тÿрĕ кăмăллăн службăра тăнă. Суйласа илнĕ профессине парăнса тăнине, çĕршыв тата халăх умĕнчи тивĕçе вăл пуринчен çÿлерех хунă.


Вермахт Сталинград çапăçăвĕнче 1942 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа 1943 çулхи февралĕн 2-мĕшĕччен 3 пин самолет çухатнă. Çак цифрăна пирĕн ентеш те, Иван Афанасьев хăюллă летчик, хăйĕн тÿпине хывнă. Эпир хамăрăн паттăрсене асра тытма тивĕçлĕ тата вĕсен паттăр ĕçĕсене нихçан та манмалла мар!


А. ИВАНОВ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Читайте нас: