Аургазă хыпарçи
-14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Лайăх хыпар
22 Майӑн 2020, 14:00

Лайăх çул яла илем кÿрет

Шланлă ялĕн çыннисене савăнтарса, ялти çулсене юсама пуçланă. Вĕсем çакăн пек улшăнусене нумай çул кĕтнĕ.

Ĕçсене пандеми те, пăсăк çанталăк та чарса лартма пултараймаççĕ. ДРСУ бри­гади иртнĕ эрнере Садовая урамĕнчи пĕр километртан кăшт вăрăмрах çул тăрăхне юсама пуçланă. Нихăçан та ас­фальт курман çул ял çыннисен куçĕ умĕнче çĕнелсе улшăнать. Хăçан-тăр кунта ашса тух­ма çук пылчăк пулнă, анчах гравипе витнĕ хыççăн кăшт лайăхрах пулса тăнă.
Çак урамра пурăнакан çынсем çул пулса тăнишĕн савăнаççĕ. Вăл яла илем кÿрет. Унпа иртсе çÿресси ватăсемшĕн те, ачасемшĕн те хăтлă пулĕ.
Читайте нас: