Аургазă хыпарçи
-14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Лайăх хыпар
16 Апрелӗн 2019, 12:03

Сертификатсем илнĕ, çĕнĕ çуртсем те пулĕç!

Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма социаллă тÿлев сертификатне тÿрех 18 çемье илчĕ.

Сертификат хуçисем шутĕнче тĕрлĕ професси çыннисем: учи­тельсем, врач, доярка, тракторист, водитель... Вĕсем пурте ялхуçалăх отраслĕнче тата социаллă сферăра ĕçлеççĕ. Çиччĕшĕ – нумай ачаллă çемье.
Телейлĕ аургазăсене свидетельствăсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Зуфар Идрисов пачĕ.


- Хăраса ÿкмесĕр яллă вырăнта пурăнма тата ĕçлеме юлнăшăн тавтапуç сире. Пирĕн тивĕç – çĕнĕ ĕç вырăнĕсем, хальхи инфраструктура туса яла пулăшасси, - терĕ вăл пухăннисене.


Госпулăшăвăн пĕтĕм сумми 17,8 млн тенкĕ. Финанслакан çăлкуçсем – РФ тата ПР тĕрлĕ шайри бюджечĕсем, çав шутра вырăнти те. Район хăйĕн халăхĕн пурнăç пахалăхне лайăхлатма кăçал 1 млн тенкĕ уйăрнă.


Социаллă тÿлевсене „Пушкăртстан Республикин ял хуçалăхне аталантарасси, ялхуçалăх продукцийĕн, чĕртаварăн тата продовольстви рынокне йĕркелесси” Государство программин „2020 çулччен Пушкăртстан Ре¬спубликин яллă территорийĕсен çирĕп аталанăвĕ” хушма программи йĕркипе панă. Ăна районта 2006 çултан пуçласа реализацилеççĕ.


Хальхинче финанс пулăшăвне Балăклăкуль, Толбазă, Семен, Çĕнĕ Кальчир, Михайловка, Кебеç, Треппел, Батăр ялсовечĕсенче пурăнакан çынсем илчĕç. Граждансем строительство ĕçĕсене çак сезонрах пуçлама пултарччăр тесе, тÿлеве вăхăтлă уйăрса парĕç.


Программăна реализацилеме пуçланăранпа районти 118 çемье пурăнмалли çурт-йĕр туса лартма е туянма субсиди пек 109 млн тенкĕ ытла суммăлăх государство пулăшăвĕ илнĕ.
Читайте нас: