Аургазă хыпарçи
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Лайăх хыпар
2 Кӑрлач 2019, 18:18

Ялăн малашлăхĕ пур!

Кĕçĕн Нагадак ялне нумайччен кĕтнĕ çутçанталăк газĕ килсе çитнĕ

Кĕçĕн Нагадакра пурăнакан çынсемшĕн çак кун чăн-чăн уява çаврăнчĕ. Вĕсем ăна çичĕ çул ытла кĕтнĕ вĕт.
Треппел ялсовечĕ газ кĕртме техника условийĕсене 2011 çулхи ноябрь уйăхĕнчех илнĕ, виçĕ çултан проект-смета документацине çĕнетнĕ. Проект тата унăн госэкспертизи 1 млн та 800 пин тенке ларнă. Анчах финансламан пирки ĕç чарăнса тăнă.
Республика правительствин унчченхи премьер-министрĕ Рустэм Марданов пулăшнипе çеç, вăл иртнĕ çул пуçламăшĕнче Кĕçĕн Нагадакра мăйракаллă шултра выльăх самăртмалли фермăра пулса курнă, ĕç вырăнтан тапраннă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ирина Захарова çавăн чухне ял çыннисен тĕп проблемине – газ кĕртессине – хускатнă.
Премьер пулăшма шантарнă, сăмахне тытнă. „Кĕçĕн Нагадак ялне газпа тивĕçтересси” объекта кĕске вăхăт хушшинче строительство-монтаж ĕçĕсен планне кĕртнĕ, 14 млн тенке яхăн укçа уйăрса панă. Аукцион ирттернĕ хыççăн подрядчикпа контракт тунă. Благовещенск хулинчи „Благгазстрой” ООО работникĕсем кĕске вăхăт хушшинче 3561 м пысăк пусăмлă тата 4701 м пĕчĕк пусăмлă пăрăх ирттернĕ. Газовиксем ĕçе ярас тата майлаштарас ĕçсене пурнăçланă.
Ял çыннисемпе савăнăçа пĕрле пайлама тата вĕсене çакăн пек чаплă событипе саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Зуфар Идрисов, „Газпром газораспределение Уфа” ПАО Стерлитамак хулинчи филиалĕн директорĕ Олег Бойцов, „Салават” ХФХ руководителĕ Василий Федоров килнĕ.
Зуфар Явдатович çак проекта пурнăçа кĕртме активлă хутшăннăшăн вырăнти хăйтытăмлăха, подряд организацийĕсене, районти газовиксене, ял çыннисене пурне те тав турĕ.
Пенсионер Кузьминсем пĕрремĕш телейлисем пулса тăчĕç, вĕсен çуртне сенкер топливăпа чи малтан çыхăнтарчĕç. Геннадий Николаевич хĕрĕх çул ытла механизатор пулса ĕçленĕ, Лена Петровна – нумай çул тăршшĕне дояркăра, колхоз столовăйĕнче поварта.
- Халĕ пирĕн çуртра газ та, çĕнĕ газ плити те пур. Çĕнни вара яланах савăнтарать, - теççĕ хуçасем. – Вутă хатĕрлеме çултан-çул йывăртарах пулса пырать, çулсем тата чирсем хăйĕннех тăваççĕ. Халĕ вара мĕнле телей!


Газпа çыхăнтарма черетре тата пилĕк-ултă çурт, ирĕк паракан докуменчĕсем вĕсен хатĕр ĕнтĕ. Ытти кил-çуртра та çывăх вăхăтра сенкер çулăм çунма пуçласси иккĕлентермест. Халĕ ял çыннисен пурнăçĕ хăтлăрах пулĕ. Тата – ялăн малашлăхĕ пулса тăнă. Газ тата лайăх çул пулсан, çак ял карттă çинчен çухалмĕ – пурăнĕ, анлăланĕ тата аталанĕ.
Читайте нас: