Аургазă хыпарçи
-8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Лайăх хыпар
2 Кӑрлач 2019, 11:36

Начар илтекенсем те хыпарсене пĕлсе тăрĕç

Хăлха илтес енĕпе инвалидсем цифрăллă телевиденине субтитрсемпе курма пултарĕç.

Халĕ эфирти телевидени каналĕсене субтитрсемпе пăхма май пулĕ. Российăри телерадиовещани сечĕ обязательнăй, пурне те тивĕçекен мĕнпур канала çак техника майĕпе тивĕçтернĕ.
Çакăн пек функци хăлхи начар илтекен çынсене, ытти телекуравçăсемпе пĕр тан, информаци илме май парĕ.
Телевизорсем çинче ăна хускатас тесен, пульт çинчи телетекст кнопкине пусмалла.
DVB-T2C стандарта йышăнакан телевизорсенче субтитрсемпе усăланма пулать. Телевизора дециметрлă (е мĕнпур хумлă) антеннăпа çыхăнтарни тата каналсен автонастройкине хускатни çителĕклĕ.
Субтитрсем çак каналсенче пур: «Первый», «Россия-1», «НТВ», «Россия К», «ТВ Центр», «Карусель», «Спас», «Матч ТВ» тата «Пятый канал».
2020-мĕш çултан телевиденинче субтитрсемпе кăларăмсен пайĕ 5 процентран кем мар пулмалли çинчен закон проекчĕ вăя кĕрет. Закон проектне «Уçă хутлăх» государство программине реализацилес йĕркепе ĕçлесе хатĕрленĕ.
«Башинформ».
Читайте нас: