Налогсене вăхăтлă тÿлемен тĕслĕхре (вĕсене декабрĕн 3-мĕшĕччен тÿлемелле пулнă), тепĕр кунран пуçласа, парăм çумне тÿлемесĕр ирттерсе янă кашни куншăн пени хушăнса пырать (Российăн Тĕп банкĕн рефинансировани ставкин 1/300). Ун хыççăн налог тÿлекене налог тÿлемелли çинчен требовани ярса параççĕ. Енчен те çавăн хыççăн та парăма татмасан, налог органĕсем суда парăма физически лицо пурлăхĕн шучĕпе шыраса илесси çинчен заявлени параççĕ.
Суд приказне кăларнă хыççăн исполнительнăй листа суд исполнителĕсен Федераллă службине (ФССП) ярса параççĕ.
Енчен те парăмçă хăй ирĕкĕпе налог тÿлеме килĕшмесен, приставсем вăйпа шыраса илмелли мерăсемпе усăланма пултараççĕ, сăмахран, пурлăха арестлеме, транспорт хатĕрĕ техника тĕрĕслевне иртессине чарма, Россия Федерацийĕн тулашне тухса каяссине чикĕлеме, çаплах транспорт хатĕрĕпе çÿремелли права вăйра тăнине чарса тăма.
Çапла, 2017 çулта пурлăх налогĕ тăрăх парăмсене шыраса илес тĕллевпе ФССП ПР Управленийĕн Стерлитамакри хула пайĕн тата Российăн ФНС ПР тăрăх районсем хушшинчи 3 №лĕ инспекцийĕн представителĕсем хутшăннипе 41 рейд ирттернĕ. Рейдсем вăхăтĕнче 8 млн тенкĕ ытла парăм пур 500 ытла физически лицона тĕрĕсленĕ, çапла майпа шыраса илсе бюджета 2 млн тенкĕ ытла укçа кĕнĕ.
Российăн ФНС ПР тăрăх районсем хушшинчи 3 №лĕ инспекцийĕ.