Пур хыпар та
Культура
11 Августӑн 2020, 14:05

Ҫыхрӗ сар хӗвел ҫут чӗнтӗр

Альбина ЮРАТУ.

Альбина ЮРАТУ ÇЫХРĔ САР ХĔВЕЛ ÇУТ ЧĔНТĔР Йăл кулать хĕвел вĕт çумăр витĕр Таврана илемлĕн çутатса, Пин-пин тумламран çыхать çут чĕнтĕр, Асамат карать вăл савăнса! Вĕтĕ тумламсем шăрçа пек, сапăр, Тикĕссĕн ÿкеççĕ тÿперен. Кăпăш пĕлĕтсем шап-шурă, капăр, Çыхнă тейĕн тутăр шевлерен. Кĕвенте пек асамат кĕперĕ Асамлатрĕ ешĕл улăха. Курăка тумламсемпе тĕрлерĕ Ăшă çумăр! Лекрĕм çăтмаха! Çыхрĕ сар хĕвел шевлеллĕ чĕнтĕр, Парнелерĕ тĕнчене юмах. Пурăнасчĕ çĕр çинче ман ĕмĕр, Çук хакли çак пурнăçран чăнах.
Читайте нас: