Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Лайăх хыпар
7 Декабрӗн 2018, 11:39

Тăван чĕлхене юратасси - вулав урлă

Хусантан района 1300 çĕнĕ кĕнеке турттарса килнĕ

Районти централизациленĕ библиотека системин директорĕ Замера Хусаинова Тутарсен пĕтĕм тĕнчери конгресĕн адресĕпе тутар литературин фондне пуянлатма пулăшма ыйтса çыру çырнă. Вăл кивелсе çитнĕ, ăна тахçанах çĕнетмен. Сăмахран, библиотекăра Муса Джалилĕн сăввисен пуххи пур, ăна иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнчех пичетлесе кăларнă... Районăн тĕп библиотекарĕ ыйтса çырнине Тутарсен пĕтĕм тĕнчери конгресĕн ĕçтăвкомĕн руководителĕ Ринат Закиров тÿрех хурав панă. Вăл пуян парне тунă - пирĕн ялсенчи библиотекăсем валли 1300 издани уйăрса панă. Хусантан Толбазăна ятарлă рейспа вĕсене тĕп референт Ильдар Мингараев илсе килнĕ. Хаклă çăка илемлĕ «Мерседес» микроавтобуспа илсе çитернĕ, унпалан, сăмах май, Тутарстанăн паллă артисчĕсем час-часах гастроле тухса çÿреççĕ.


Наци коллекцине историлле сборниксем, энциклопедисем тата наци изоизданийĕсем, поэзи антологийĕ, словарьсем кĕнĕ, вĕсем тăван чĕлхе преподавателĕсен вĕренÿ пособийĕсем çумне питĕ лайăх хушăмсем пулĕç. Художествăлла литературăна юратакансене классиксен тата хальхи вăхăтри поэтсемпе писательсен поэзи тата прозăллă произведенийĕсем килĕшме пултараççĕ. Ача-пăча литератури те жанрсен тĕрлĕлĕхĕпе савăнтарнă. Пĕчĕк вулакансем валли илемлетсе тунă юмах, калав, легенда кĕнекисем, сăрласа илемлетмелли кĕнекесем тата нумай ытти пур. Г. Ибрагимовăн пултарулăхне халалланă выставка тин пичетлесе кăларнă «Казак кызы» («Çеçенхир хĕрĕ») романĕпе пуянланнă. Çак кĕнеке коллекцийĕн пĕрремĕш презентацине Анне кунне халалланăччĕ. Аургазăсем çĕнĕ кĕнекесемпе районти мĕнпур библиотекăсенче паллашма пултараççĕ. Парнеленĕ малтанхи 124 кĕнекене вĕрентÿ пайĕ илнĕ. Халĕ вĕсене районти шкулсем тăрăх уйăрса тухĕç.


Хусан хăнисем район центрĕнчен лайăх кăмăл-туйăмпа, пушкăрт кучченеçĕсемпе тата район администрацийĕн пуçлăхĕн Зуфар Идрисовăн ятĕнчен Тав çырăвĕпе кайрĕç. «Сенкер çăлкуç» литература пĕрлешĕвĕн руководителĕ Варис Акбашев поэт хăйĕн «Ман ал тупанĕнче – сан аллусем» кĕнекин 40 экземплярне парса янă. Халĕ вĕсем урăх çĕршыври е Российăн урăх регионĕнчи, хăй пекех, тутар литературине кăмăллакан çын аллине лекме пултараççĕ.

Тăван чĕлхепе çырнă хайлавсем пирĕн чĕлхене пуянлатаççĕ кăна мар, ăрусен çыхăнăвне те, вĕсен туйăмĕсене, шухăшĕсене, хумханăвĕсене сăнласа кăтартаççĕ. Замера Гиндулловнан сăмахĕпе, паянхи кун вырăнти фондра чăваш, мăкшă, украин изданийĕсем çителĕксĕр. Библиотека работникĕсем вĕсене пуянлатма майсем активлă шыраççĕ.


Тутарсен пĕтĕм тĕнчери конгресĕ ют çĕршывсенчи тутар наци-культура организацийĕсемпе пĕрле ĕçлет. Паянхи кун Тутарсен пĕтĕм тĕнчери конгресĕ 352 обществăлла наци-культура организацине пĕрлештерсе тăрать. Российăра тата Тутарстанра вĕсенчен 230-шĕ ĕçлеççĕ, 34 ют çĕршывра – 122; инçетри 20 ют çĕршывра – 42, çывăхри 14 ют çĕршывра – 80 организаци.
Читайте нас: