Пур хыпар та
Культура
26 Кӑрлач 2021, 12:00

„Хÿхĕм чунлă çынсем”

Аургазăри моделлĕ Культура керменĕ районта илемлĕ сăмах тата актер ăсталăхĕн пĕрремĕш онлайн-конкурсĕ ирттерет.

Сцена çине тухнин опытне пăхмасăр, конкурса 5 çултан пуçласа 17 çулччен ÿсĕмри ачасем хутшăнма пултараççĕ. Конкурсантсен А.С. Пушкинăн проза, сăвă произведенине пĕччен е иккĕн кăтартса тăватă минутран ытла мар пыракан видеоролик ÿкермелле. Видеоматериалсене хутшăнма заявкăпа пĕрле февралĕн 9-мĕшĕччен конкурса йĕркелекенĕн «ВКонтакте» сетьри уйрăм пĕлтерĕвĕнче (https://vk.com/id159528100) йышăнаççĕ. Суйласа илмелли тур çĕнтерÿçисем финала тухĕç, вăл районти Культура керменĕн сцени çинче иртĕ. Тĕп приз – 2021 çулта пĕтĕм тĕнчери, пĕтĕм Российăри конкурссене хутшăнма финансласси.
Конкурс çинчен тĕплĕнрех «ВКонтакте» сетьри „Души прекрасные созданья” ушкăнра (https://vk.com/public201587646) е конкурсăн ĕç тăвакан йĕркелÿçинчен, Рамиль Равилович Насыровран, Ватсапра (8-965-652-50-34) ыйтса пĕлме пулать.
Читайте нас: