Паллă юрăри «Манăн çулсем – манăн пуянлăх» текен сăнарлă сăмахсем Раиса САРПИ сăвăç пирки те каланăн туйăнăççĕ мана. Мĕншĕн тетĕр-и? Мĕншĕн тесен тăван халăх юратакан тата хисеплекен сăвăç çак кунсенче 70 çул тултарчĕ. Чăнах та сумлă уяв. Нумай çул вăл чăваш поэзийĕн тулăх анине пĕр ÿркенмесĕр сухаласа юрă-сăвăç çимĕçне ÿстерет те вулакана парнелет. «Тăван çĕршывăм Чăвашстан, чунпа та чĕремпе эп сан. Тăван чăваш, эп сан хĕрÿ, сана саватап эп хĕрÿ…» çунатлă йĕркесем çырнă сăвăç, 50 ытла сăвă-юрă-калав-пьеса пуххисен, 400 ытла юрă сăввисен, сцена çине кăларнă теçеткене яхăн пьеса авторĕ. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк поэзийĕн Нежип Фазыл ячĕллĕ тата ытти премисен лауреачĕ Раиса САРПИ пирĕнпе чунне уçса калаçма кăмăл турĕ.
- Раиса Васильевна, поэзи санăн кун-çулунта, кашни утăмунта, кашни сывлăш çаврăмĕнче, тĕлĕкÿсенче, ĕмĕтÿсенче пурăнать. Пĕр сăмахпа, поэзи сана хăйĕн асамлă та çирĕп ытамне ачаранах ярса илнĕ. Ÿт-пĕвӳнти кашни юн тумламĕ поэзин черченлĕхĕпе чĕнтĕрленнĕ. Мана эсĕ поэзисĕр пĕр чĕптĕм самант та пурăнма пултарайманнăн туйăнать…
- Тавах. Кун пек сăмахсене илтме аван, анчах та эпĕ кулленхи пурнăçра ытти çынсем пекех пурăнатăп. Сăвăсем кĕтмен çĕртен аçа-çиçĕм, ăшă çумăр, çил-тăвӑл е çавра çил евĕр килсе чуна тыткăнлаççĕ, пăлхантараççĕ, тĕлĕк урлă та ман пата килеççĕ. Алла калем тыттарса шур хут çине шăрçаланаççĕ. Çырса хума ĕлкĕреймесен вара шухăшсен авăрĕнче таврăнми çухалаççĕ-çĕтеççĕ.
- Пĕрисемшĕн поэзи çÿллĕлĕхри вĕçсе çитейми инçет. Теприсемшĕн вара вăл пушă вырăн… Хăшĕ-пĕришĕн поэзи – пурнăç тытăмĕ, илемĕ тата чун сиплĕхĕ.
- Маншăн поэзи ытти куллен пурнăçлакан ĕç евĕр. Эпĕ поэзи пирки пĕр вĕçĕм шутласа çÿресе пуçа çĕмĕрместĕп. Сăвӑ çырасси маншăн хăйне хăй пулса пыракан пулăм. Çырăннă чухне çырăнать, çырăнман чухне çырăнмасть, çырам-ха тесе чуна ыраттарса, пуçа ватса асапланса çÿреместĕп. Сăвă вара хам сăнанӑ тăрăх, чун туйăмпа тулсан: савăннă е хурланнă чух çуралать. Ытларах чухне сăвă çын сăмахĕ чуна тамăка ывăтсан кÿренÿпе куççуль витĕр сăрхăнать. Çамрăк чухне сăвă йĕркисем юрату вучĕнче çунса шăранса тухнă. Çав сăвăсене паян вуланă чух та пыр пăвӑнса ларать, сывлайми пулатăп, шутласа илетĕп: «Хаспати, мĕнле юратма пултарнă вĕт-ха эпĕ!» Çапла. Кашни япалан хăйĕн вăхăчĕ. Халь, çуллансан, ытларах халăх шăпи, тĕнчери тăнăçлăх, ачасен, мăнуксен пуласлӑхĕ шухăша пăлхатса алла калем тыттарать.
- Эсĕ хăвăн пĕрремĕш сăввуна шкула кайичченех çуратнă, хураçипе «калаçнă». «Шăллăм ылханĕ» - пичетре кун çути курнă пĕрремĕш сăвву. Эсĕ ăна вунтăваттăра хайланă. Тăван районăн «Авангард» хаçачĕ сана поэзи тĕнчине çул уçса панă. Эппин литература саккунĕ тăрăх пичетри чи малтанхи сăввуна шута илсен санăн поэзи стажĕ 56 çул. Ытти сăвăçсемпе пĕрле эсĕ çур ĕмĕр ытла чăваш поэзине аталантарнă. Поэзин вутлă çулăмĕнче çуннă, кĕрешнĕ, çĕнтернĕ… Мĕнле шутлатăн, чăвашăн хăйĕн поэзийĕ пур-и, тĕнче кăмăлне тивĕçтерет-и?
- Паллах, епле ан пултăр, чăвашăн хăйĕн поэзийĕ пур. Константин Ивановăн, Çеçпĕл Мишшин сăввисене тĕнчери чылай чĕлхене куçарнă. Хальхи тăван поэзин хăшпĕр калчисем тĕнче поэзийĕн уйĕнче хăйсен техĕмлĕхĕпе пучахланнă тĕслĕхсем те сахал мар. Ахальтен мар-тăр хăшпĕр чăваш сăвăçи тĕнчере ырă ятлă пулчĕ. Чăваш сăввисен пуххисем Италире, Венгрире, Польшăра, Болгарире, Швецире, Турцинче, Азербайджанра тата ытти çĕршывра кун çути курнă.
- Санăн хăвăн та Якутире, Эстонире, Азербайджанра уйрăм кĕнекесем тухнă, сăвă ярăмĕсем вуншар чĕлхене куçарăннă.
- Якутире тухнă «Кашни кун çĕнĕлле» сăвă пуххине Василий Сивцов халăх поэчĕ куçарчĕ. «Ăçталла пăхан пур çĕрте те эсĕ» кĕнекене Шеат Хеми азербайджан чĕлхипе пичетлерĕ. Эстони тăлмачи Валерия Виланди «Çăлăнăç утравĕ» ятпа кĕнекене эстони вулаканĕсем патне çитерчĕ. Дагестанра пурăнакан тусăм Бикеханум Алибекова пĕр харăсах сăввăмсен пуххине авар тата лезгин чĕлхине куçарчĕ. Вырăсла тухнă кĕнекесем сахал мар. 20 ытла. Вĕсене Татьяна Кузовлева, Зинаида Палванова тата ыттисем те куçарнă. Ачасем валли çырнисене вырăсла кун çути кăтартма вара ытларах Юрий Кушак вăй хунă. Сăвă ярăмĕсем Болгарире, Германире, Польшăра, Турцире, Туркменире, Таджикистанра, Белоруççире, Украинăра тата ытти çĕршывсенче вулакансем патне çитрĕç. Раççейре пурăнакан наци халăхĕсене илес пулсан хайлавсене мĕнпур чĕлхене куçарнă.
- 70 çул ахаль пурăнман иккен эсĕ çĕр çинче. Кур-ха, мĕн чухлĕ тăрӑшса ĕçленĕ. Кунсăр пуçне тăван литературăна та ытти халăхăн чи лайăх хайлавĕсене чăвашла куçарса пуянлатнă…
- Якут сăвăçисемпе çыравçисен хайлавĕсене «Саха ахахĕ» ятпа хамăн укçапа пичетлесе кăлартăм. Ÿкерчĕкĕсене хĕрĕм Илемпи Бородкина ăсталаса пачĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă тутарсен паллă сăвăçи Ренат Харис çырнă «Илемлĕ çурт» поэма хитре ÿкерчĕксемпе ачасем валли питĕ капăр парне пулса тăчĕ. Ÿнерçи Е. Лютая. Азербайджан сăвăçи Ханымана Алибейли «Эльхан - чăваш çĕршывĕнче» сăвă кĕнеки те ачасене кăна мар, хама та çунатлантарчĕ. Анастасия Ахметова калама çук юратса илемлетнĕ ăна. Студент чухне тÿрех пăлхар чĕлхинчен Георгий Караславов çыравçăн «Ылтăн тĕклĕ чĕпе» калавĕсемпе юмахĕсене чăвашла куçартăм. Лев Кадкинăн вырăсла сăвăлла çырнă «Ашак кĕперĕ», Валентина Пугачеван «Ÿкеретĕп эп хĕвел», Надежда Медюкован «Вĕçесчĕ!» кĕнекисем те эпĕ тăрӑшнипе чăвашла кун çути курчĕç.
- Юлашки çулсенче санпа мĕн пулса иртет-ши? Вырăсла та çырма пуçларăн. Вырăс поэзине те хăвăн сăввусемпе çеç мар, ытти чăваш поэчĕсен сăввисемпе те пуянлатрăн.
- Нăрваш Шăхалĕнче ĕмĕрне ирттернĕ хамăн аттен Василий Велвакайăн «Сăввăмпа савăнтарăп сана», «Вутра çуралнă юрату» кĕнекисене - сăввисен, калавĕсен, юптарăвĕсен, пьессисен, юрă сăмахĕсен пуххисене – вырăсла кун çути кăтартрăм. Хамăн Галина аппан хĕрĕн Людмила Николаевăн ачасем валли çырнă сăввисене вуласан калама çук хытă савӑнтăм. Вĕсене пĕтĕм тĕнчери вырăсла пĕлекен ачасене те вулаттарас килчĕ. «Побегу я по дорожке» ятпа кăлартăм. Ÿкерчĕксемпе кĕнекене Альбина йăмăкăн хĕрĕ Ольга Любимова пахалатрĕ. Çавăн пекех хамăн ачамсен кĕнекисене те, асаттен Якку Якурĕн сăввисене те вулакана парнелерĕм. Пурне те асăнса та пĕтереймĕн.
- Саламлатăп. Ку тапхăрта çине-çинех кĕнекесем кăлартăн. Тинтерех кăна санăн «Созвездие любви » ятпа кĕнекÿ халăхра саланчĕ. Çак сăввусене эсĕ вырăсла шăрантарнă. Çĕнĕ çул умĕн вара эсĕ хăв вырăсла çырнă сăвăсемпе калавсен пысăк пуххине «Свет любви» ятпа вулакан патне çитертĕн. Иккĕшĕ те хытă хуплашкаллă, Илемпи хĕрÿ ÿкернĕ портретлă, 400 ытла страницӑллă.
- Çакăн евĕрлĕ тепĕр пилĕк кĕнекелĕх «пуянлӑхăм» пур. Хăват çитерсен, спонсорсем тупăнсан вĕсене юбилей çулĕнче пичетлесе кăларассăм килет.
- Нумай пулмасть 500 ытла пултаруллă чăваша халалласа, ятран çырнă сăввусен кĕнеки «Сире савса, юратса» ятпа пичетленчĕ. Мĕн чухлĕ çынна савăнтарчĕ, вăй пачĕ вăл. Ăсчахсем каланă тарăх халиччен чăваш литературинче ятран халалласа çырнă уйрăм кĕнеке пулман. Кашни сăвă «геройĕн» биографине, ăс тытăмне, пултарулăхне, чун хусканăвне, шухăш-кăмӑлне мĕнле туйма-ăнкарма пултартăн? Кун пек çырас тесен çынна витĕр курмалла, психолог пулмалла.
- Каларăм ĕнтĕ, хăйне хăех пулать. Чылай чухне – экспромт. Самант сăвви çуралать.Хăшпĕр чухне хам та тĕлĕнетĕп. Такам маншăн сăвăсене таçта çÿлте хатĕрлесе хунă пек. Алă хăех шăрçалать. Типографинче хăйĕн черетне кĕтсе «Хĕвеллĕ чун» тепĕр сăвă кĕнеки выртать. Вăл кĕнекере чăваш историйĕпе çыхăннă хăйне евĕрлĕ тĕлĕк урлă килнĕ сăвăсемпе поэмăсем. Тата тепĕр кĕнеке пичетре. Унта юрăсен сăввисем кĕрĕç. «Шăнкăрти çăл куçăм» ятлӑ пулĕ вăл. Юптарусен кĕнекине те ÿкерчĕксемпе илемлетсе икĕ чĕлхепе пичете хатĕрлесе хутăм. Унсăр пуçне ытти чĕлхесенчен куçарнă сăвă-калав кун çути курасшăн. Хам вырăсла çырнисене чăвашла куçаратăп, чăвашла çуралнисене вырăсла кун çути кăтартас килет.
- Санăн сăввусем питĕ кĕвĕллĕ. Çавăнпа пуль вĕсене кĕвĕ ăстисем юрра хывма юратаççĕ. Пĕр вĕçкĕн сăвăç: «Юрăсем валли çырнă сăвăсем поэзи мар», - терĕ. Эсир кун пирки мĕн шутлатăр?
- Ман шутпа, юрăсем валли çырнă сăвăсем чăн-чăн поэзи. Вĕсем халăх асĕнче юрă пулса ĕмĕрлĕхех тăрса юлĕç. Пăтравлă, никам та ăнланман сăмах пуххисене поэзи теесшĕн-ши вăл, хăйне пысăк саспаллипе поэт тесе çыртаракан? Халăх вăл выльăх кĕтĕвĕ мар. Мĕн лайăххипе начаррине питĕ аван ăнланать. Композиторсем кашни лăпăртăка юрра хывмаççĕ. Юрăра кашни сăмах юрланмалла, хăй вырăнĕнче пулмалла, çăмăллăн асра юлмалла. Ман сăвăсене студент чухнех чăвашсен паллă, чаплăран та чаплă композиторĕсем Филип Лукин, Олимпиада Агакова, Анисим Асламас, Юрий Кудаков, Анатолий Михайлов, Авраам Бурундуков, Юрий Жуков, каярахпа Анатолий Никитин, Лариса Быренкова, Валерий Игнатьев, Николай Казаков, Валентина Салихова, Николай Андреев, Олег Кăйкăр, Николай Эриванов, Юрий Эриванов, Виктория Захарова, Анна Горинова, Лолита Чекушкина, Людмила Кинер, Раиса Казакова-Сейт, Валентин Кузнецов тата нумай пултаруллă кĕвĕ ăсти кĕвĕленĕ. Халăх патне 6 кассета, 6 аудио-диск, 2 видеодиск çитертĕм. Хальхи юррăмсене флешкăсемпе те итлеççĕ.
- Эс театрсемпе те туслă марччĕ-и-ха? Эп пĕлессе, пукане театрĕ сан пьесусемпе лартнă спектакльсемпе пукане театрĕсен тĕнче шайĕпе иртнĕ конкурссенче мала тухнă. Лауреат-çĕнтерÿçĕ ята пĕрре мар тивĕçнĕ.
- Драматургинчен сивĕнмен-çке. Вика Захарова манăн «Пĕрремĕш утăмсем» сăвăлла пьеса тăрăх мюзикл лартрĕ. Кун пирки Раççей халăх артисчĕ, ЧПУăн искусствă факультечĕн деканĕ, Морис Яклашкин профессор Вика диплом хÿтĕленĕ чух çапла каларĕ: «Эпĕ чăваш музыка историне питĕ вăйлă тĕпченĕ. Уйрăмах ача-пăча музыкине. Халиччен чăваш халăх историйĕнче çакăн пек хăватлă мюзикл пулман. Эпĕ икĕ пултаруллă çыннăн çыхăнăвне пехиллетĕп…» Анна Горинова эпĕ ятарласа ун валли «Свет любви» ятлă вырăсла сăвăлла çырнă юмах тăрăх нумай кĕвĕллĕ спектакль ачасене парнелерĕ. Икĕ музыкăллă хайлава-курава интернетра тупса пăхма пулать. Икĕ спектакле те Çĕнĕ Шупашкарти Культура керменĕн «Шевле» ушкăн ачисем хутшаннă. Халăх театрĕсем те ман пьесăсене килĕштереççĕ.
- Ай-тур-тур! Мĕн чухлĕ ĕç. Республикăри чылай пултаруллă çынпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пултарнă эсĕ. Антер Хусанкай «Тăван Атăл» журналта (1970 мĕш çулсенче) эсĕ литература çулĕ çине тăнă чух «Сарпи пултарулӑхĕ юр кайсан тухнă çÿп-çап... » тесе хакланăччĕ. Каярах вара хăйĕн «Тексты, метатексты. Путешествия» кĕнекинче Сарпи легенди вĕçленчĕ тесе çырнă. (Чебоксары. 2003). Сăмах май, Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай пирĕн асаттен Якку Якурĕн шăллĕпе Петр Григорьевич Яковлевпа туслă пулнă. Митта Ваçлейĕпе пĕрле Петĕр Хусанкай Петр Григорьевич чĕннипе пирĕн тăван килте Нăрваш Шăхалĕнче темиçе хут та хăналаннă. Унăн ывăлĕ вара сан поэзине хăйне евĕрлĕ хаклать ав. Кунта темĕнле ăнланманлăх пурах…
- Тĕнчери халăхсен çапла каларăш пур. «Улми улмуççинчен аякка ÿкмест». Эп çак каларăша редакцилесшĕн. Сайра-хутра аяккарах ÿкни те пулкалать пуль çав. Петр Хусанкай манăн 1967 çулта 9-мĕш класра «Пионер сасси» хаçатра пичетленнĕ сăвăсем пирки Геннадий Волков академика çапла каланă: «Ку хĕрачан пултарулăхĕ пысăк. Сăввисем питĕ килӗшрĕç. Анчах та ăна асăрхаттармалла. Чăвашсем Атăла анне темеççĕ, атте теççĕ». Эпĕ аслă поэтăмăр сăмахĕсене шута илсе хамăн пĕрремĕш кĕнекене кун çути кăтартнă чух юлашки сăвă йĕркисене ылмаштартăм. «Юхать мăнаçлăн çĕршыв тăрăх сăваплă Атăлăм-атте, Пăлам, пĕчĕк пулсан та тăрăш, çĕкле мăн Атăл хăватне…» Çак сăвăсен ярăмĕпе шкул ачисен хушшинче «Пионер сасси» ирттернĕ сăвă конкурсĕнче эпĕ пĕрремĕш вырăн йышăнтăм. Хаçат мана ЧПУна вĕренме кĕме рекомендаци пачĕ. Ашшĕ манра пулас сăвăçа курчĕ, Атнер ĕмĕрĕпе мана ура хурса пырать. Чи тĕлĕнмелли, эпĕ ăна çиленейместĕп. Ашшĕпе амăшне юратнипе Атнер Хусанкая хăйне тапăнакансенчен темиçе хут та хÿтĕлерĕм. Кÿнтеленсем – темĕн чухлех.
- Тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле. Кашни кĕнчеле хăйне май çавăрттарать. «Чăваш халăхĕ вĕтĕ, кĕвĕç чунлă», - текен сас-хура та хăлхана кĕркелет. Ку сăмахсенче тĕрĕслӗх пурах-ши? Хăшпĕр сăвăçсем каçăрăлса чăваш халăхĕ мăнаçлă, маттур халăх тесе кăшкăрашса çÿреççĕ. Çав вăхăтрах çурăм хыçĕнче шăп та лăп халăх хăватне-чапне тĕнче поэзийĕ шайне çĕклекенсем пирки сăвăç мар, сăвă çырма пĕлмеççĕ тесе лĕпĕртетеççĕ. Çакăн пирки санăн шухăша пĕлесчĕ.
- Ыр сунакансем çак сăмахсене ман пата çитерчĕç. «Валери Туркай, Светлана Асамат, Раиса Сарпи сăвăçсем мар, çырма пĕлмеççĕ тесе çÿрет ман ентеш хĕрарăм-сăвăç. Калаçтăрах. Кашни çăвара хупаймăн. Çак сăмаха илтнĕ хыççăн хăй мĕн çырса тĕлӗнтернĕ-ха тĕнчене тесе мĕн пур кĕнекине тĕпчесе вуласа тухрăм. Рецензисем çыртăм. Вĕсене интернетра вулама пулать. Эпĕ халăхра сăвă çырас туртăмлă çын тупăнсан питĕ савăнатăп, çыраять-и вăл, çыраймасть-и, атя, çыр тесе яланах хавхалантаратăп. Ман çынна çапса хуçас кăмăл нихçан та пулман. Çырсан-çырсан кашни çыннăнах пултарулăхĕ аталанать, çын чĕлхи, сăмах пуянлăхĕ, сăвă техникин ăсталăхĕ уçăлать. Сарпи сăвă çыраймасть текене те эпĕ хăй вăхăтĕнче питĕ нумай пулăшнă. Эп сана пурнăçра пулнă пĕр пулăмпа тĕлĕнтерем-ха. 1975 çулта Пĕтĕм Совет Союзӗнчи çамрăк сăвăçсен канашлăвĕ вăхăтĕнче «Комсомольская правда» (23.03.1975) «Мастером быть обязан» ятпа канашлăва хутшаннă çамрăк авторсенчен илнĕ интервьюсем пичетлерĕ. Мана та ку хисеп тиврĕ. «Литературная газета» (26.03.1975.) вара Агния Барто интервьюне пичетленĕ. «В моей группе было много интересных поэтов и среди них я хотела бы отметить Анатолия Костецкого, Лидию Корчагину, Раису Сарби, Азамата Рахманова, Валерия Левановского…» «Литературная Россия» (28.03.1975) хаçатра паллă ача-пăча писателĕ Анатолий Алексин мана ырăпа асăннă: «Редким даром увлекательного поэтического разговора с ребенком, безусловно, владеют Анатолий Костецкий с Украины… Раиса Сарби из Чувашии…». Ытти чылай хаçат-журнал та калашлу ĕçне çутта кăларчĕ. Эп Мускавран Шупашкара таврăнсан эп ĕçлекен Чăваш кĕнеке издательствине Лариван Козин «çыравçă» кĕчĕ. Аллинчи хаçачĕсене сулкаласа ман пата чупса пычĕ те кăкăртан ярса илсе çухăрма пуçларĕ: «Чăваш еврейĕ, чăваш еврейĕ!». Аслă редактор Валем Ахун редакци пÿлĕмне пырса кĕнипе çеç хĕремесленсе кайнă этемкке алăка шартлаттарса хупса тухса кайрĕ. Мĕн тунă-ши эпĕ ăна? Валем Ахун вара Сергей Михалков канашлăва пĕтĕмлетсе тунă доклада та тупса вуланă иккен. Унта Совет Союзĕн гимнĕн сăмахĕсене хайланă «дядя Степа» çапла пĕлтернĕ: «Стоит проводить такие совещания хотя бы за то, что мы открыли талант Раисы Сарби». Валем Ахун ман хуçăк кăмӑла çĕклесе аттем пекех хулпуççинчен çупăрласа саламларĕ мана. «Каларӑм вӗт сана, тĕнчене тухатăн!» - терĕ, ача пекех савӑнчĕ ĕçтешĕм. Вăл - манăн хушма ятăмăн - псевдонимăн «хреснашшĕ». «Яковлева хушамат чăвашсене тĕне кĕртнĕ вырăс миссионерĕсем панă хушамат, эс пысăк пултаруллă. Тĕнче поэзине чăвашла хушаматпа тухмалла», - тесе сĕнчĕ вăл студент чухнех тухнă кĕнекеме пичете ярас умĕн. Манăн пĕрремĕш кĕнекене Георгий Орлов çапса хуçсан Валем Ахун манран та ытларах кулянчĕ. «Георгий Орлов пĕчĕк тĕмеске çине улăхса тӑнă та, çамрăк хунава çавапа çулать, вăл ÿссе кайсан хӑй курăнми пуласран шикленет», - тенĕччĕ вăл ун чухне, 1973- мĕш çулта, критика чукмарĕ мана пуçранах кĕрĕслеттерсен. Эп пăлханса ÿксе пĕрремĕш ачана вăхăтсăр çуратса, пепкеме чутах çухататтăм... ВЛКСМ тĕп комитечĕн ертÿçи Павлов юлташ «Манăн ăру» сăвва (вырăсла Владимир Костров куçарнă) комсомол съездĕнче пăхмасăр каланине пĕлсен еплерех чашкăрчĕç поэзири «туссем»… Сӑмах май, чӑвашсем чи вĕчĕх халăх тенипе килĕшесех килмест. Ытти халăхра та пур кĕвĕç-вĕчĕх, ăмсану, пĕр-пĕрне таптасси… Шахвăртса калам: ĕлĕк-авал, Турă çынна тăмран йăваласа тунӑ чухне, кăштах йăнăшнă пуль çав… Туса çитереймен… кулать.
- Раиса Васильевна, сана паянхи чылай çамрăк сăвăç «поэзири хреснанне» тесе тав тăвать…
- Мана та хăй вăхăтĕнче ЧПУри «Çилçунат» литпĕрлешÿ ертÿçи Виталий Станьял алран тытсах Чăваш кĕнеке издательствине ертсе кайрĕ. «Парне» кĕнекен ал çырăвне вăл хăй машинкăпа çапса пичете хатĕрленĕ. Вăл - маншăн ырă тĕслĕх. Вăл çул кăтартман пулсан, тен, паян чăваш поэзийĕнче Раиса Сарпи пулмасчĕ те. Поэзи çулĕ çине çирĕп тăнă хыççăн эпĕ хам та вуншар сăвăçа кĕнеке кăларма пулӑшрăм, писательсен союзне кĕме хавхалантартăм.
- Астăватăп, сана СССР çыравçисен пĕрлĕхне илнĕ чухне 5 хутчен чунна тăлларĕç, айккинче тăратса хăварчĕç.
- Агния Барто Мускавран писательсен союзне шӑнкăравласа çапла каланă. «Раиса Сарпине чăвашра союза илместĕр пулсан, Мускавра илетпĕр. Рекомендацине хамах паратăп». Ун шăнкăравĕ хыççăн мана 1981 çулта союза илчĕç. Эпĕ 1975 çулта пуш уйăхĕнче Мускӑвра Пĕтĕм Совет Союзĕнчи çамрăк сăвăçсен 6-мĕш канашлăвĕнче Агния Барто ертсе пыракан ача-пăча секцинче пултăм. Çавăн пекех мана Римма Казаковăпа Владимир Костров ертсе пынă аслисем валли çыракан сăвӑçсен секцине те чĕнчĕç. Икĕ секцийĕ те мана кĕнекесем кăларма рекомендацисем пачĕç. Мускавра ВЛКСМ тĕп комитечĕн «Молодая гвардия» издательствинче пичетленсе тухнă «Розы в росе» кĕнеке «Лучшая книга молодого поэта -1977» диплом илчĕ, эпĕ лауреат пулса тăтăм. Преми укçипе Итали курса çурерĕм. Агния Барто сĕннипе ача-пăча кĕнеки «Пляшет, пляшет Илемби» ятпа ачасем валли хайланă сăвăсем, Юрий Кушак куçарнăскерсем, Мускаври (1980) «Малыш» издательствăра пичетленчĕç. Ытти издательствăсем те каярах ман кĕнекесене пысăк тиражпа пичетлерĕç. Хамăр чăваш çыравçисем Пегасăма-поэзири çилçуната чылай тăлларĕç пулсан та, чăваш комсомолĕ пулăшнипе пурнăç йывăрлăхĕсене çĕнме май пулчĕ. Эпĕ çамрăк чухне пирĕн партипе правительство çамрăк сăвăçсене çул уçса паратчĕç. Нумай поэзи фестивальне хутшӑнтăм. Тĕрлĕ халăх сăвăçисемпе туслашрăм. Çакă пĕр-пĕрин кăмăлне ăнланма, халăхсен тăванлăхне туйма пулăшрĕ. Куçару ĕçне пахалатрĕ. Тавракурăма анлăлатрĕ. Нумай халăх патне хамăн сăвăсене çитерме хăват пачĕ.
- Паянхи çамрак çăваçсен сăввисенче тарăнлăх сук. Юрату çинчен çеç çыраççĕ, рифма тума пĕлмеççĕ, пушă сăвăсем хайлаççĕ. Çак каларăшпа килĕшетĕн-и? Чăваш поэзин пуласлăхĕ пур-и?
- Юрату çинчен çыраççĕ пулсан выльăха тухман-ха. Эппин, туйăмĕсем пур. Сăвă техникине вĕрентес пулать. Ку вăл – патшалăх ĕçĕ. Ятарлă вĕрентекенсем хатĕрлемелле. Хальлĕхе чăваш чĕлхи вĕрентекенсем тăрăшнипе çеç аталанать поэзи. Унччен писательсен союзĕ çумĕнче литконсультантсем шалу илсе ĕçленĕ, яваплăха туйнă партипе правительство. Чун апачĕ кирлех халăха. Поэзи шăпах – чун апачĕ. Тĕнче ăс-тăнне ĕмĕр-ĕмĕрех поэзи тытса тăнă.
- Раиса Васильевна, эсĕ пин-пин сăвă амăшĕ çеç мар, лайăх анне тата арăм та...
- Хĕрĕм Илемпи ÿнерçĕ. Раççей художникĕсен пайташĕ. Вăл Турцири ТЮРКСОЙ тĕрĕк халăхĕсен организацийĕ йĕркеленĕ художество лабораторийенче пĕр уйах ĕçлесе «Ылтăн фонда» хăй картинисене парнелесе хăварнă. Халĕ вĕсем Пĕтĕм Тĕнче тăрăх куравра çÿреççĕ. Илемпи Мускавра пурăнать. Художник-дизайнер пулса ĕçлет. Тĕрлĕ курава хăйĕн ĕçĕсене тăратать. Мăнукăм Дима çурт-йĕр ăсти. Ывăлăм Роман çемйипе манпа пурăнать. Вăл та çурт-йĕрсем тăвать, мăшăрĕ тухтăр. Вĕсем тăватă ача ÿстереççĕ. Ман упăшкам тивĕçлĕ канура. Йывăçран тĕрлĕ эреш касса кăларма юратать. Дачăра ĕçлеме кăмăллать. Вăл «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ».
- Раиса Васильевна, эсĕ 60 çулхи юбилейра 101 çула пурăнса çитетĕп тесе каланăччĕ. Шухăшăра улăштармарăр-и-ха?
- Атте ман сăмаха илтсе хавхаланчĕ те 102 çула кăшт çеç пурăнса çитеймерĕ. Эпĕ халĕ 105 çул пурăнас тесе ĕмĕтленетĕп. Çырмалли шухăшсем питĕ нумай. 101 çулта çырса пĕтереймесрен шикленетĕп (кулать).
- Этем тени хăйне ватăлакан сăн-пит урлă мар, чун хăвачĕ урлă курать. «Çитрĕм 45, катăк пур-ха пилĕкре», - тесе шÿтленĕччĕ эсĕ. Кăтăку халĕ те пур-и-ха?
- 45 çултинчен те ытларах. Иккĕмĕш çамрăклăх пуçланчĕ пулмалла. кулать.
- Апла-и, капла-и, пурнăç малаллах. Сана ырлăх-сывлăх, юрату, телей, анăçу, вăй-хал, иксĕлми çăл куç пек тапса тăракан пултарулăх сунатăп. 105 çул кăна мар, 110 çул пурăн. Тăван халăха малашне те çĕнĕ сăвă-калавпа-пьесăпа çунатлантар.