Пур хыпар та
Культура
13 Кӑрлач 2021, 17:25

"Тантӑш" 90 ҫулта

Сӑвӑ авторӗ Николай Еллин (Чӑваш Ен, Патӑрьел районӗ Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗ).

Туссӑр ҫын тымарсӑр йывӑҫ,
Теҫҫӗ халӑхра.
Тус - юлташ пурри вӑл савнӑҫ,
Хӗн-хур хурлӑхра.

Ҫывӑх тусӑмсем чылай,
Кӗҫӗн шӑллӑмсем.
Халь куратпӑр шӑп та шай
Ырă ир, сире туссем!

Пирӗн юратнӑ кӑларӑм,
"Ир пулсан" телекӑларӑм.
Ертӳҫисем сӑпайлӑ,
Курма сире кӑмăллӑ.
Ҫыпӑҫуллӑ калаҫу,
Чӗрене ку пыл та ҫу!

Паянхи ирхи хӑна,
Елена Михайловна,
Тантӑш тӗп редакторӗ,
Пин-пин статья авторӗ,
Мухтав сире, тавтапуҫ,
Чун чӗререн таймапуҫ!!!

Тантӑш тахӑрвуннӑра,
Ҫӗнӗ номер аллӑмра.
Ҫырӑнса илет тете,
"Тантӑшпа" тата "Тетте".
Кӗҫӗн йӑмӑкӑм валли,
Тем те пур интересли.

Малтанхи хаҫатӑн ячӗ,
"Пионер сасси".
Хастар пионер хаҫачӗ
Янравлӑ сасси!
Ан ӳркен, ҫыр сӑвӑ, кулӑш,
Ярса пар эс "Тантӑша".

Сумлӑран сумлӑ чӑваш,
Тӗп редактор Алтын Баш!
Йӗркелесе ҫыраканӗ,
Хаҫата кăлараканӗ -
Илья Максимович эсир,
Тав тӑватпӑр шав эпир.

Ҫавра ҫул вӑл юбилей,
Пурне те сире телей!!!
Редакци ӗҫченӗсем,
Тантӑш журналисчӗсем.
Кулленех вӑй-хал хурса,
Ҫырӑрах пире савса.
Читайте нас: