Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
30 Октябрӗн 2020, 11:45

Чăваш тĕррин кунĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш тĕррин кунне çирĕплетнĕ.

Çĕнĕ уява кашни çулах ноябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче паллă тăвĕç.
Çав кун 1914 çулта совет самани вăхăтĕнчи паллă тĕрĕ художникĕ, Чăваш Енри ÿнер халăх промыслисенчи чăваш алă тĕррин йăлисене сыхласа хăварма пултарнă Екатерина Ефремова çуралнă.
Чăваш тĕррин кунне йышăнма Олег Николаева ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче сĕнÿ панă. Регион пуçлăхĕ ку шухăша ырласа йышăннă. Министрсен Кабинетне Чăваш тĕррин кунĕпе килĕшÿллĕн тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе ирттерме, вĕсене массăллă информаци хатĕрĕсенче çутатма, Чăваш Республикин суту-илÿпе промышленность палатине ремесленниксемпе чăваш тĕррин ăстисене пулăшу пама, вĕсен пултарулăхне аталантарма пулăшакан меропритятисем ирттерме хушу панă.
«Паха тĕрĕ» художество промыселĕсен фирмин тĕп директорĕн çумĕ Маргарита Яковлевна Павлова та çак хыпара хавхаланса йышăннă:
- Пире çавăн пек официаллă уяв çурални çав тери савăнтарать. Çитĕнекен ăрăва тĕрĕ урлă чăваш халăх культурипе интереслентерме май уçăлĕ. Чăваш тĕррин техникипе ĕçлекен нумай ăстапа художник «Паха тĕрĕ» фабрикинче тăрăшнă. Екатерина Ефремова 15 çул хушши тĕп художник пулнă. Паян кун та эпир вăл никĕсленĕ йăласене тытса пыма тăрăшатпăр. «Паха тĕрĕ» фабрикăна - 97 çул. Çав вăхăт хушшинче фабрика чăваш халăхĕн еткерне - чăваш тĕррине - сыхласа хăварса малалла аталантарма пултарнă, - тенĕ вăл савăнăçлăн.
„Урал сасси” материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: