Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
24 Декабрӗн 2020, 15:50

Чăваш ачисен вăййисем

Чăваш кĕнеке издательствинче чăваш ачисен вăййисемпе паллаштаракан кĕнеке кун çути курнă.

Кирек мĕнле ача та çут тĕнчепе вăйă урлă паллашать. Ача ÿсĕмне кура вăйăсем те тĕрлĕрен пулаççĕ: чи пĕчĕккисем валли – ансаттисем, аслăраххисем валли – кăткăсраххисем. Чăваш ачисен вăййисене илес пулсан вĕсенче халăхăн ĕçĕ тата кулленхи пурнăç йĕрки, тĕнче курăмĕ уççăн палăрать. Чăваш вăййисем уйрăмах календарьти йăла-йĕркепе (Сурхури, Çăварни, Сĕрен...) тата канмалли вăхăта çамрăксем еплерех ирттернипе çыхăннă (вăййа тухни, уяв туни).
Чăваш кĕнеке издательствинче нумаях пулмасть Людмила Ягодовăн тата Ирина Махаловăн «Чăваш ачисен вăййисем. Чувашские детские игры» кăларăм кун çути курнă. Ăна икĕ чĕлхепе – чăвашла тата вырăсла – хатĕрленĕ. Вырăсла Л.Г. Ягодовăпа О.Г. Кульев куçарнă. Редакторĕ – О.Л. Федорова, ÿнерçи – С.А. Бритвина.
Тĕплĕнрех çакăнта вулăр: https://vk.com/feed?w=wall391792345_1614
Читайте нас: