Аургазă хыпарçи
-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Лайăх хыпар
3 Декабрӗн 2019, 18:00

Наумкинсем халĕ çĕнетнĕ Культура çурчĕ, шкул-ача сачĕ пурришĕн савăнаççĕ

Вырăнти пуçарусене пулăшмалли программăпа усăланса Балăклăкуль ялсоветĕнче пысăк ĕçсем туса ирттернĕ.

Анне кунĕнче Наумкин ялĕнчи çĕнетнĕ Культура çуртĕнче Балăклăкуль ялсоветĕнче Вырăнти пуçарусене пулăшмалли программа тата „Единая Россия” партин „Пурнăçланмалли ĕçсем” проекчĕ тăрăх туса ирттернĕ ĕçсене хаваслă лару-тăрура паллă тунă. Пухăннисем валли уяв концерчĕ йĕркеленĕ. Кунта „Единая Россия” партин активлă членĕсене саламланă, асăнмалăх парнесем панă. Шкул директорĕ Азат Даутов Семен ялĕнчи вăтам шкулăн „Наумкин ялĕнчи пуçламăш шкул – ача сачĕ” филиалĕн олимпиадăра çĕнтернĕ вĕренекенĕсене хисеп грамотисем панă.
Балăклăкуль ялсовечĕ 2016 çултан пуçласа кашни çул программăна реализацилессине хутшăнать. Иртнĕ çулсенче Балăклăкуль ялĕнчи масара хÿме тытнă, çакмалли оборудованипе МТЗ-82 трактор туяннă, Наумкин ялĕнчи Культура çуртне юсанă. Кăçал Наумкин ялĕнчи пуçламăш шкул – ача сачĕ çуртне тĕпрен юсанă. Икĕ уйăх хушшинче çурт тăррине, урайсене, кĕмелли тата пÿлĕмсем хушшинчи алăксене улăштарнă, канализацине юсанă. Крыльцана тĕпрен юсанă, ун тăррине тунă.
Çитес çул Балăклăкуль ялсовечĕ, программăпа усăланса, Балăклăкуль ялĕнчи Культура çуртне тĕпрен юсама планлать.
Читайте нас: