Аургазă хыпарçи
-14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Лайăх хыпар
7 Мартӑн 2019, 11:28

„Солнышко” ачасене савăнтарса „çутатма” пуçларĕ

Треппел ялĕнче 30 ача шăнăçмалăх хальхи вăхăтри ача сачĕ уçăлнă.

Ача садне республикăри адреслă инвестици программипе туса лартнă. Республика бюджетĕнчен 1,5 миллиона яхăн укçа уйăрса панă. Треппелсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Зуфар Идрисов саламларĕ.


- Садик уçăлни – ял аталанăвĕ енне тунă утăм. Кунта çамрăк çемьесем тăрса юлассине, ачасем çуралассине шанса тăрăпăр. Эпир, хамăр енчен, пирĕн ял çыннисен пурнăçне лайăхлатас ĕçре пиртен килекеннине пурне те тăвăпăр, - терĕ вăл.


Садике хальхи вăхăтри мебельпе, инвентарьпе комплектланă, çулталăк çурăри ÿсĕмрен пуçласа ултă çулхисем таран 25 воспитанник йышăннă та ĕнтĕ. Ачасене çутă, хăтлă çуртра вырнаçтарнă, унта вылямалли, çывăрмалли тата санитари пÿлĕмĕсем пур. Столовăй, физкультура тата музыка залĕсем пур. Ачасем садик уçăлнăшăн питĕ савăнаççĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе, хăйсен группипе интересленсе паллашаççĕ, çĕнĕ теттесемпе выляççĕ.


Ял çыннисем çак куна тахçанах кĕтнĕ. Çирĕм çул ытла кунта ача сачĕ пулман. Ача сачĕ уçăлнă çĕре нумай çын килнĕ. Сăмахран, Иван тата Олеся Сергеевсен çамрăк çемйи хăйсемпе пĕрле ултă уйăхри Виктория хĕрне те илсе килнĕ.


- Унăн тăватă çулхи пиччĕшĕ халĕ садике çÿрет! Пурте пĕрле ăна курма килтĕмĕр. Пире питĕ килĕшрĕ, ачасем тĕрлĕ енлĕ аталанма мĕнпур услови те пур. Пĕр-икĕ çултан кунта унăн йăмăкĕ те килĕ... Садик пулассишĕн тăрăшнисене пурне те тав тăватпăр, - каласа параççĕ телейлĕ ашшĕпе амăшĕ.


Ача сачĕн воспитанникĕсем, кĕçĕн классенче вĕренекенсем çак кун тĕлне ятарласа концерт номерĕсем хатĕрленĕ. Мероприяти участникĕсен кăмăлне çĕклесе, вĕсем сăвăсем вуларĕç, юрăсем юрларĕç.
Читайте нас: