Аургазă хыпарçи
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Лайăх хыпар
13 Декабрӗн 2018, 18:27

Урока кая юлмăпăр!

Районта шкул автобусĕсен шучĕ ÿснĕ.

Аургазăри шкул ачисен тăваттăмĕш пайĕ кÿршĕллĕ ялта вĕренет. Вĕсем уроксене шкул автобусĕпе çÿреççĕ.
Декабрь уйăхĕнче Ишлĕ тата Исмагил ялĕсенчи шкулсем валли икĕ çĕнĕ "Газель" килнĕ. Хăтлă, çемçе креслосемлĕ автобуссем, чи пĕчĕк шкул ачисем валли куçăмлă пускăчсем вырнаçтарнă, ранецсем валли çÿлĕксем пур, хутса ăшăтмалли система лайăх. Техникăна ГЛОНАСС спутник навигаци системипе оборудованиленĕ.
Ишлĕ шкулĕнчи халиччен пулнă пĕр автобус ачасене занятисене аран турттарса ĕлкĕрнĕ. Халĕ "Газель" çывăхри ялсенчи мĕнпур ачасене те турттарма май парĕ.
Кивĕ Ибрай, Çĕнĕ Ибрай, Çĕнĕ Тимешке тата Покровка ялĕсенчи арçын ачасемпе хĕрачасем те Исмагил шкулне çĕнĕ микроавтобуспа çÿрĕç.
Читайте нас: