Аургазă хыпарçи
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
14 Кӑрлач 2021, 18:55

Кивӗ Ҫӗнӗ ҫул

Сӑвӑ авторӗ Николай Еллин.

Кивӗ Ҫӗнӗ ҫул каҫ,
Юмӑҫ пӑхни вырӑнлӑ.
Татмӑшсем юмӑҫ яраҫ,
Оракулӗ асамлӑ.

Ҫак кун йӑвача пӗҫернӗ,
Тус-тӑванпа савăннӑ.
Ҫӗветкесем ҫӳренӗ,
Хавас купӑс каланӑ.

Сурхурипе пӗр килет,
Уяв ҫапларах иртет:
Сурӑх урисем тытнӑ,
Куҫсене тутӑр ҫыхнӑ.

Кама ӗнтӗ шур сурӑх,
Кам вара хура сурӑх
Тытнӑ алăпа ҫӑмне,
Пулас хӗрпе йĕкӗтне,
Пӗлнӗ кайран мӗнлине
Малашлӑхра пулнине.

Автанпа чӑхха тытса,
Илсе кӗнӗ-ҫке пӳрте.
Чашӑкпа тулӑ лартса,
Тимленӗ курса пурте.

Савӑтпа шывӗ пӗрлех,
Кӗмӗл укҫи ҫумӗнчех
Мӗне сӑхӗ-ши тесе,
Пӑхса ларнӑ ӗненсе.

Ҫаплах тата хут сарнӑ,
Юнашар кӑмрӑк хунӑ.
Тӑпсакайне те уҫнӑ,
Тимлесе сăнанӑ -
Пулас арӑм упӑшка
Турӑ ҫырни пулӗ кам?

Шыв ĕҫсессӗн ĕҫкӗҫĕ,
Шарт ҫапать Наҫҫа пӗҫҫе.
Тулӑ ҫисен - пуяна,
Лекмӗн эсӗ наяна.
Кӑмрӑк ҫисен - чухӑна,
Илӗ вӗт пермай тӑнна.

Хут ҫине пусрӗ пулсан,
Вӗреннӗ ҫынна каян.
Чӑмрӗ тӗк тӑпсакайне,
Вилӗм е аманнине
Пӗлтерет тет имӗш ҫав...
Ҫапларах иртет уяв.

Хапха урлӑ ывӑтса,
Кӑҫатӑсене пенӗ.
Яш-кӗрӗм савӑнса,
Пуласлӑха ӗненнӗ.
Хӑш еннелле ӳкнине,
Тухса пӑхнӑ пушмакне.

Хӗрпе йӗкӗт хӑш енчен,
Пулассине ӗненнӗ.
Ҫав вӑхӑтрах пӳртӗнче,
Алӗҫ туса тӗрленӗ.

Ҫӗветкесем урамра,
Килӗрен киле кӗнӗ.
Кутӑн-пуҫӑн тавӑрса,
Кӗрӗксемпе ҫӳренӗ.

Йӑвачапа сӑйланӑ,
Хуткупӑспа ташланӑ.
Путек-сурӑх ӑнтӑр тесе,
Пӗр ывӑҫ пӑрҫа сапнӑ.
Чылаях пулччăр тесе,
Ҫак йӑлана ырланӑ.

Сурхури, нартукан,
Калаҫҫӗ ҫеҫ тӗрлӗрен.
Ҫак Кивӗ Ҫӗнӗ ҫултан
Кун тӑсӑлни сисӗнет,
Ырлӑха шанас килет
Ӑнӑҫу пире кӗтет!!!
Читайте нас: