Вĕсенчен пĕри Таштамак ялĕнче уçăлчĕ. Фельдшер-акушер пункчĕ икĕ ял – Таштамак тата Усман – халăхне тивĕçтерсе тăрĕ. Вĕсенче 790 çын пурăнать, çав шутра 135 ача тата 150 пенсионер.
- Лайăх кăмăл-туйăм илес килчĕ, сирĕн пата хăнана ФАПсене уçнă çĕре килме шутларăм, - ăшшăн саламларĕ таштамаксене Радий Хабиров.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Зуфар Идрисов ял çыннисене савăнăçлă событи ячĕпе саламларĕ.
- Сире сывлăх сунатăп, çĕнĕ ФАПа профилактикăна çеç килсе çÿрĕр. „Сывлăх сыхлавĕ” наци проектне реализациленине пула юлашки çулсенче ял тăрăхĕсенче модуль йышши ФАПсене пĕрин хыççăн теприне ĕçе кĕртеççĕ. Çулталăк вĕçĕ тĕлне вĕсем Кивĕ Ибрай, Тукай тата Усман ялĕсенче пулса тăрĕç. Виçĕ çул хушшинче çакăн пек тата тăхăр модуль майлаштарса лартăпăр, - терĕ Зуфар Явдатович.
Подряд организацийĕ - „СБС- Строй” ООО – вунă уйăх хушшинче 67 тăв. метр лаптăклă çирĕп кирпĕч çурт туса лартнă. Ăна туса лартма тата медицина оборудованийĕпе тивĕçтерме республика бюджетĕнчен 6,5 миллион тенкĕ тăкакланă. Вĕри шыв ирттернĕ, „ăшă урай” система тунă. Ялти медицина центрĕ патнелле тикĕс асфальт çул илсе пырать. Ăна ДРСУ ĕçченĕсем сарнă. Çак ĕç валли район бюджетĕнчен 1,2 млн тенкĕ уйăрнă.
Медучрежденине 33 çул ĕç стажĕллĕ Людмила Тимофеева ертсе пырĕ, тасалăха тата йĕркелĕхе Райфа Васильева санитарка асăрхаса тăрĕ. Вĕсем çак кунхине пархатарлă ялйышран нумай салам тата чечексем илчĕç.
- Сире сипленме вырăн пултăр тесе, эпир ял медицине çĕнĕрен çĕклеме шутлатпăр, – терĕ Радий Фаритович. - Республика çакăн пек çынсем çинче тытăнса тăрать. Вĕсем - чи чаплă çынсем, - палăртрĕ вăл, Людмила Витальевнăна государство награди пама тăратма хушса. – Район мана питĕ килĕшрĕ. Илемлĕ, типтерлĕ, уй-хирсене акнă. Пирĕн ялсем аталанччăр, вĕсенче çынсене пурăнма хăтлă пултăр тесе, эпир мĕнпурне тума тăрăшăпăр.
Республика руководителĕ фельдшер, акушерка кабинечĕсене, процедура тата суран çыхмалли пÿлĕмсене пăхса тухрĕ.
Кăрманайри акушер-фельдшер пунктне визит та уяв лару-тăрăвĕнче иртрĕ. Вăл 600 яхăн çынна тивĕçтерсе тăрĕ, çав шутра Кивĕ Абсалям ялĕнче пурăнакансене те. Ялсем çывăхра вырнаçнă. Çавăнпа медицина пулăшăвĕ илме абсалямсем çуран та çитме пултараççĕ.
Объекта тăвасси çавăн пекех суммăна ÿкнĕ.
ФАП заведующийĕ, опытлă медик Ильмира Абуталипова хăйĕн мĕнпур пациенчĕн те тенĕ пек чир историне пĕлет.
Радий Хабиров Кăрманайри ватăсемпе хутшăнчĕ. Аслă ăрăвăн сывлăхне упрама тата активлăхне пулăшма тĕллеттернĕ программăсене пурнăçлани çинчен каласа пачĕ, аургазăсене хумхантаракан ыйтусем çине хуравларĕ.