Пур хыпар та
Лайăх хыпар
25 Декабрӗн 2018, 13:25

Çĕнĕ пекех курăнать

Тĕпрен юсанă хыççăн Ташлăкуль ялĕнчи фельдшер-акушер пункчĕ уçăлнă.

1970 çулта туса лартнă кивĕ çурт аварири лару-тăрура пулнă. Çичĕ ялта пурăнакан 835 çынна тивĕçтерсе тăракан ФАПра шыв тата канализаци системисем пулман.
Юсав ирттерме ПР строительство министрĕ пулса ĕçленĕ тата районăн хисеплĕ гражданинĕ Минираис Усманов пулăшнă. Тĕллевлĕ социаллă программăсен фончĕ, меценат унта попечительсен совечĕн членĕ пулса тăрать, тирпей-илем кĕртме укçа уйăрса панă.
Юсама виçĕ миллион тенкĕ ытла укçа кайнă. Çав шутран 900 пин теникине медицина оборудованийĕ туянма янă. Халĕ кабинетсем тасалăхпа тата çĕнĕлĕхпе йăлтăртатса тăраççĕ, ФАП вара çĕнĕрен туса лартнă пек курăнать.
Э. ЗИННУРОВА.
Читайте нас: