Аургазă хыпарçи
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
24 Нарӑсӑн 2021, 12:30

Кирлĕ çынсем

Утаркуль ялĕнче пурăнакан Николай Васильев „Кирлĕ çынсем” фестиваль лауреачĕ-çĕнтерÿçисенчен пĕри пулса тăнă.

Унта обществăлла активлă пурнăçпа интересленекен пенси ÿсĕмĕнчи республика çыннисем хутшăннă. Вĕсем, усăллă ĕçе тытăнса, каллех кирлĕ çынсем пулса тăнă. Заявкăсене „Кĕмĕлленнĕ волонтерлăх”, „Спорт”, „Культура тата искусство”, „Пĕрлешÿ лидерĕ”, „Вĕрентÿ”, „Тирпей-илем кĕртес ĕç”, „Туризм”, „Пурăнмалли хутлăх”, „Ыркăмăллăх”, „Эпир тата мăнуксем” номинацисем тăрăх йышăннă.
Килнĕ 67 заявкăран жюри 11 çĕнтерÿçе палăртнă, вĕсене пĕтĕмлетÿсем тунă çĕре йыхравланă. Пирĕн ентеше, 88 çулхи Николай Васильева, „Культура ĕçне ертсе пырасси” номинацинче çĕнтерÿçĕ тесе йышăннă.
Участниксене паллă сатирик писатель Марсель Салимов саламланă. Фестивале кăçал та ирттерме йышăннă, кирлĕ çынсен ĕç опытне вара - кĕнекере çырса кăларма.

Е. ГАВРИЛОВА, библиотекарь.

Читайте нас: