Толбазă хĕрĕ Рушана Валиева çĕнтерме пĕр утăм тăрса юлсан финалтан пăрахса кайрĕ. Юрăçă "Голос. Перезагрузка" шоура виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
Паян каçпа, январĕн 3-мĕшĕнче, çамрăк "çăлтăр" Уфара "Гостиный двор" умĕнчи площадьре юрлĕ.
Аса илтеретпĕр, куракансем сасăланин результачĕсем тăрăх Рушана Валиева финал ăмăртăвĕн пĕрремĕш тапхăрне иртрĕ, проектăн виçĕ финалисчĕн шутне кĕчĕ. Анчах та, Петр Захаровпа тата Амирхан Умаевпа ăмăртса, хĕр чи сахал сасă пухрĕ.
Финалта Рушана хăйĕн наставникĕпе Сергей Шнуровпа "Голос" шоу çинчен шÿтлĕ юрă, Борис Гребенщиковăн "Город золотой", Бритни Спирсăн "Тохic" юррисене юрларĕ.
Паян каçпа, январĕн 3-мĕшĕнче, çамрăк "çăлтăр" Уфара, "Гостиный двор" умĕнчи площадьре юрлĕ. Рушана фонограммăпа мар, хăй юрлĕ, çавăнпа та юрланин вăхăчĕ чикĕллĕ пулĕ.
Массăллă информаци хатĕрĕсенчен.