Аургазă хыпарçи
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
21 Мартӑн 2021, 12:25

"Сарписем" концертпа савӑнтарнӑ

Мартӑн 20-мӗшӗнче Шланлӑ ялӗнче "Сарпи" ансамблӗн концерчӗ иртнӗ.

Куракансем чылайӑн пуҫтарӑннӑ, пандемине пула тухса ҫӳрейменнипе, пӗр-пӗрне тунсӑхлани те сисӗнсе тӑнӑ тата чун апачӗ те кирлех ҫынна! Чӑвашла, пушкӑртла, тутарла юрӑ хыҫҫӑн юрӑ юхнӑ.
Тӗрлӗ халӑх ташшисем концерта илем кӗртнӗ. Артистсене Культура ҫурчӗн ертӳҫи Л. М. Петрова, А. Л. Иванов, концертӑн спонсорӗ тата Альбина Варламовнапа Алексей Николаевич Петровсем ӑшшӑн тав тунӑ.
Куракансем кашни номере тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илнӗ. Пухӑннисене пурне те концерт чунтан килӗшнӗ.
- Чӑннипе те кӑмӑл тулчӗ, ҫуркунне ҫитни те хавхалантарчӗ, концерт та чунсенче ӑшӑ туйӑм ҫуратрӗ! Тавтапуҫ тетпӗр чунтан, алӑ ҫупатпӑр кӑмӑлтан! - хӑйӗн кӑмӑлӗпе паллашать Людмила Маркина.
Читайте нас: