Аургазă хыпарçи
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
9 Октябрӗн 2020, 17:40

Аякри ялта тăван кĕвĕсем янăраççĕ

Аургазăри куракансем Шланлăри ялти Культура çурчĕн „Родные напевы” пултарулăх халăх ансамбльне виççĕмĕш çул курать ĕнтĕ. Анчах коллектива район тулашĕнче те пĕлеççĕ.

Ансамбль репертуарĕ тĕрлĕрен. Артистсем куракансене чăвашла, вырăсла тата тутарла янăракан юрăсемпе, ташăсемпе тата кулăшла пĕчĕк сценкăсемпе савăнтараççĕ. Вĕсем хăйсен концерт номерĕсемпе аслă ăрăвăн та, çамрăксен чĕрисене те хумхантараççĕ.
Лариса Петрова руководителĕн сăмахĕ тăрăх, вунă çул каялла ялта творчество ушкăнĕ пулнă, анчах вăл саланнă. Шланлăсем виçĕ çул каялла ăна çĕнĕрен йĕркелеме шут тытнă. Паллах, составĕ çĕнелнĕ. Ансамбльте 15 участник, вĕсем пурте тĕрлĕ ÿсĕмрисем.
Çак коллектива пĕлеççĕ, ăна куракансемпе тулли залсем кĕтсе илеççĕ, мĕншĕн тесен вăл çынсен пурнăçĕнчи савăнăç утравĕ пулса тăрать. Ансамбль концертсемпе çывăхри ялсенче тата Стерлитамак районĕнчи ялсенче те пулса курнă.
Çĕнтерÿ кунĕнче, Ватă çынсен кунĕнче, календарьти ытти уяв кунĕсенче ялйыша хăйсен художествăлла номерĕсене парнелеççĕ. Вĕсем тухăç пухса кĕртнĕ вăхăтра тăван „Дружба” хуçалăхĕн тырă йĕтемĕнче час-часах пулаççĕ. Спортсменсен пĕр ăрăвне кăна мар çитĕнтернĕ Василий Демьянович Иванов педагогика ĕçĕн ветеранĕ патĕнче нумаях пулмасть пулса курнă, ăна чаплă юбилей ячĕпе чуна кайса тивекен юрăсем парнеленĕ.
„Родные напевы” тĕрлĕ шайри мероприятисенче финалист пулса тăнă. Халăх йăли-йĕркине упранăшăн ансамбле Стерлитамак хулинче „Ĕлĕк-авал туй тунă” фестивальте, Юламан ялĕнчи „Уяв” республика уявĕнче дипломпа наградăланă. Кăçал çулла вăл онлайн йĕркипе иртнĕ регионсем хушшинчи „Питрав кунĕ-2020” халăх уявне хутшăннăшăн сертификат илнĕ.
- Халăх юрри яланах тĕрлĕрен: лирикăллă тата хаваслă, илĕртÿллĕ, хурланчăк, хумхануллă. Вăл куракансен чун-чĕрисене ăшăтать, кăмăл-туйăма çĕклет. Çакă - пирĕншĕн чи кирли, - çапла калаççĕ ансамбль участникĕсем.
Читайте нас: