Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
28 Майӑн 2020, 14:30

Пĕтĕм тĕнчери VI фольклориада

Кăçал пулмалли чи пысăк культура мероприятине хăçан ирттерессине палăртнă.

Кăçал Уфара июлĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа августăн 1-мĕшĕччен иртмелли Пĕтĕм тĕнчери VI фольклориадăна коронавирус пандемине пула урăх вăхăта куçарма тÿр килнĕ. Республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров Пĕтĕм тĕнчери Фольклор тата йăлана кĕнĕ искусствăсен фестивалĕсене йĕркелекен Совет руководствине Фольклориадăна 2021 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа 10-мĕшĕччен ирттерме сĕннĕ. Ют çĕршыв хăнисем Уфана июлĕн 2-мĕшĕнче килмелле, уяв вĕçленнĕ хыççăн июлĕн 11-мĕшĕнче таврăнса каймалла.
Çак фольклор фестивальне тĕнчере тăватă çулта пĕрре ирттереççĕ. Хăйсен культурине ташăра, йăлари юрă-кĕвĕре, кухньăра, костюмсенче тата сцена искусстви урлă кăтартма 85 çĕршывран виçĕ пине яхăн артист тата ăста килсе çитмелле.
Фестивале 2018 çултах хатĕрленме пуçланă. Кăçал мероприяти валли чи лайăх символ тата сувенир конкурсĕсем иртнĕ.
Сăнÿкерчĕке уçă çăлкуçсенчен илнĕ.
Читайте нас: