Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
8 Сентябрӗн 2020, 12:20

Мустай Карим палăкĕ

Хусанта Социализмла Ĕç Геройĕн, Пушкăртстанăн халăх поэчĕн Мустай Каримăн палăкне уçнă. Тутарстан тата Пушкăртстан пуçлăхĕсем Рустам Минниханов тата Радий Хабиров уяв хăнисем пулса тăнă.

Скульптурăн пĕтĕм хакĕ 45 млн тенкĕ. Вăл кăткăс композицинчен тăрать, унта Урал тăвĕн картлашки çинче ларакан поэт кĕлетки те кĕрет. Унăн авторĕ – çĕршыври художниксен Союзĕн председателĕ, Российăн халăх художникĕ Андрей Ковальчук скуль- птор. Ăна Тутарстан президенчĕн Тав çырăвĕпе наградăланă, вăл çаплах Пушкăртстанăн государство наградине – Халăхсен Туслăхĕн орденĕ – илнĕ.
Читайте нас: