Аургазă хыпарçи
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Лайăх хыпар
11 Кӑрлач 2019, 17:46

Тăрăшулăхшăн тав

Меселпуç ялĕнчи вăтам шкул МБОУ çуртĕнче вырăнти пуçарусене пулăшмалли программăпа чÿречесемпе кĕмелли алăксене улăштарас енĕпе тĕпрен юсав иртнĕ.

Юсав умĕн халăхпа, выпускниксемпе, спонсорсемпе тата шкулăн шăпи тĕлĕшпе сÿрĕк мар çынсемпе пысăк ĕç туса ирттернĕ.
Меселпуç ялсовечĕ тата шкул выпускникĕсем 150000 тенкĕ пухнă. В.В. Афанасьев, О.В. Ефимова, Н.К. Алексеева спонсорсем пулнă. Шкул выпускникне Андрей Александрова уйрăмах тав тăваççĕ, вăл программăн счечĕ çине 300000 тенкĕ куçарма пултарнă.
Спонсорла пулăшăва шута илсен, тунă ĕçсен пĕтĕмĕшле хакĕ 1 млн та 400 пин ытла тенкĕлĕх пулнă.
„Новое поколение” ООО специалисчĕсем тĕпрен юсав тунă.
Шкул администрацийĕ, сотрудниксем шкул çутă, хăтлă тата ăшă пулассишĕн тăрăшнисене - район тата ялсовет администрацийĕсене, вĕрентÿ пайне, ял çыннисене, çаплах „Новое поколение” ОООн тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ рабочийĕсене чунтан тав тăваççĕ.
Район администрацийĕн сайтĕнчен.
Читайте нас: