Кашни кун ирхи ултă сехетрен пуçласа тăхăр сехетчен тата каçхи пилĕк сехетрен пуçласа çичĕ сехетчен телекуравçăсем Российăн обществăлла телевиденийĕ телеканал ( 9-мĕш канал) эфирĕнче БСТ чи лайăх программисене курма пултарĕç.
„Башкортостан” ТРК ГУП директорĕ Рустам Зарафутдинов пĕлтернĕ тăрăх, цифрăллă мультиплексра хамăрăн вещанине йĕркелесшăн, анчах та халлĕхе ыйтăва татса парасси пырать.