Аургазă хыпарçи
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Лайăх хыпар
15 Кӑрлач 2020, 11:20

Яндексри „Переводчик” чăвашла та куçарĕ

Чăваш республикинче текстсене вырăс чĕлхинчен чăвашла, чăвашлинчен вырăсла куçарма информаци технологийĕсемпе усăланас енĕпе ĕçлĕ ушкăн йĕркеленĕ.

Ушкăна республикăн финанс министрĕ Светлана Енилина ертсе пырать. Чăваш республикин Информаципе политика министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш АССР пулса кайнине 100 çул çитнĕ тĕле Яндексри „Переводчик” программăна чăваш чĕлхи кĕртĕç. Çавна валли вырăсла тата чăвашла миллиона яхăн мăшăр предложени хатĕрлемелле пулать. Ку ĕçе Наци библиотекин сотрудникĕсем илсе пырĕç.
Хальхи вăхăтра Яндекс „Переводчик” программăра пушкăрт, мари, тутар, удмурт тата ытти чĕлхесем пур.
https://forum.na-svyazi.ru/?showtopic=2864236&st=0&p=18758120#entry18758120
Читайте нас: