Аургазă хыпарçи
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Лайăх хыпар
1 Июнӗн 2020, 13:25

Уфаран Сочине çĕнĕ авиарейс уçăлать

Авиакомпани Россия ăшĕнчи пĕрремĕш туристла рейс уçать.

Июнĕн 18-мĕшĕнчен çак рейссене AZUR air компании пурнăçлĕ. Билетсем сутăнаççĕ те ĕнтĕ, вĕсен хакĕ пĕр енне 4133 тенкĕрен пуçланать.
Уфаран Сочине рейссем эрнере икĕ хутчен – кĕçнерникун тата вырсарникун - пулĕç. Вĕçев вăхăчĕ – вăтамран виçĕ сехет.
Хальлĕхе Уфаран самолетсем Мускав, Краснодар, Тюмень, Когалым, Ноябрьск, Новосибирск, Нюренгри, Ханты-Мансийск, Нижневартовск, Игарку, Нарьян-Мар, Сургут тата Санкт-Петербург хулисене вĕçеççĕ.
Апрелĕн 1-мĕшĕнчен чарнă рейссене Россия авиакомпанийĕсем июнь варринчен уçма планлаççĕ.
Читайте нас: