Аургазă хыпарçи
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Лайăх хыпар
4 Сентябрӗн 2019, 18:24

Площадкăра хаваслă вăйă-кулă

Нагадак ялĕнчи ача садĕнче хальхи вăхăтри пек оборудованиленĕ ача-пăча площадки уçăлнă.

Нагадак ялĕнчи ача садĕнче нумай та пулмасть вăхăтчен оборудованиленĕ ача-пăча площадки çукчĕ. Вăл „Единая Россия” партин „Пурнăçланмалли ĕçсем” проекчĕ пулăшнипе пулса тăнă.
Ăна Пĕлÿ кунĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Земфира Саярова, район Совечĕн депутачĕ Владимир Федоров, „Единая Россия” партин вырăнти уйрăмĕн ĕç тăвакан секретарĕ Ильдар Абдуллин, Нагадак ялсовечĕн пуçлăхĕ Рафис Баязитов, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем хăнана килнĕ.
Площадкăна хальхи вăхăтри çĕнĕ элементсемпе оборудованиленĕ: чуччупа, тăвайккисемпе, карусельпе, хăйăр купипе тата ыттипе. Вĕсене йĕркелесе лартма активистсем, ачасен ашшĕсем Фаниль Зайнуллин, Халиль Заманов, Андрей Сухарев тата ыттисем пулăшнă.
- Эпир тахçанах ача-пăча валли вылямалли площадка кĕтеттĕмĕр, - каласа парать Рушания Биктимирова заведующи. – Халĕ ачасен пушă вăхăтне хаваслă ирттерме май пур. Илемлĕ площадка ачасене илĕртет, унта вылясси хăрушлăхсăр. Оборудовани ачасен ÿт-пÿне аталантарма пулăшĕ. Çакăн пек программа пурри питĕ аван! Эпир „Единая Россия” партин вырăнти уйрăмне пулăшушăн тав тăватпăр.
Вăрах кĕтнĕ çак событишĕн ял çыннисем пурте савăнаççĕ, анчах та ачасем, паллах, ыттисенчен ытла хавас. Вĕсен савăнăçлă кулли малашне те ача-пăча площадкинчен инçе илтĕнсе тăтăр!
В.АЛЕКСЕЕВ.
Читайте нас: