Аургазă хыпарçи
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
22 Декабрӗн 2020, 14:00

Тăван ен çинчен нумай çĕнни

Аургазăри аслă ăрури туристсен ушкăнĕ „Башкирское долголе­тие. Туризм” республика проекчĕ йĕркипе Уфа хулинче тÿлевсĕр экс­курсинче пулса курчĕ.

Пĕрремĕш пĕр кунлă тура „Историл­ле тата хальхи Уфа” ят панă. Çав кун­хине пенсионерсем тĕп хулан уйрăмах паллă вырăнĕсемпе паллашрĕç. Вĕсен пысăк мар çулçÿревĕ хулан историл­ле центрĕнчи сăнав экскурсийĕнчен пуçланчĕ. Туристсем XVIII тата XIX ĕмĕрсенчи сыхланса юлнă çуртсене курчĕç, çак урамсемпе çуртсен историйĕ çинчен пĕлчĕç. Унтан Салават Юла­ев халăх паттăрĕн палăкĕ патĕнче асăнмалăх фото ÿкерттерчĕç.
ПР Наци музейне кĕрсе курмасан Уфа тăрăх кирек епле экскурси те тулли мар пулĕччĕ. Пушкăртстанăн тĕп хулин­че паянхи куна пур музейсенчен вăл чи пысăкки пулса шутланать. Кунта халĕ 34 экспозици тата выставка залĕ ĕçлет, вĕсенче тĕрлĕ тематикăпа (çутçанталăк палăкĕсенчен пуçласа археологи палăкĕсем таран) экспонатсем вырнаçнă. Аслă ăрăва темиçе çĕр çул каялла пирĕн мăн асаттесем мĕнле тата ăçта пурăнни çинчен экскурсоводсем каласа пани питĕ интереслĕ пулчĕ.
Тур Уфари паллă лимонарине кай­нипе вĕçленчĕ, вăл кунта 1990 çулта уçăлнă, ботаника сачĕ хыçĕнче вырнаçнă. Халĕ кунта пиншер йывăç ÿстереççĕ, вĕсем хушшинче тропикре ÿсекеннисем нумай. Унăн никĕсĕнче ĕçе пуçăнакан экологсемшĕн, биологсемшĕн, сад ăстисемшĕн, кĕскен каласан, ботаника тĕлĕшпе сÿрĕк мар мĕнпур çынсемшĕн, занятисем иртеççĕ. Урамра юр тата сивĕ чухне тропикри çăтмаха хăвăн куçупа сăнама интереслĕ.
Аургазă турисчĕсем çак çулçÿревпе кăмăллă юлчĕç. Вĕсенчен нумайăшĕ çакăн пек кĕске, анчах та çĕннине пĕлме май паракан çулçÿреве каллех кайма кăмăл пуррине пĕлтерчĕ.
З. СИДОРОВА.
„Башкирское долголетие. Туризм” проект кăçал старт илчĕ. Унăн участникĕсем çутçанталăк „ахахĕсемпе”, культура еткерĕпе паллашма, çаплах тăван енĕн интереслĕ мĕнпур кĕтесĕ çинчен пĕлме пултарĕç. Проект программи туризм объекчĕсем, çав шутра музейсем, тĕн объекчĕсем тата усадьбăсем тăрăх пĕр тата икĕ кунлă çулçÿрев те шута илет. Çитес экс­курсисен участникĕ пулас тесен, пенсионерсем район­ти Г. Ибрагимов ячĕллĕ тĕп библиотекăна 8(34745)2-11-47, 8(34745)2-15-79 телефонсемпе шăнкăравлама пултараççĕ.
Читайте нас: