Аургазă хыпарçи
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Лайăх хыпар
12 Июнӗн 2020, 12:00

Толбазăра пасар пулĕ!

Аургазăсен ĕмĕчĕ пурнăçланать. Кăçал çулла район центрĕнче тахçантанпа кĕтнĕ ялхуçалăх пасарне тума пуçлĕç.

«Ялхуçалăх пасарĕ туса лартасси» проекта ре­ализацилессине район администрацийĕнче «Пред­приниматель сехетĕнче» сÿтсе явнă. Унта инвестор представителĕпе - «Тракт» ООО - тĕлпулу иртнĕ.
Уфа-Оренбург трасса тăрăх Толбазă ялĕн çурçĕр пайĕнче строительство валли çĕр участокне арендăна пилĕк çул каялла панă. Анчах хăшпĕр сăлтавсене пула ĕçе пуçлайман. Вăл ăна кăçал тытăнма шутлать. Июнь вĕçĕнче, енчен те тулашри факторсем сроксене витĕм кÿмесен, объект тума пуçлама планлать.
Ялхуçалăх пасарĕнче суту-илÿ речĕсем вырнаçĕç, унта фермерсем тата уйрăм хушма хуçалăхсен хуçисем, çав шутра «Чĕрĕ ял» проект участникĕсем те хăйсем туса илнĕ продукцине сутма пултарĕç. Апат-çимĕç таварĕсен суту-илĕвне, обществăлла апатлану, ачасен вăйă зонине тата ыттине йĕркелĕç.
Читайте нас: