Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
12 Нарӑсӑн 2021, 14:05

Нева изумручĕсем

„Радость” кăтартуллă хореографи ансамблĕ хореографи искусствин „Нева изумручĕсем” пĕтĕм тĕнчери онлайн-фестивалĕнче призлă вырăнсем йышăннă.

Альбина Залилова ертсе пыракан коллектив çак престижлă творчествăлла конкурса онлайн-трансляци мелĕпе хутшăннă. Çамрăк ташăçăсем „Пушкăрт пылĕ” постановка кăтартса тата „Апипа” тутар ташши ташласа хастарлăхпа тата профессионализмпа жюри членĕсен кăмăлне кайнă. Конкурс результачĕсем тăрăх ансамбль „Балетмейстер ĕçĕ” тата „Халăх ташши” номинацисенче I степень лауреачĕн икĕ дипломне çĕнсе илнĕ.
Читайте нас: