«Асам тěнчи» ("Мир волшебства")
1. Пин тĕрлĕ кĕвĕсен асам тĕнчи,
Хальччен кама кăна илĕртмен-ши?
Пулса курсан унăн ытамĕнче
Çăтмахри пек хăйне кам туйман-ши?
Çут тĕнчери чи хÿхĕм кĕвĕсем
Пĕр сасăра вăй илсе янраччăр,
Чĕнсе васкавлă пурнăç таппипе
Çамрăк чĕресем пĕр харăс тапчăр.
2. Çĕмĕрт çеçки çилпе пăшăлтатни,
Шăпчăк сасси, чĕкеç чĕвĕлтетни,
Эсир юрланине илтес тесен,
Чун та сирĕнни пек пулмалла, тен?