Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
10 Нарӑсӑн 2021, 12:00

Ҫӗнтерӳпе саламлатпӑр!

Нукасак ялĕнче çуралса ÿснĕ Ирина Сухарева "Вокальная Чувашия - 2020" конкурсăн I степеньлӗ дипломне çĕнсе илнӗ.

Композитор, юрӑҫ Ирина Саригель регионсен хушшинчи "Вокальная Чувашия - 2020" конкурсăн "Вокал" (соло) номинацинче дипломант пулса тӑнă.
Онлайн-форматра иртнӗ конкурс Чӑваш Енрен, Пушкӑртстанран, Тутар республикинчен, Мускавран, Ленинград тата Красноярск облаҫӗсенчен хутшӑнакансене пухнă.
Пирӗн ентешӗмӗр конкурса хутшӑнмашкӑн пӗр халӑх тата пӗр автор юррине (сӑмахӗсене А.Савельев-САС çырнă) тăратнă. Юрӑҫӑ пултарулӑхне I степеньлĕ дипломпа тивӗҫлипе хакланӑ.
Ирина Саригель (Сухарева) - сӑвӑсен тата ҫӗре яхӑн вырӑсла, чӑвашла, тутарла, пушкӑртла юрӑсен авторӗ. Унăн юррисем анлӑ сарӑлнӑ, вĕсене тӗрлӗ эстрада тата халӑх юрӑ-кӗвӗ фестивалӗсенче юрлаççĕ. Сухарева - истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, БГМУ профессорĕ, ПР Правительстви ҫумӗнчи Топонимика комиссийӗн членӗ, Чӑваш наци наукисемпе искусствӑсен академийӗн чӑн членӗ.
Читайте нас: