Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
17 Декабрӗн 2020, 18:55

ИЛЕМЛӖХЕ КУРМА ПӲРНĔ АЧА

Валентина Эльби

Энтьука урама тухма памаҫҫӗ тантӑшӗсем, таҫтанах кӑшкӑраҫҫӗ вара: «Тымар Энтьукӗ! Тымар Энтьукӗ!» Ăҫтан пуҫланчӗ-ха ҫак пӑтӑрмах? Ҫуркунне, пĕр канмалли кун, Энтьуксен отрядне колхоз пахчине илсе кайрӗҫ. Чие йывӑҫҫи ытлашши хунанӑ имӗш. Йывӑҫҫи чӑнах ҫапласкер ӗнтӗ, ирӗк парсан пӗтӗм сад пахчине пусать. Колхоз пахчаҫи кӑклама шутланӑ чие тӗпӗсене. Ҫавӑнпа та чӗнтерет те вӑл шкулти чи хастар пионер отрядне. Часах хӗрӳ ӗҫ пуҫланчӗ пахчара. Хӑшĕсем чиене ҫинҫешке хунав вуллисенчен тытса ҫаплипех тӑпӑлтарса кӑлараҫҫӗ, теприсем — кӗреҫепе чавалаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем — кӑкланӑ тӗмсене ҫырма тӗпне йӑтса тӑраҫҫӗ. Энтьук аллинче кӗреҫе вылять. Ҫамки ҫине тар тухиччен ӗҫлерӗ вӑл. Урапа тапса кӗртнӗ чух, пӗррехинче, кӗреҫе нӑч! турӗ. Энтьук тӑпӑлтарса кӑларнӑ тымара чӑр-р пӑхрӗ. Тимӗр кӗреҫе тымар хуппине сӳсе антарнӑ. Сӑнаса пӑхрӗ Энтьук тымара. Темиҫе йӳп. Сасартӑк ҫак тымар темшӗн упӑте ҫури пекех туйӑнчӗ. «Жанна!»— чӗнчӗ вӑл каркаланчӑк тымара. Ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче Шупашкарта Энтьук куҫса ҫӳрекен зоопарка кӗрсе курнӑччӗ. Пысӑк читлӗх умӗнче юлташӗсемпе нумайччен кĕпӗрленсе тӑнине халӗ те астӑвать. Читлӗхре пӗчĕк ҫеҫ упӑте урлӑш урлă карнӑ пӑявсем тӑрӑх савӑнӑҫлӑн сиккелесе ҫӳретчӗ. Ăна пурте «Жанна!» тесе чӗнчӗҫ.
— Ме канфет, Жанна!— терӗ тахӑшӗ. Чӑлт пӑхрӗ упӑте. Читлӗхӗ икӗ хутлӑ пулин те, ӑслӑ чӗрчун пралуксем хушшипе аллине тӑсрӗ. Пылака юратать пулас. Йӑпӑр-япӑр ҫӳле хӑпарчӗ, канфета хутран тасатрӗ. Канфета хучӗпех ҫиме юраманнине ӑнланать. Читлӗхе темшӗн тата пӗчӗк тӗкӗр лартса панӑ. Канфет ҫинӗ хыҫҫӑн, ҫутӑ тӗкӗрпе тытӑнчӗ выляма Жанна; ӑна хӳри ҫине те, хырӑмӗ ҫине те, алли ҫине те хурса пӑхать. Нумайччен култарнӑччӗ упӑте куракансене. Энтьук пӑхса ытараймасть тымара. Йывӑҫ тунинчен касрӗ. Савӑннипе кӑшкӑрса ячӗ:
— Ачасем, килӗр-ха курма! Упӑте чавса кӑлартӑм! Карах пухӑнчӗҫ тантӑшӗсем. — Ăҫта упӑте? Кӑтарт!— кӗрлеҫҫӗ. Юлташӗн аллинче мӗнпурӗ те тымар ҫеҫ. — Тӑнтан сулӑннӑ вӑл!— ӗрлешет пускил Ҫитӑрӗ. Чӗлхи ҫивӗч Ҫитӑрӑн, усал ят туртса кӑларма та ӑста вӑл. — Тымар Энтьукӗ, Тымар Энтьукӗ! Ха-ха-ха. Нихӑшӗ те тымарта упӑте кӗлетки курасшӑн пулмарӗ. Ҫитменнине, ахӑлтатсах кулчӗҫ пурте унран. Энтьук тымара пӗтӗм ачасем умĕнчех кĕсъене чиксе хучĕ шаларах. Мӗн хӑтланнӑ-ха вӑл киле таврӑнсан? Тымара ҫуса тасатнӑ шывпа. Ку пӗрре. Чӑпӑл тунӑ хыҫҫӑн упӑте ӗнӗк тӗслӗрех курӑнма тытӑннӑ. Каскаламасӑр калӑп та пулмасть. Тӗрӗс. Палӑрса ҫитеймен хӑлхисене ҫӗҫĕпе, ийӗпе, йӗкевпе ӳстерчӗ. Куҫӗсене уҫмалла. Амӑшӗн арчинче вӗтӗ шӑрҫа нумай. Куҫ лупашкисене чавса тарӑнлатсан, ҫилӗм сӗрсе пӗчӗк кӑна шӑрҫа ҫыпӑҫтарчӗ. Упӑтен халӗ ытармалла мар хура йӑлтӑркка мӑшӑр куҫ. Шакла пуҫа юратмаҫҫӗ вара чӑвашра. Кукша пуҫ ватӑ сӑн парать. Илемлӗ калпак — чиперлетет. Йӗкел курланки шӑпах уншӑн — чаплӑ тухъя. Асламӑшӗ курчӗ те шарт ҫапрӗ икӗ пӗҫҫине. — Ара, ку упӑте ҫурине ӑҫтан тупрӑн?— тет тӗлӗннипе. Савӑнчӗ Энтьук. Ватӑ куҫ пулин те, тӳрех уйӑрса илчӗ, юлташӗсем вара чухлаймарӗҫ. Вӑл йӑлтах каласа пачӗ асламӑшне. Ачасем хӑйӗнчен кулнӑ саманта та пытарса хӑвармарӗ.
— Э-э, ачам, ан кулян. Вӗсем кулнине йывӑра ан ил. Илеме курма кашнине пӳрмен. Ывӑлӗ асламӑшӗпе калаҫнине илтсен, амӑшӗ те пырса тӑчӗ.
— Мӗн пит хатарлӑ пуплетӗр?
— Кур-ха, ывӑлу мӗн ӑсталанӑ! Чӑн-чӑн упӑте. Тымартан.
— Ха, пӑх-ха эсӗ ӑна. Чаплӑ пике тейӗн, тухъяллӑ,— мухтать амӑшӗ. Вара ывӑлне ҫӳҫӗнчен ачашшӑн тытса лӑскарӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Энтьук кашни тымартах мӗн те пулин: е йытӑ пуҫӗ, е кӑвакал курчӗ. Ҫын кӗлеткине аса илтерекен тымарсем те тупӑнчӗҫ. Тӑпӑлтарса пӑрахнӑ пӗр хӑрӑк тымара тытса пӑхмасӑр иртеймест вӑл. Вӑл ҫырма-ҫатра тӑрӑх, анкарти хыҫӗсемпе хӑрӑк тымар пуҫтарса ҫӳренине ачасем час-часах курчӗҫ. «Тымар Энтьукӗ» тесе чӗннинчен хӑтӑлаймарӗ вӑл, ҫак ят ҫирӗпленсе юлчӗ. Ку ҫеҫ-и? Амӑшӗн ятне те манчӗҫ этемсем; «Тымар Энтьукӗн амӑшӗ» теҫҫӗ. Ҫапла чӗнме тытӑнчӗҫ ялти ятлӑ хӗрарӑма. Ку ята та пускил Ҫитӑрех туртса кӑларчӗ. Теплерен амӑшӗ ял ҫинче хӑйне ҫӗнӗ ятпа чӗннине пӗлет. Лекрӗ вара ывӑлне: кил-ҫуртра пӗр тымар юлмарӗ.
— Аллу тытнӑ ан пултӑр тек тымар таврашне! Ҫитет! Мӑй таран намӑса кĕртрӗн,— терӗ вӑл ывӑлне.
Энтьукӑн тымара чун кӗртмесӗр кӑмӑлӗ тулмасть. Амӑшӗ ӗҫре тытӑнса тӑни уншӑн — уяв. Вӑрттӑн, шикленкелесе нумай ӑсталӑн-и? Ҫапах та хыпӑнса ӳкмерӗ вӑл. Часах ҫуллахи каникул пуҫланмалла. Пионерсен лагерьне кайӗ. Унта никам та чӑрмантармӗ. Вӑрманта тымарӗ те тупӑнать тем тӗрли. Кама савӑнтармӗ ӗнтӗ ҫуллахи каникул. Ачасем пӗлеҫҫӗ: пионерсен лагерӗ ешӗл вӑрман уҫланкинче, ҫавра кӳлӗ хӗрринче, вырнаҫнӑ. Хӑйӗн хуҫисене йышӑнма хатӗр вӑл. Йышпа канма мӗн тери ырӑ. Акӑ, вӑхӑт ҫитрӗ. Пионерсен лагерьне ӑсатаҫҫӗ ачасене. Энтьуксен килӗнче те тӗпӗртетӳ. Амӑшӗ, ятарласа ӗҫрен ыйтса таврӑннӑскер, ывӑлӗн кӗписене ҫуса типӗтрӗ. Асламӑшӗ кӑмака умӗнче кӑштӑртатать. Амӑшӗ ывӑлӗ сак ҫине илсе лартнӑ чӑматанне уҫрӗ те утюгпа якатнӑ кӗпе-йӗмне хума пикенчӗ. Пӑхрӗ те ҫӗлен курнӑн кӑшкӑрса ячӗ:
— Энтьук! Каллех ҫак ӑпӑр-тапӑра лагере илсе каятӑн-и? Унта та хӑвӑн айванлӑхна кӑтартма шутлатӑн-и?
— Мĕн хунӑ, ара, чӑматанне?— хутшӑнмасӑр юлмарӗ асламӑшӗ.
— Хӑйӗнчен ыйт,— ҫиллессӗн каларӗ кинӗ.
— Нимех те мар,— хӑюсӑррӑн ҫӑвар уҫрӗ Энтьук.— Ҫӗҫӗ, ҫилӗм, лак, ийе, йӗкев. Тен...
— Тымар тупӑп, тетӗн-и? Эх!— хӑтӑрчӗ амӑшӗ.— Мӗн тума кирлӗ текех кӗлеткесемпе аппаланма? Тантӑшусем йӗкӗлтенине мантӑн-им? Вула кӗнеке ытларах. Вӗрен, ҫынна тухӑн. Энтьук амӑшне хирӗҫлемест. — Куҫӑм ан куртӑр, тасат чӑматанна,— хытарсах каларӗ амӑшӗ. Ывӑлӗ хӑрамаллипех хӑрарӗ. Ĕмӗтленни сая кайма пултарать. Пӗлет вӑл амӑшӗн кӑра ҫиллине. Яланхи пекех халӗ те асламӑшӗ мӑнукӗ хутне кӗчӗ:
— Вылятӑр-иҫ, ача чухне кӑна выляни. Вӑйӑра вĕсен ырӑ кӑмӑл, илемлӗх туйӑмӗ аталанать. Каскалатӑр. Каскалама пӗлмен алӑ-уран чӗрни вӗҫне шӑрпӑк кӗрет.
— Килӗшместӗп. Илтес килмест «Тымар Энтьукӗн амӑшӗ» тесе чӗннине. Ятӑм пур — Укҫине. Ҫав ятпа чӗнччӗр. Кинӗпе тавлашса усси ҫуккине аван чухлать ватти. Вӑрттӑн куҫ хӗсрӗ Энтьука. Ҫамрӑкки ӑнланчӗ. Вӑл ним шарламасӑр япалисене илет те алкумне чӑмать. Виҫҫӗшӗ те килтен тухрӗҫ. Клуб умӗнче машина тӑрать, лагере лартса каять вӑл ачасене. Энтьук ҫӑмӑллӑн утать. Аллинче — чӑматан. Хушӑран асламӑшӗ ҫине пӑхса илет. Йӑл! кулаҫҫӗ вӗсем иккӗшӗ. Чеескер карчӑк. Кинӗ сисиччен мӑнукĕн шӑкӑр-макӑрне пӗтӗмпех чӑматана хунӑ. Вӑйлӑ ҫил тӳпере хулӑн пӗлӗтсене каллӗ-маллӗ хӑваланӑ вӑхӑтра кичем лагерьте. Шыва кӗме чараҫҫӗ. Ҫыран хӗрринчи хӑйӑр ура тупанне пӗҫертмест, выртса йӑваланма мар, пусас килмест ҫарран ун ҫине. Ҫумӑр ҫӑвать тӑтӑшах. Ăҫта пытаннӑ-ши ачасен тусӗ — хӗвел? Пуҫсем усӑннӑ, ним патне ал-ура ҫыпҫӑнмасть ҫакнашкал ҫанталӑкра. Энтьук хуйӑха ерчӗ, чунӗ таҫта туртӑнать. Пӗр ирхине аслӑ хӗвел аса илчӗ пулас шавлӑ ачасене. Вӑл ҫутӑлса тухрӗ те лагерьти тетте ҫуртсен чӳречисенчен йӑлтӑртаттарса пӑхрӗ. Пурте ҫывӑраҫҫӗ-ха. Хӗвел хӑйӗн шевлине ачасен пит-куҫӗ ҫине ачашшӑн сапаларӗ. Капла кам вӑранмасӑр вырттӑр? Йышлӑ халӑх сиксе тӑчӗ те чупса тухрӗ урама. Мӗн тери лайӑх кун паян! Сиккелес, чупас, кулас килет. Апат ҫисен вожатӑй ҫапла пӗлтерчӗ:
— Пуҫтарӑнӑр, ҫырлана каятпӑр! Аранах! Сереперен кайӑк вӗҫерӗннӗн, ҫунатланчӗҫ пионерсем. Савӑт-сапа илсе, отряд ҫула тухрӗ. Ăҫтан шӑппӑн утӑн ушкӑнпа. Параппан, горн сассипе, юрӑпа аслӑ вӑрман янратӑр. Умра уҫланкӑ. Чупрӗҫ темиҫен. Сиркелерӗҫ курӑка. Сарлака ҫулҫӑсен айӗнче — хӗрлӗ шӑрҫа ярапи. Тӳсеймерӗҫ сас памасӑр:
— Ҫырла! Ваштах сырса илчӗҫ уҫланка пионерсем. Уҫланкӑ хура курпунлӑ. Мӗнле тӗмескепе витӗннӗ, ара? Ҫапӑ куписем. Акӑ мӗн. Ҫапӑ купи тымарсӑр мар. Ытарлисене тупма пулать, эппин. Энтьукӑн савӑннипе чӗри тухса ӳкесле тӑлт-тӑлт тапса илчӗ, тути те йӑл-л та йӑл! кулать. Анчах ӑна никам та асӑрхамарӗ. Сахал-и, нумай-и хӗвел анӑҫалла шурӗ, Энтьук сисмерӗ ӑна. Вӑл темиҫе купа салатрӗ, пухрӗ. Хӗрӳ ӗҫрен ӑна горн сасси уйӑрчӗ. Эппин, пӗр ҫӗре пухӑнса киле кайма вӑхӑт. Энтьук пухнӑ хӑрӑк тымарсене пурака хучӗ, унта кӗменнисене алӑпа майласа тытрӗ. Пӑхать, пионерсем — стройра. Пырса тӑчӗ вара чи юлашки рете.
— Сан ҫырла ӑҫта?— ыйтрӗ юнашарти хӗрача. Ҫывӑхрах Ҫитӑр тӑрать. Пӗтӗм сасӑпа ахӑлтатса кулса ячӗ.
— Тымар Энтьукӗ, ҫырла палламасть. Сыхланӑр, вӑл тымар чирӗпе чирленӗ. Строй пӑсӑлчӗ. Пурте Энтьук тавра пухӑнчӗҫ. Чӑр-р пӑхаҫҫӗ ачасем пуракри, алӑри тымарсене. Пӗрисем Ҫитӑр пекех ахӑлтатаҫҫӗ.
— Энтьук! Сӗтпе ҫырла лекмест сана паян!— Калаҫма чарӑнмасть Ҫитӑр.— Тымар чӑмлама тивет!
Ку хутӗнче пурте Ҫитӑр сӑмахӗсенчен кулчӗҫ. Вожатӑй ҫитрӗ.
— Мӗн пулнӑ?— ыйтрӗ хайхискер.
— Энтьук шуйлантарать пире,— паттӑрланчӗ каллех Ҫитӑр.— Ямӑттине хапсӑнать, хӑй ҫырла татас вырӑнне хӑрӑк тымар пухнӑ. Килте те ӑна ҫавӑншӑн амӑшӗнчен пӗҫеркки лекет. Ялйыш та ӑна «Тымар Энтьукӗ» тесе йӗкӗлтет.
Ҫийӗнчех тавҫӑрчӗ вожатӑй. Вӑл Ҫитӑр куҫӗнчен пӑхса ҫапла каларе:
— Ҫынран кулаканскер — ӑссӑр тата айван чунлӑ.
Шӑпӑртах пулчӗҫ ачасем. Тепӗр самантран ачасем стройпа вырӑнтан тапранчӗҫ. Энтьукӑ-н икӗ алли те пушӑ мар, утма йывӑртарах ӑна.
— Кӳр, хама пар пуракна,— тет вожатӑй Виктор Иванович.— Эсӗ тымарсенчен кӗлеткесем тӑватӑн-и?
Темшӗн чӗмсӗртерех ӳсет Энтьук. Амӑшӗ те тарӑхать ҫавӑншӑн. Халӗ те аслӑ тусне тӗпӗ-йӗрӗпе каласа парас вырӑнне «ӑхӑ» терӗ ҫеҫ.
— Лагерьте хӗрлӗ кӗтес пур. Ĕҫле ҫавӑнта, сана унта никам та чӑрмантармасть.
Пурнӑҫ хаваслӑ чух кун иртни сисӗнмест. Мӗнле кӑна вӑйӑ выляман-ши лагерьте! Тепрехинче пионерсем уяв ирттерме хатӗрленчӗҫ. Кашниннех хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартса памалла. Пултарулӑхсӑр ҫын ҫук. Пӗри юрлама маттур, тепри — ташлама, виҫҫӗмӗшӗ — ӳкерме е мӗн те пулин ӑсталама. Уяв ячӗпе кӳлӗ хӗрринче савӑнӑҫлӑ костер ялкӑшмалла. Кунта ачасен алӑ ӗҫӗсене кӑтартса паракан выставка уҫӑлать. Канмалли кун. Ҫавна май лагерьте ачасен ашшӗ-амӑшӗсем йышлӑ. Пурте уяв пуҫланасса кӗтеҫҫӗ. Энтьук амӑшӗ те килнӗ. Ывӑлӗнчен шит уйрӑлмасть. Паллах, тунсӑхланӑ. Кучченеҫ илсе килнӗ, сӑйлать кӑна.
— Костер чӗртиччен выставка курма чӗнетпӗр!— пӗлтерчӗ вожатӑй Виктор Иванович.
— Анне, киле пыратӑп эпĕ те. Атя,— чӗнчӗ Энтьук.
— Чипер пул-ха, ачам,— терĕ лешĕ.— Кунта пурӑнӑҫ япӑх-и мӗн? Выставкӑна илсе каясшӑн мар Энтьук амӑшне. Шикленет ятлаҫасран. Выставкӑра хӑрӑк тымартан хатӗрленӗ виҫӗ япала ун: «Хӑюллӑ хӗрлĕ армеец», «Тӑмана» вĕҫен кайӑк тата «Чӑпаркка» — кӑлӑк чӑххи. Амӑшӗ выставкӑра хӑй ачи тымарсенчен хатӗрленӗ кӗлеткесене курасси ҫинчен шутламасть те-ха. Ҫынсенчен юлас мар шутпа ҫеҫ утрӗ вӑл. Хыҫра Энтьук утать, мӑшлатса.
Халӑх уйрӑмах пӗр сӗтел умне кӗпӗрленсе тӑчӗ. Тахӑшӗ сасӑпах ҫырса хунине вулать: «Энтьук пионерӑн хӑрӑк тымартан тунӑ япалисем». Илтрӗ те ҫакна Укҫине, тулхӑрса кайрӗ. Ывӑлӗ мӗнле япала ӑсталанине курмарӗ, ӑна аллинчен ярса тьгтрӗ те айккинелле танкӑлтаттарса кайрӗ.
— Итлемерӗн пулать аннӳне,— тет ҫиллес сасӑпа.— Киле пынӑ ан пул. Эпӗ, ӑна хӗрхенсе, ӗҫ пӑрахса килетӗп, вӑл мӑшкӑлпа кӗтсе илет. Пуҫран ҫапнӑ пек талпӑнчӗ аслӑ ҫул еннелле. Каллех хӑйне «Тымар Энтьукӗн амӑ ӗ» тесе чӗнесрен именчӗ вӑл. Ҫул ҫине тухсан, килелле мар, тепĕр еннелле утрӗ. Ăша пусармалла, ӑс ыйтмалла пиччӗшӗ патне ҫитесшӗн хӗрарӑм. Ахалех васкарӗ. Ҫынсен калаҫӑвне итленӗ пулсанах кӑмӑлӗ ҫаврӑнатчӗ ун. Энтьук амӑшне йӑпатма пӗлмерӗ. Палатӑна кӗчӗ те кравать ҫине выртрӗ, юхса анакан куҫҫульне ҫӑта-ҫӑта. Ку вӑхӑтра Энтьук экспоначӗсене ачасем те, ҫитӗннисем те куҫ илмесӗр пӑхаҫҫӗ, кашниех ҫакнашкал тымар ӳснинчен тӗлӗнет. Тымарӗ ӳсӗ-ха, анчах ӑна курма, ӑна чун кӳртме пӗлмелле. Ҫакна вара илеме курма пӳрнӗ тата ылтӑн алӑллӑ ача кӑна ӑсталама пултарать.
— «Хӑюллӑ хĕрлӗ армеец»,— (вулать сарӑ ҫӳҫлӗ хӗрача, экспонат ҫумне ҫырса ҫыпӑҫтарнӑ хута.— Мӗншӗн ҫапла ят панӑ? Атте, ӑнлантар-ха.
— Эсӗ, хӗрӗм , лайӑхрах пӑх,— тет ашшӗ.— Ав, вӑл епле кӑкӑрне каҫӑртса мӑнаҫлӑн тӑрать. Вӑрӑм шинель тӑхӑннӑ. Пуҫӗнче хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ буденовка. Асӑрха, куҫӗсем епле ҫивӗч. Уншӑн нимле тӑшман та хӑрушӑ мар. Пӗрре пӑхсах чухлан: вӑл — хӑюллӑ хĕрлĕ армеец! Кунта художник пултарулӑхне мухтамалла. Вӑл чӑннипех хӗрлӗ армеецӑн хӑюлӑхне кӑтартса пама ӑсталӑх ҫитернӗ. Хӗрача ашшӗн сӑмахне ыттисем те каҫса кайсах итлеҫҫĕ, унсӑрӑн шӑпӑрт тӑмӗччӗҫ. Тахӑшӗ ассӑн сывларӗ. Ҫавӑрӑнса пӑхрӗҫ ваштах. Хыҫалта ватӑ хӗрарӑм тӑрать, мӑнукӗ патне килнӗскер. Итленӗ май, вӑл хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине, вӑрҫӑра пуҫне хунӑскерне, асне илчӗ-тӗр. Малалла куҫрӗҫ куракансем. Турат ҫинче «Тӑмана» ларать. Куҫӗ ун — йӗрӗлче пек ҫап-ҫаврака. Тӗсӗ хӑмӑр, ӑна сухӑртан якатса ҫыпӑҫтарнӑ.
— «Чӑпарккине» кур-ха, атте!— тет паҫӑрхи сарă ҫуҫлĕ хĕрачах.— Пуҫне мӗнле ҫӗкленӗ, мӑйӗ кӑркканни пекех вăрăм. Каснӑ-лартнӑ пирӗн килти кӑлӑк чӑххиех. Тӗкӗсем , тӗкĕсем мĕнлерех! Хӑмӑр хӗрлӗ, йӑмӑх хура тата йӑлтӑркка.
Энтьук тымара лакпа сӗрнӗ, ҫавӑнпа та йӑлтӑртатать «Чӑпаркка».
— Мӗнле мӑнтӑр вӑл, пӗсехи тӑп-тулли,— хӑйӗнчен хушса каларӗ ашшӗ.— Умне сапса панӑ тулӑ пӗрчисене сӑхма васкас ҫук, чӗпписене хурчӑка ҫӗклесе каясран сыхлать. Ҫав вӑхӑтра вожатӑй улӑм шӗлепкеллӗ, хулпуҫҫи урлӑ фотоаппарат ҫакнӑ ҫынпа ҫитсе тӑчӗ.
— Сирӗлӗр-ха кӑшт,— хушрӗ вӑл.— Энтьук экспоначӗсене корреспондент пионерсен хаҫачӗ валли ӳкересшӗн. Ҫынсем икӗ енне чакса тӑчӗҫ. Корреспондент аппарачӗпе ун пек те, кун пек те тытса чаклаттарчĕ.
— Хуҫи те тӑтӑр-ха юнашар,— тет корреспондент. Кӑн-кан пӑхкаларӗҫ пурте.
— Энтьук ӑҫта?— ыйтать ачасенчен вожатӑй.
— Анчах кунтахчĕ,— тет пĕри. Ҫынсем хушшинчен чавсипе чышкаласа Ҫитӑр тухрĕ.
— Ăна амӑшӗ ятлаҫса пӗтерчӗ. Выртать палатӑра, ӳлесе,— терӗ вӑл.
Вожатӑй чупрӗ каланӑ ҫӗре. Тепӗр самантран Энтьукпа таврӑнчӗ вӑл. Фотокорреспондент вара ҫамрӑк художника апла та, капла та тӑратса ӳкерчӗ.
Таврӑнман-ха киле лагерьтен Энтьук. Анчах ун сӑнӳкерчĕкне ҫапса кӑларнӑ хаҫат — сӗтел ҫинче, ав. Шалт тӗлӗнет амӑшӗ. Мухтанать асламӑшӗ. Хаҫатра мухтаса ҫырнӑ. Энтьук хӑрӑк тымартан ӑсталанӑ кӗлеткесене Мускава, выставкӑна, янӑ. Хӑйне, Энтьука, художниксен шкулне вӗренме илнӗ. Пӗтӗм ялйыш вулать хаҫата тӗлӗнсе те савӑнса. Укҫине капӑр кӗпе тӑхӑнчӗ те ҫула тухрӗ. Ывӑлӗ патне лагере каять. Аллинче ун ещӗк. Лавккара туяннӑ. Хаклӑ парне. Ещӗкре ӑста алӑсем валли ятарласа кӑларнӑ ӗҫ хатӗрӗсем. Хаҫата, ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсене тав туса пычӗ хӗрарӑм . Ачи пултаруллӑ ӳсни — пысӑк телей. Энтьук та ларма-тӑма пӗлмест паян, йӑлт та йӑлт пӑхать уялла. Часах вӑл лагерь ҫулӗ ҫинче амӑшне курать. Хапхаран тухса вӑркӑнчӗ вара. Амӑшĕ те курчӗ ачине, уттине хӑвӑртлатрӗ. Тӗл пулчӗҫ те ӗмӗр курман пек ыталаса илчӗҫ пӗр-пӗрне.
Читайте нас: